16 февраля 2011 г.
Иртнĕ çулхи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсем тăрăх Суворов яч. хис. хуçалăх районти ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче мала тухма пултарчĕ. Çавна май предприяти ертÿçипе Владимир Славич АНДРЕЕВПА тĕл пулнă май хуçалăхăн 2010 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарма ыйтрăм.
– Чăннипех те иртнĕ çулталăка япăх мар кăтартусемпе вĕçлеме пултартăмăр. Ял хуçалăх культурисем тĕлĕшпе илес пулсан вĕсене иртнĕ çул 1255 гектар çинче акса-лартса хăварнă пулнă. Шăрăх çанталăк самай чăрмав кÿчĕ пулин те, тĕш тырă культурисене гектар пуçне вăтам шутпа 12,9 центнер пухса кĕртрĕмĕр.
Кунпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх валли хĕл кунĕсенче çитерме апат ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварасси çине те пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшрăмăр. Мĕншĕн тесен унсăрăн кирлĕ чухлĕ продукци илме май çук. Апла пулсан укçа-тенкĕ тĕлĕшпе те хĕсĕк пулĕ.
Иртнĕ çулшăн вара выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси япăх шайра тесе каламастăп. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 86,3 центнер аш-какай, 579,1 центнер сĕт туса илтĕмĕр. Сĕт пĕтĕмĕшле 1161 тонна сунă е кашни ĕне пуçне вăтамран 5805 килограмм.
Юлашки вăхăтра выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварасси пысăк ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Хуçалăхра вара эпир вĕсен йышне сыхласа хăварма кăна мар, ÿстерме те мехел çитертĕмĕр. Акă 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн патра мăйракаллă шултра выльăхсем 538 пуç, сыснасем 1908 пуç пулнă. Ку кăтартусем унчченхи çулхинчен 12 тата 13 процент пысăкрах.
Пăрусем пĕтĕмпе 229 пуç илнĕ, вăл шутран сумалли ĕнесенчен 184 пуç. Вăтам шутпа кашни 100 ĕне пуçне 92 пăру илме пултартăмăр. 100 ĕне пуçне çамрăк выльăхсене 22 пуç тĕп кĕтĕве кĕртнĕ.
Çурасем илессипе те лару-тăру лайăх еннелле улшăнчĕ. Пĕтĕмпе иртнĕ çул 1673 çура илтĕмĕр. Вăтам шутпа тĕп сысна ами пуçне 10,1, тĕрĕслемеллисенчен 8,3-шер çура илнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе тĕп кăтарту – ÿт хушаслăх. Акă пĕлтĕр мăйракаллă çамрăк выльăхсем талăксерен 568-шар грамм, сыснасем 289-шар грамм, самăртма хупнисенчен мăйракаллă шултра выльăхсем 548-шар грамм, сыснасем 486-шар грамм ÿт хушрĕç.
Юлашкинчен çавна каласа хăварасшăн. Ăнăçăва çынсем тăваççĕ. Хуçалăх çитĕнĕвĕ те вăл – пĕрлехи çитĕнÿ. Кунта пĕрне е тепĕрне уйрăммăн палăртма май çук. Хуçалăхри пур ĕç те пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Ÿсĕм тени вара вăл – пĕр-пĕрне ăнланни, пĕр тĕллев патне ăнтăлни.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.