05 февраля 2011 г.
Çатракасси ял тăрăхĕнчи профилактика кунĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи профилактика Канашĕн, районти çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин тата ял тăрăхĕ çумĕнчи профилактика Канашĕн пĕрлехи ларăвĕнчен пуçланчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.А. Кожевников палăртнă тăрăх учетра тăракан ăнăçсăр çемьесем ку тăрăхра 8. Вĕсенчен хăшĕсене ларура пăхса тухнă хыççăн кашнин килĕнче пулчĕç профилактика кунне хутшăнакансем. Çавăнпа пĕрлех опекунсен çемйисенче пулса вĕсен пурнăçĕпе те паллашрĕç. Мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать-ха çакăн хыççăн; Тĕрлĕ сăлтавсене пула ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, вĕсен ăшшине туяйман ачасем паян опекунсен çемйисенче чăн-чăн телейлĕ ачалăх мĕн иккенне туйса ÿсеççĕ. Вĕсене аталанма мĕн пур условисене туса панă унта. Ку вăл тăван мар килте çитĕнекенсем çинчен.
Тăван килте тăван ашшĕ-амăшĕпе пурăнакан ачасем вара ку тăрăхри ăнăçсăр çемьесенче çемье телейĕ мĕнне пĕлме мар, тăраниччен те çисе кураймаççĕ. Пĕтĕм тĕнче илтмелле çапла ыйтас килет вĕсенчен:
– Камран кайса ыйтас вĕсен пĕр татăк çăкăр; Кам пулăшĕ сирĕн ачăрсене, эсир мар пулсан;
ТĂВАН АЧАСЕНЕ ТĂВАН ТЕСЕ ШУТЛАМАСАН...
– Ĕçсе-çапкаланса çÿремес-тĕп-иç, – тет Выççăлккă Хуракассинче пурăнакан хĕрарăм. Районти çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси членĕсем вĕсен килне пынă чухне 2 хутчен хĕр арăм ÿсĕр выртнă тĕслĕх пулнă.
Телее-и, хурлăха-и, ашшĕ-амăшне суйламалла туман çав ачасене. Çак ача амăшĕ хĕр ачине пулăшса тăнă пулсан Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ хĕр ача вĕренме пăрахнă пулĕччĕ-ши вара; Укçа-тенкĕпе, кирлĕ сĕнÿпе вăхăтра пулăшнă пулсан;
– Ачуна садикран килсен мĕн çитерен; – ыйтрăмăр Çĕньял Очăкассинче пурăнакан хĕрарăмран, ăна та комиссинче пăхса тухнă хыççăн килĕнче. Килте çимелли нимĕн те çукчĕ.
– Тăвансем илсе килсе паратпăр терĕç-ха, – пулчĕ хурав.
Хăть тарăхнипе çурăлса кай. Ачана хамăрăн аппа-йăмăксем тăрантарса усраççĕ тесе çурататпăр-ши вара;
– Ĕç тупса парăр, каятăп.
Юнашарта ура çинче çирĕп тăракан «Свобода» хуçалăх пур çĕрте ачи йĕркеллĕ лару-тăрура çитĕнтĕр тесе шутлакан çын килте ĕç çук тесе лармасть пуль. Комиссинче вăл халь çеç асăннă хуçалăха ĕçе кайма сăмах пачĕ.
Шупуçĕнчи çемьере амăшĕ хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлать теме чĕлхе те çаврăнмасть. Ачисем çинчен шутлакан амăш пулсан ачисен шăпи те урăхларах пулнă пулĕччĕ. Шкулта чип-чипер вĕреннĕ ывăлĕн университета вĕренме кĕрсен пăрахма тиврĕ. Çул çинче çÿреме, хулара çисе пурăнма укçа кирлĕ вĕт. Пирус мăкăрлантарса ниçта ĕçлемесĕр килте ларакан амăшне ку шухăшлаттарман пулмалла. Паян шкула çÿрекен ачашăн тивĕçекен пенси укçипе амăшĕпе икĕ ывăлĕсĕр пуçне хулара пурăнакан тăванĕсен ачи - вăй питти çамрăк пурăнать. Пÿртне хутса ăшăтма вутти те, тăраниччен çиме апат та, çăвăнма та кунта пĕр услови те çук. Шкулта вĕренекен ачана вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен Улатăра санаторине яма йышăнчĕç.
