09 февраля 2011 г.
Çыннăн хăй ĕмĕрĕнче йывăç лартмалла, çурт-йĕр çавăрмалла тата ача çуратса ÿстермелле. Çапла вĕрентнĕ аслă асаттесем. Çак ăслăлăха ăша хывнăскерсем эпир те ăна ăруран ăрăва куçаратпăр. Халĕ каланисене йăлтах Муркаш район пурнăçĕпе тата аталанăвĕпе çыхăнтарма та пулать. Пирĕн паянхи калаçу та çурт-йĕр çавăрасси пирки.
Строитель – мирлĕ професси. Хăйĕн ĕçне район территорийĕнче пурнăçласа пыракан хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ» хупă акционерлă общество çак ăнлава лайăх пурнăçласа пырать. Асăннă коллектив – районта строительство енĕпе вăй хуракан тăнăç предприяти. Унăн малтанхи утăмĕсем инçетри 1959 çулăн ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче йĕр тăваççĕ. Шăпах çавăн чух «Броневик», «Новая Юнга», Чкалов ячĕпе хисепленекен, «Заря», 1905 çулхи революци ячĕпе хисепленекен колхозсен укçа-тенкипе хуçалăхсем хушшинчи строительство материалĕсем хатĕрлекен «Заря коммунизма» завод ĕçлеме пуçлать. Унăн ертÿçи пулса Аркадий Петрович Ягодкин ĕçлеме тытăнать. Нумай шыв юхса иртрĕ унтанпа. Çĕнĕ завод та аталанса, пĕлтерĕшне ÿстерсе пычĕ.
1963 çулхи пуш уйăхĕнче завод никĕсĕ çинче Юнкăри хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийĕ йĕркеленет. 1965 çулхи нарăс уйăхĕнче вак организацисене пĕрлештернĕ хыççăн хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ хăйĕн ĕçне тытăнать. Предприяти аталанăвне 1976-1999 çулсенче Николай Александрович Гусак пысăк тÿпе хывать. Шăпах çак çулсенче организаци республикăри яллă вырăнти строительство организацийĕсем хушшинче чи лайăххисен шутне кĕрет. Н. Гусак ертсе пынă çулсенче предприяти районта строительство тĕлĕшпе пысăк ĕçсем пурнăçлать: пурăнмалли çуртсем çĕкленеççĕ, ача сачĕсем ачасене йышăнаççĕ, çĕнĕ шкулсем алăксене уçаççĕ, выльăх фермисем çĕнелеççĕ, ял хуçалăх техники çĕнелнĕ мехпарксенче вырăн тупать.
Аслă ăрури ĕçтешĕсен ырă пуçарăвне строительсем кунта паян та алăран вĕçертмеççĕ. 4-мĕш çул «Моргаушская» строительство организацийĕ» хупă акционерлă обществăна Владислав Николаевич Семенов генеральнăй директор ертсе пырать. Тĕрĕс çул суйласа илнĕ строительсем йывăр вăхăтра та шаннă ĕçе хăй еккипе ямарĕç. Çак организаци тимленипе тата тăрăшнипе юлашки çулсенче тăтăшах пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсем хута кайса пычĕç, капиталлă юсав ĕçĕсем нумай пурнăçланчĕç. Çавна май çамрăк çемьесем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене саккунпа килĕшÿллĕн лайăхлатма май тупаççĕ.
Иртнĕ çул вĕçĕнче «Моргаушская» строительство организацийĕ» хупă акционерлă общество тимленипе Муркашра 40 хваттерлĕ пурăнмалли çурт хута кайрĕ. Пĕтĕмлетсе каласан строительство организацийĕ пĕлтĕр строительство ĕçĕсене пурĕ 61 миллион тенкĕлĕх ытла пурнăçларĕ. Кунпа пĕрлех асăннă организаци Муркашра тепĕр çурт валли те никĕс ячĕ. Участок прорабĕ Алексей Игнатьев ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынипе паян строительсем çĕнĕ 4 хутлă çуртăн пĕрремĕш хутне купаласа та пĕтереççĕ ĕнтĕ.
– Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çамрăксем çемье çавăраççĕ, аслисем чыс-хисеп кĕтеççĕ. Пирĕн хамăр ĕçпе кашнинех тивĕçтермелле. Çак тĕллевпе тата малашлăхра ыррине кăна шанса эпир куллен строительство объектне тухатпăр, çĕнĕ технологисемпе çуртсем çĕклетпĕр. Вĕсем илемĕпе те, хăчĕпе те ял çыннисен кăмăлне тивĕçтерессе шанса тăратпăр, – терĕ кирпĕч купалакансене черетлĕ кăтарту парса тепĕр ушкăн патне васкаса участок прорабĕ Алексей Владимирович.
Прораб сăмахне кирпĕч купалакансен бригади ĕçпе çирĕплетнĕн ман çине пăхса йăл кулă парнелерĕ. Геннадий Егорович Петров бригадир ертсе пыракан каменщиксем хăйсен ĕçне пĕлсе те кăмăллă пурнăçлаççĕ. «Пирĕн ĕçпе çак çуртра пурăнакан кашни çын кăмăллă пултăр», – терĕç вĕсем хăйсем ырă малашлăх пирки ĕмĕтленнине палăртса.
...10 çул каменщикра вăй хуракан Василий Ивановăн калаçса тăма та вăхăт çук. Речĕ хитре пултăр та стени илемлĕ курăнтăр – çак тĕллевпе тимлет вăл. Кирпĕч хуракансемпе калаçнă вăхăтра çурт патне кирпĕч тиенĕ тепĕр автомашина пырса чарăнчĕ. Ăна вăхăтра пушатасси – Петр Алексеевич Аргандеев автокрановщикăн тивĕçĕ. «Моргаушская» МСО-ра 33 çул тимлекен водитель 32 çулне автокранпа ĕçленине ырламалла кăна. ЧР Президенчĕн Указĕпе ăна 2008 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ят панă. Тăрăшуллă ĕçшĕн пысăк хисепе тивĕçнисем вара организацире вуншаррăн. Тав вĕсене пурне те.
А. БЕЛОВ.