05 февраля 2011 г.
Ача çуралсанах ашшĕ-амăшĕ унăн пуласлăхĕ пирки шухăшлать, уйрăмах аякри мар пуласлăх пирки. Ку вара вăл – ачана садика вырнаçтарасси. Çак тĕллевпех ачана больницăран киле илсе килнĕ-килменех ашшĕ-амăшĕ заявлени çырма васкать. Ача сачĕсенче вырăнсем çитмеççĕ-çке-ха. Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте ку ыйту уйăрмах çивĕч тăрать.
Ача сачĕсене черетсем вăрăм. Çакна район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнче те çирĕплетсе пачĕç. Акă паянхи кун тĕлне Муркашри «Солнышко» ача садне çÿрес текен ачасем пурĕ 120 ача. Çулсемпе пăхас пулсан ÿкерчĕк çапларах: пĕр çул тултарманнисем – 48 ача, 1–2 çулхисем – 41, 2–3 çулхисем – 19, 3 çултан иртнисем – 12. «Путене» ача сачĕпе те лару-тăру çăмăллисен ретĕнче мар. Унта ачасене вырнаçтарма хальлĕхе черетре 105 заявлени выртать. Икĕ садикĕнче те пушă пÿлĕмсем çук. Апла хушма ушкăнсем уçма май çукки те паллă.
Çапла вара Муркашри садиксене çÿреме 225 ача черетре тăрать. 2012 çулта малтанхи «Елочка» ача садне çĕнетсе хута яма планланă-ха районта. Укçа-тенки тупăнтăрччĕ çеç ĕнтĕ. Паянхи кун республикăра ку ыйту çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнине шута илсен регион шайĕнче Муркашсен ыйтăвне татса пама пулăшу пуласса шанас килет паллах. Май пулсан вара çитес çулсенче Муркашра çĕнĕ ача садне çĕклесе лартма та.
Мăн Сĕнтĕрте те садик ыйтăвĕ çивĕч. Черетре – 91 ача. Малтанхи çулсенче садик çумне 60 ача вырнаçтармалăх пристрой туса лартасси пирки ыйту тăратнă пулсан халĕ хăвăрах куратăр – ку та сахал. Халĕ ĕçлекен садикра вара пĕр пушă вырăн та çук. Апла тума планланă пристройăн сахалтан та 100 ача вырнаçтармалла пулмалли куç кĕрет.
Юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче Мăн Сĕнтĕрпе Муркашра çеç ачасен черечĕ пулни пирки калаçнă пулсан халĕ Москакассинчи тата Çатракассинчи ача сачĕсем те çавăнталлах «туртăнма» пуçларĕç. Цифрăсем район центрĕнчи пек пысăк мар пулин те кунта та черетсем йĕркеленнĕ.
Москакассинчи «Колокольчикра» паянхи кун тĕлне ашшĕ-амăшĕнчен йышăннă 77 заявлени выртать. Ачасенчен ытларахăшĕ – 1–3 çулхисем. Ку садикра хушма ушкăн уçасси пирки халĕ вĕрентÿ пайĕ пуç ватать. 20 ача вырнаçтармалăх ушкăн уçма май пур. Ăна пурнăçа кĕртес тесен вара пÿлĕмре тĕплĕ юсав ирттермелле, электричество пралукĕсене те, шыв пăрăхĕсене те, канализаци те улăштармалла, тĕрлĕ сантехоборудовани, алăксем, ачасем валли сĕтел-пукан, чашăк-тирĕк тата ытти хатĕр-хĕтĕр туянмалла. Пĕр сăмахпа каласан пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттермелле. Май тупăнсан вара çитес çулсенче 40 ача вырнаçтармалăх пристрой тăвасси те планра пур-ха.
Çатракассинче 35 ача вырнаçтармалăх икĕ хушма ушкăн уçасси пирки те шутлаççĕ паян вĕрентÿ пайĕнче. Кунта черетре 36 ача. Ушкăнсем уçма вара Москакассинчи пек ĕçсенех пурнăçламалла.
Тен Муркаш ачисене Патаккассинчи «Березка» садика çÿреттермелле; Кунта 40 ача валли пушă пÿлĕмсем пур, анчах та ача сачĕн çурчĕ питĕ сивĕ, санитари требованийĕсемпе килĕшсе тăмасть. Çурлатринчи «Лебедушкăра» вара ăшă. 15 ачана вырнаçтармалăх ушкăн уçма та май пур.
Плансене пурнăçа кĕртесси çăмăл ĕç мар. Анчах та ĕçе пурнăçласан кăна малалла утăм туни курăнать.
Н. НИКОЛАЕВА.