Хĕрарăмсем, çамрăк хĕрарăмсем, ача амăшĕсем юлашки вăхăтра эрех енне сулăнни тĕлĕнтерет. Профилактика кунĕнче пулнă тепĕр çакăн пек çемьере 3 ача амăшĕ урăччĕ. Пит-куç çума умывальник çакма каланине пурнăçланă-ха вăл. Анчах унта шыв ярса тăрса унпа усă курма вăхăт çук пулмалла.
Тата тепĕр çемьере те лару-тăру ырă енне улшăнни палăрчĕ. Йăнăш çул çине тăнă ашшĕ-амăшĕсем йĕркене кĕме тăрăшни, вĕсен совеçĕ пĕтĕмпех çухалманни кăшт лăплантарать.
– Пире хăçан кăлараççĕ ара çав хура списокран; – ыйтрĕ арçын шăпах унта.
Ачине пăрахса «ирĕк» пурнăç шырама тухса кайнă çемьере те ашшĕ хĕр ачине йĕркеллĕ çитĕнтерес тесе тăрăшни палăрчĕ:
– Япала çума хатĕрленетĕп-ха, – терĕ вăл.
Комисси членĕсем ăна та юнашарти хуçалăха ĕçе тухма сĕнчĕç.
Шкула çÿрекен хĕр ачине пĕччен пăрахса хăваракан тепĕр «куккук-амăшĕ» вара вăл кун килте пулмарĕ.
– Тахçантанпах курман ăна, – терĕç пĕр ял çыннисем.
Ачисене эрех черккипе улăштарнă тепĕр çемьере та арçынпа хĕрарăм ял тăрăхне чĕнтерсен те пымарĕç, килне те питĕрсе тухса шăвăннă.
ЫТАРАЙМИ ИЛЕМЛĔ
ЧУН-ЧĔРЕСЕМ
Ачисене эрехпе улăштарнă, вĕсем çинчен шутламан ачисен тăван ашшĕ-амăшĕсенчен çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăраççĕ эпир пулнă опекун çемйисем. Натальйăпа Эдуард Поликарповсен хăйсен 3 ача. Кĕçĕнни 2 çул та тултарайман-ха. 30 çултан кăшт иртнĕ хĕрарăм йăмăкĕн 2 ачине опекăна илнĕ. Хăйсен хÿттине илнĕ пĕр хĕрне çемьелентерме те ĕлкĕрчĕç. Тепри лицейра вĕренет. Çак ĕçчен те пултаруллă çемьен çуртĕнче хăйсен ачисем валли те, опекăна илнисем валли те условисем йăлт пур. Кашнин хăйĕн пÿлĕмĕ, душ кĕмелли кабина, кухня, столовăй... Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ак камсенчен тĕслĕх илмелле çÿлерех асăннă ача амăшĕсен.
Е тата А.Г. Алексеева илер. Мăшăрне çул çинчи инкекре çухатнă хыççăн хăйĕн 4 ачине те, мăшăрĕн шăллĕне те юратса пăхать арçын. Асламăшĕшĕн Лидия Вениаминовнăшăн та мăнукĕсем – пурнăç илемĕ.
– Халĕ туя хатĕрленетпĕр-ха, – тет вăл. Хăйсем опекăна илнĕ арçын ачан тепĕр опекунпа пурăнакан аппăшне тăван хĕрĕ вырăнне хурса ăна пулăшма хатĕрленеççĕ. Алексеевсем пек ырă чунлă çынсем ытларах пулсан çĕр çинче, тăлăх ачасем те сахалтарах нуша курнă пулĕччĕç. Вĕсен чунĕн ăшшин пĕр пайĕ те пулин пуласчĕ тăван ачисене выçă усракан ашшĕ-амăшĕсен.
Ылтăн чĕреллĕ çынсем татах пур ку ял тăрăхĕнче. А.З. Приемова акă мăшăрĕпе икĕ ачана хăйсен хÿттине илнĕ, юратса пăхаççĕ.
Н.П. Ильина та хăйĕн мăнукĕшĕн тем тума хатĕр. Чунĕнче çеç мар, куçĕнче те сăмахпа каласа парайми ăшă туйăм. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать. Пысăк çирĕп пÿртре арçын ачан хăйĕн уйрăм пÿлĕм.
– Пулăшать вăл мана, – тет кăмăллăн Нина Петровна.
