Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Халăха «вăратмалла» пирĕн»

09 февраля 2011 г.

Иртнĕ кĕçнерни кун профилактика кунне хутшăнакансем Ярапайкассинче те чи малтанах ăнăçсăр çемьесенче, хăйсен ĕçĕсемшĕн ответ тытма пултарайманнисен çемйисенче пулса унти лару-тăрупа паллашрĕç. Сунарçăсемпе, саккуна пăснă хыççăн учетра тăракансемпе тĕл пулчĕç, шкулсенче ачасемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Çавăн пекех суту-илÿ предприятийĕсенче сыхлăх системи мĕнле шайра пулнипе, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене мĕнле пурнăçланипе паллашрĕç, граждансем саккуна епле пăхăннипе кăсăкланчĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Голубев каланă тăрăх ял тăрăхĕнче учетра тăракан ăнăçсăр çемьесем 3. Вăл кун пĕринче, 3 ачаллă çемьере, лару-тăру чиперехчĕ. Тепринче вара 4 ача амăшĕ, хулара аслă хĕрĕпе пурăнаканскер, çемьене тахçан пĕрре хăнана пек çеç килсе каять.

– Виçĕм кун килсе кайрĕ анне, – терĕ арçын ача.

Ашшĕ-амăш хÿттисĕр тăрса юлнă ачасене юратса пăхакансем ку ял тăрăхĕнче те çук мар. З.Ф. Кудряшова кĕçĕн класра вĕренекен мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнать, ăна тăрăшуллă пулма хавхалантарать. А.В. Петровăн та авă хĕпĕртемелĕх сăлтав пур.

– Паян Саша хоккейла выляма ăмăртăва кайрĕ-ха, – тет.

Ку вăл икĕ мăнукĕнчен пĕрин пирки. Иккĕшне те юратса çитĕнтерет вăл.

В.И. Матюшкина вара хăйĕн ывăлĕсене те тĕрĕс воспитани парса ÿстерет кăна мар, пĕчĕк хĕр ачана та çемьене усрама илнĕ. Мĕнле пуçа таймăн çакăн пек ыр кăмăллă çынсем умĕнче.

Çав хушăра ытти çемьесене куççуль валеçекен çынсем те çук мар-ха. Профилактика кунĕнче милици ĕçченĕсем право йĕркине административлă майпа пăснă 13 тĕслĕхе тупса палăртрĕç пулсан 2 тĕслĕхĕ – саккуна пăсса спирт пур шĕвеке сутнăшăн. Шуркасси арçыннине профилактика кунне пĕтĕмлетиччен ялти актив, профилактика кунне хутшăнакансем пĕрле сÿтсе яврĕç.

– Сутас тесе сутманччĕ. Шутсăр хыт ыйтать те патăм, – тет арçын. – Урăх илсе килместĕпех, урăх сутмастăпах.

Чăннипех те çак арçын малашне урăх сутмасть пулсан çемьесене инкек илсе килекен çак шĕвеке, миçе çыншăн, миçе çемьешĕн усăллă пулĕччĕ паянхи калаçу. Ку вăл район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов каланă сăмахсем.

– Эпир паян çакăнта килнин те усси пулĕччĕ, – терĕ Юрий Александрович. – Пĕр çын çав усал шĕвеке сутма пăрахни миçе çыннăн сывлăхне сыхласа хăварма май парĕччĕ.

Кунсеренех район больницине спирт пур шĕвекпе наркăмăшланнă çынсем сахал мар килеççĕ вĕт. Вĕсене вилĕм серепинчен туртса кăларас тесе мĕн чуль тăрăшмаççĕ пулĕ тухтăрсем; Ку çеç те мар. Эрехпе иртĕхнине пула тĕрлĕ органсене сиенлетсе пынă пациентсем тата мĕн чухлĕн.

– «Только» çавсене сиплетпĕр, йĕркеллĕ çынна сиплеме те вăхăт çук, – ăнланмалла тухтăр тарăхнине. Мĕн чуль эмел каять вĕсене çын «ретне» тăратма.

Кунта Юрий Александрович шухăшне илсе кăтартас килет:

– Халăха «вăратмалла» пирĕн, – терĕ вăл.

Ялта кÿршĕ-аршăпа хирĕçес мар тесе юнашарта эрех сутнине те, пĕр кил урлă «çĕр чĕтреннине» те курмăш-илтмĕш пулатпăр çав. Магазина ир пуçласа каçчен «хураллакансене» те çак «ĕçрен» пистермелле пирĕн.

Шутламалăх, ĕçлемелĕх пур ку ял тăрăхĕнче те. Иртнĕ çул пĕтĕмпе кунта 28 преступлени тунă. Ку вăл виçĕм çулхинчен 6 преступлени нумайрах. Çав тунă преступленисенчен 22-шĕ – вăрлани. Кунта та уй куçлă, вăрман хăлхаллă тени ял халăхĕн хăйĕн лăпкăлăхшăн хăйĕн те çине тăрса тăрăшмалла тенине пĕлтерет пулĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.И. Плечов каланă пек, пĕр йĕркене пăснă тĕслĕхе те ахаль ирттерсе ямалла мар.

Ф.В. Паргеева каланă тăрăх ÿсĕр çамрăксем Культура çуртĕнче çук. Апла пулин те шăмат кунсенче çамрăксем машинăсемпе нумай пуçтарăнни, тепĕр чух вĕсем трасса çинчи хăш-пĕр магазинсене машинăпа эрех патне кайса килни вырăнти общественноçăн профилактика енĕпе сыхă тăмалли çинчен калать.

Çул çитмен çамрăксен каçхи 10 сехетрен кая юлмасăр килте пулмаллине ашшĕ-амăшĕсем пурте пĕлеççĕ пулĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та учительсемпе пĕрле вĕсен каçхи рейда тата та активлăрах хутшăнсан ытлашши пулмĕ.

Çамрăксем, вырăнти халăх пушă вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе ку тăрăхра ĕçлмеççĕ мар, тăрăшаççĕ. Каток çине те ачасем, çитĕннисем хаваспах çÿреççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине уçас кăмăлпа пурăнаççĕ.

Ырă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртнипе пĕрлех пирĕн саккуна пăсмасăр пурăнасчĕ. Çÿлерех асăннă йĕркене пăснă 13 тĕслĕхре çул-йĕр правилисене пăснă, обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕ, килти йытăсене кăкарса тăман тĕслĕхсем те пур. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов каланă пек сиксе тухакан кашни ыйтăва оперативлă майпа татса памалла.

Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ май ытти тĕрлĕ ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика