05 февраля 2011 г.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пуçланиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çак кунсенче вĕсем хăçан иртессине çирĕплетнĕ хушу кун çути курчĕ.
Экзаменсем тытмалли йĕркере кăçал шкул пĕтерекенсене нимĕнле палăрăмлă улшăнусем те кĕтмеççĕ. Анчах та пĕр çĕнĕлĕхе шута илмеллех. Кăçалтан тытăнса олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем çак çăмăллăхпа пĕр хут тата пĕр аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне, пĕр специальноçпе кăна усă курма пултараççĕ. Ку таранччен çак çăмăллăхпа шкул пĕтерекенсен темиçе хутчен те, темиçе çĕре вĕренме кĕнĕ чухне те усă курма ирĕк пулнă.
Рособрнадзор экзаменсенче усă курмалли хатĕрсен списокне те çирĕплетнĕ. Математикăпа экзамен тытнă чухне линейкăпа çеç усă курма юрать, физикăпа – линейкăпа программăпа ĕçлемен калькулятор, химипе – программăпа ĕçлемен калькулятор, географипе – çакăн пек калькуляторах, линейка тата транспортир. Тата... нимĕнле кĕсье телефонĕ те пулмалла мар. Ачана экзамен вăхăтĕнче телефонпа тытрĕç пулсан ăна экзаменран кăларса яма тата экзамена кайран тепĕр хут тыттарма пултараççĕ.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пурте 10 сехетре пуçланаççĕ. Вĕсем мĕн вăхăта тăсăласси предметран килет.
Экзаменсем иртмелли график çапла.
Экзаменсене срокчен тытма:
апрелĕн 20-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
апрелĕн 22-мĕшĕ – ют çĕр-шыв чĕлхисем, географи, физика;
апрелĕн 25-мĕшĕ – математика;
апрелĕн 27-мĕшĕ – информатика, биологи, обществознани;
апрелĕн 29-мĕшĕ – истори, литература, хими;
резерв кунĕ – апрелĕн 30-мĕшĕ – пур предметпа та.
Çак кунсенче иртекен экзаменсене каçхи шкулсен выпускникĕсем, çара кайма хатĕрленнисем, пĕрремĕш тапхăр вăхăтĕнче тĕрлĕ ăмăртăва тухса каяканнисем, çав вăхăтрах сывлăха çирĕплетекен шкул ачисем, ют çĕр-шывсенчи вырăс шкулĕсенче вĕренсе тухакансем тытаççĕ.
Пĕрремĕш (тĕп) тапхăр:
майăн 27-мĕшĕ – информатика, биологи, литература;
майăн 30-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
июнĕн 3-мĕшĕ – ют çĕр-шыв чĕлхисем, хими;
июнĕн 6-мĕшĕ – математика;
июнĕн 10-мĕшĕ – географи, обществознани;
июнĕн 14-мĕшĕ – истори, физика;
резерв кунĕсем:
июнĕн 16-мĕшĕ – ют çĕр-шыв чĕлхисем, обществознани, биологи, информатика;
июнĕн 17-мĕшĕ – географи, хими, литература, истори, физика;
июнĕн 18-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
июнĕн 20-мĕшĕ – математика.
Иккĕмĕш тапхăр:
июлĕн 8-мĕшĕ – вырăс чĕлхи, хими, информатика;
июлĕн 11-мĕшĕ – математика, географи, ют çĕр-шыв чĕлхисем;
июлĕн 13-мĕшĕ – обществознани, литература, физика;
июлĕн 15-мĕшĕ – биологи, истори.
Резерв кунĕ – июлĕн 18-мĕшĕ – пур предметпа та.
Ку тапхăрта малтанхи çулсенче шкул пĕтернисем, пуçламăш професси тата вăтам професси паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнисем тата çĕр-шыв тулашĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ илнисем экзамен тытаççĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.