Мĕнле ырăпа асăнмăн-ха тата йăмăкне амăшĕн ăшшине паракан А.А. Смирновăна. Мăшăрĕпе тăван ашшĕ-амăшĕн ăшшине параççĕ вĕсем.
Тăван ачисем çинчен маннă ашшĕ-амăшĕсем те çак ытарайми илемлĕ чун-чĕреллĕ çынсем пек пулинччĕç...
ИНКЕК ПУЛАССА
КĔТМЕЛЛЕ МАР
Профилактика кунне пĕтĕм-летме пуçтарăнсан та калаçу ăнăçсăр çемьесенчен пуçланчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.А. Кожевников каланă тăрăх пĕлтĕр вырăнти профилактика Канашĕпе çемьесемпе ĕçлекен комисси ларăвĕсене пĕтĕмпе 4 хутчен ирттернĕ.
– Учетра тăракан кашни çемье пуçне 3 – 4-шар çын çирĕплетсе ĕçленĕ пулсан усси ытларах пулнă пулĕччĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов. – Пĕр участковăй çине шанса ларнипе ĕç каймасть. Ку ĕçе ял тăрăхĕсен депутачĕсене, вырăнти актива явăçтармалла. Пĕр çын кăна вĕсемпе калаçни пĕр тĕрлĕ, ыттисем вĕсемпе ĕçлесен витĕм ытларах пулать. Намăс туйăмне хальлĕхе ял çынни пĕтĕмпех çухатман-ха.
Ку ял тăрăхĕнче преступленисен йышĕ палăрмаллах ÿсни те ку енĕпе тăрăшарах ĕçлемелли çинчен калать. Районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.И. Плечов каланă тăрăх виçĕм çул вĕсем 13 пулнă пулсан, иртнĕ çул 29 çитнĕ. Вĕсенчен 19-шĕ вара çемьери, йăлари харкашусем. Вырăнта хăш çемье мĕнле пурăнни лайăх курăнать. Вĕсенче час-час пулсан кÿршĕ-аршăсем çын инкекĕнчен пăрăнса иртмесен, вĕсем чылай сахалрах пулнă пулĕччĕç.
– Эпир сире яланах пулăшма хатĕр, – терĕ Евгений Иванович. – Ку енĕпе пĕрле вăр-вартарах ĕçлемелле.
Кунта Юрий Александровичăн шухăшĕпе те килĕшмесĕр тăма май çук.
– Вăл е ку çемьере тавăрайми инкек пуласса кĕтсе лармалла мар, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Профилактика кунĕнче çавăн пекех унта хутшăнакансем преступлени туса учетра тăракансем патĕнче, сунарçăсен килĕнче пулчĕç, суту-илÿ предприятийĕсене тĕрĕслерĕç. Пĕтĕмпе 6 протокол çырчĕç милици сотрудникĕсем: обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн, йытăсене, килти выльăхсене кирлĕ пек усраманшăн т.ыт. те. Ку тăрăхра гражданла хĕç-пăшал усракансем 27 пулсан, вĕсенчен 7-шне тĕрĕсленĕ. Хĕç-пăшал упрамалли правилăсене пăснă 2 тĕслĕхе палăртнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех кулленхи ĕçре çул çитмен çамрăксемпе ĕçлес ыйту çине тимлĕн пăхмаллине те палăртрĕ. Ку енĕпе кунта ырă пуçару та çук мар-ха. Кашмашри Культура çурчĕн директорĕ Р.П. Николаева каланă тăрăх кăнтăрла иртсен 4 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетчен шăмат кунсенче шкул ачисем валли дискотека ирттересси ырă йăлана кĕрсе пырать. Ун умĕн вара вăл е ку темăпа ятарлă калаçу ирттереççĕ. Ку ĕçе медицина, ытти сфера ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе учительсем каçхи патруле те тухаççĕ.
Юрий Александрович çавăн пекех вырăнта пушар, çул çинчи хăрушсăрлăх, спирт пур шĕвеке сутакансемпе кĕрешес ыйтусене вырăнти активăн, общественноçăн куçран вĕçертмелле маррине палăртсах каларĕ.
– Пур ĕçе те саккунпа килĕ-шÿллĕн пурнăçламалла, – терĕ Юрий Александрович.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.А. Кожевников каланă пек вырăнти йĕркелĕхшĕн вырăнти депутатсем, актив малалла тата та хастартарах хутшăнса ĕçлессе шанас килет. Л. ПАВЛОВА.