Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыслă тивĕçе пурнăçламах тивет

09 февраля 2011 г.

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, юлашки вăхăтра яшсем салтака каяссин ыйтăвĕ пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăчĕ. Салтак ретне тăрассинчен тарса çÿрекенсем, çавна валли тĕрлĕ сăлтав шыракансем сахал мар. Çавна май ку тĕлĕшри лару-тăру епле пулнипе Чăваш Республикинчи Çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхне Вениамин Ермолаевич АНДРЕЕВА каласа пама ыйтрăм:

– Малтанах иртнĕ çулхи кĕркуннехи призыв кăтартăвĕсемпе паллаштарам. Çăмăлах пулмарĕ пулин те яшсене çара ăсатмалли задание йĕркеллех пурнăçлама пултартăмăр. Çар комиссариачĕпе пĕтĕмпе 150, Муркаш районĕпе 94 çамрăка çара ăсатнă. Кусем вĕсем планпа пăхнă заданисем.

– Çар ретне тăрассинчен тарса çÿрекенсем пирки мĕн калас тетĕр;

– Иртнĕ призыв вăхăтĕнче çара кайма тивĕçлĕ призывниксенчен 15-шĕ пачах çар комиссариатне килмерĕ. Кунта ытларах тĕл пулакан сăлтавсене те асăнса хăварни вырăнлă пулĕ. Нумайрах чухне ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене Çар комиссариатне пырассинчен хăтарма тăрăшать. Ултав çулĕ çине тăракансем те çук мар. Çавна май иртнĕ çул çар ретне тăрассинчен пăрăннăшăн 6 призывник тĕлĕшпе материалсене следстви комитетне ярса пама тиврĕ.

– Лару-тăру хăш ял тăрăхĕсенче ăнăçлăрах-ха;

– Çамрăксене çара илессипе, вĕсене Çар комиссариатне çитерессипе лайăх ĕçлесе пыракан ял тăрăхĕсем хушшинче чи малтанах Мăн Сĕнтĕрсене, Юнкăсене, Орининсене, Хорнуйсене, Ярославкăсене, Чуманкассисене асăнмалла. Çатракасси, Ильинка, Шетмĕпуç ял тăрăхĕсенче вара çак ĕçе кирлĕ шайра йĕркеленĕ теме çук. Çара каяссинчен пăрăнакансен йышĕ вĕсен территорийĕсенче пĕтĕм хисепрен çурри таран.

– Çар службине контракт йĕркипе каякансем те çук мар. Вĕсем пирки мĕн каласа хăварас кăмăл пур;

– Иртнĕ çул контрактпа пĕтĕмпе 12 çынна службăна ăсатрăмăр. Хальхи вăхăтра сывлăш-çар десанчĕсен, тинĕс-çар флочĕн, шалти çарсен, Кăнтăр çар округĕнчи çар чаçĕсенче службăра тăма контрактниксем пухассипе ĕçсем пы-раççĕ. Самара, Челябинск, Екатеринбург облаçĕсенчи çар чаçĕсенче службăра тăма вара «Е» тата «Д» категориллĕ водительсем кирлĕ.

– Юлашкинчен призывниксем тĕлĕшпе çыхăннă тепĕр ыйту. Призывниксен водителе те тÿлевсĕр вĕренме май пур-и; Вăрттăнлăх мар, яшсенчен чылайăшĕ техника енне туртăнать.

– Çапла. Призывниксен тÿлевсĕр майпа «С», «Д», «Е» категорисем илме водителе вĕренме те май пур. Çавна валли вĕсен Çар комиссариатне пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика