Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Юрăсем чунран тухаççĕ»

09 февраля 2011 г.

Чăвашсен паллă юрăçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Павлов февралĕн 11-мĕшĕнче Муркаша хăйĕн концерчĕпе килет. Паян вара вăл – редакци хăни.

– Сергей Александрович, сирĕн репертуарта чуна пырса тивекен илемлĕ юрăсем нумай. Ытларах кам çырнă юрăсене юрлатăр-ха;

– Эпĕ юрлакан чылай юрăсен авторĕ эпĕ хамах. Сăввисене те çыратăп, кĕввисене те шутласа кăларатăп. Хам çырнă юрăсем, паллах, манăн чунран тухаççĕ. Вĕсем мана питĕ çывăх. Çавăнпах мана вĕсене юрлама та çăмăлрах. Эпир Э. Табаев, Н. Казаков композиторсемпе те аван ĕçлетпĕр. Вĕсем чăваш эстрадинче кам мĕнле юрланине, камăн мĕнле сасă диапазонĕ пулнине тата ыттине те пĕлсе çитнĕ. Ĕçе пĕлсе çитнĕ çынсем вара юрăсемпе те йăнăшмаççĕ.

– Чăваш эстрада юрăçисем паян сцена çинче питĕ йышлă. Пĕр вунă çул каярах куракан-итлекен кашнине тенĕ пекех пĕлнĕ пулсан паян ячĕсене каласа та пĕтереймĕн, пĕлсе те çитереймĕн. Ăсталăх енĕпе вара нумайăшĕ, ытларах çамрăксем, уксахлани те сисĕнет...

– Çапла, паян чăваш эстрадинче юрлакансем сахал мар. Юлашки вăхăтра çамрăксем нумайланчĕç. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине сцена çинче курсан савăнать. Май пур пулсан вара ачана паян сцена çине кăларасси те пысăк ыйту мар. Ĕлĕкхи пек цензура çук-çке-ха. Ачисемшĕн вара ашшĕ-амăшĕ нимĕн те шеллемест. Анчах та ăсталăх, професси шайĕ тени кирлех.

– Ачасем тенĕрен. Сирĕн Мария мĕнле çул суйласа илнĕ-ха;

– Манăн хĕрĕм халĕ Мускаври патшалăх службин академийĕнче вĕренет. Шкулта чухнех манпа концертсене тухса çÿренĕрен çак ĕçе те пăрахмасть. Вĕренÿпе пĕрлех вăл тĕрлĕ концертсене те хутшăнать. Хăйĕн пултарулăхне малалла аталантарать.

– Эсир ытти хуласенче те сахал мар концерт паратăр. Çапла вĕт;

– Манăн концертсене йĕркелекенĕ – манăн мăшăр. Акă иртнĕ уйăхра Самара, Ульяновск, Дмитровград тата ытти çĕрте те концертсем патăм. Кашни çулах Мускава, Питĕре, ытти хăш-пĕр хулана концертпа çитсе килетĕп. Çуркунне Сургута, Тюмене каясшăн...

– Эсир сцена çинче 25 çул ытла ĕнтĕ. Пысăк тапхăр, пуян опыт. Çамрăксен эстрадăра хăйсен вырăнне мĕнлерех тупмалла-ши; Эсир мĕнле шутлатăр;

– Пĕрремĕшĕ вăл, паллах, кирлĕ пĕлÿ илмелле. Иккĕмĕшĕнчен – сцена хăй те вĕрентет. Çынсене туйма пĕлмелле, хăвна тытма вĕренсе çитмелле. Халăх сана хăвна, эсĕ юрлакан юрăсене хăçан йышăнать, хăçан йышăнмасть – çавна туймалла. Тĕрĕс пĕтĕмлетÿ туни вара сцена çинче хăвна йĕркеллĕ тытма та вĕрентет, репертуара мĕнле юрăсене кĕртмеллине те систерет. Халĕ дисксем, магнитоальбомсем кăларатпăр. Апла пулсан вĕсем мĕнле сутăнни те пире çынсем хак паниех.

Эпĕ хама та артист тесе çирĕппĕн хаклама пултараймастăп. Нумай вĕренмелле, ĕçлемелле.

– Хăвăр çинчен çапла калани сирĕн йĕркелĕхе тепĕр хут çирĕплетсе парать. Апла сирĕн концерта Муркашсем кăмăлласах йышăнаççĕ пуль тетĕп.

– Муркаша ку таранччен хамăн концертпа ятарласа килмен. Тĕрлĕ уявсенче юрăсем юрланă, спектакльсемпе пулнă, паллах. Февралĕн 11-мĕшĕнче вара районти Культура çуртне манăн юрăсене килĕштерекенсене пурне те концерта чĕнетĕп. Манпа пĕрле хăш-пĕр юрăçăсем те килеççĕ. Кичем пулмĕ.

Н. НИКОЛАЕВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика