Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта кашни яваплăха туять

09 февраля 2011 г.

Çĕнĕ çулăн иккĕмĕш уйăхĕ пуçланнă май ĕç коллективĕсенче иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерсе хак парасси тата умри тĕллевсене палăртасси вĕçленсе пырать. Çавăнпа пĕрлех вырăнсенче отчетлă пухусем ирттересси кун ыйтăвне тухрĕ. Кăçал çак ответлă ĕçе выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцире çул пачĕç. Выльăх тухтăрĕсен отчетлă пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов хутшăнни сывă выльăх район экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ кăна. Çакна Юрий Александрович та хăйĕн сăмахĕнче курăмлах палăртрĕ.

– Сывă та ăратлă выльăхпа ĕçлесе хуçалăхсем хăйсен экономикин аталанăвне çул уçаççĕ. Ку енпе аталанакансене патшалăх та пулăшусăр хăварманни пирĕн тухăçлă ĕçлемелли мелсем çителĕкли пирки калать, – терĕ вăл канашлу вăхăтĕнче.

Ĕç коллективĕн отчечĕ икĕ пайран йĕркеленчĕ. Малтанах выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе умри тĕллевĕсем пирки коллектив ертÿçи Н. Яковлев анлă доклад туса пачĕ. Николай Семенович сăмахĕнче выльăх тухтăрĕсем йышăннă çĕнĕлĕхсем те, ку енпе уйрăмах тăрăшуллă ĕçленисем те куç умне тухрĕç.

– Пирĕн отчетлă пуху районăмăр кунĕ умĕн иртнĕ пирки эпир паян хамăрăн аслă ĕçтешĕмĕрсене, пире çакнашкал пуянлăх парса хăварнă юлташăмăрсене тав тумасăр пултараймастпăр. Пурлăх базине курах пире паян районти выльăх чирĕсемпе чи çÿллĕ шайра кĕрешме, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене ветеринарипе санитари енчен тирпейлĕхре тытма, сыватупа профилактика ĕçĕсене вăхăтлă ирттерме май пур. Çапла вара паян эпир хамăр тăрăхри выльăхсене çĕпĕр язвинчен, туберкулезран, бруцеллезран, лейкозран, ящуртан, чăх-чĕп грипĕнчен тата ытти хăрушă чирсенчен сывă тытма пултаратпăр. Çакă вăл районти пур выльăх тухтăрĕсен те пĕрлехи ÿсĕмĕ, – терĕ хăйĕн анлă докладĕнче районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи Н. Яковлев. Николай Семенович иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсем пирки каласа панипе пĕр вăхăтрах умри тĕллевсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Каласа хăвармалла, иртнĕ çул выльăх тухтăрĕсен тăрăшулăхĕпе 104 пин пуç выльăха диагностика тĕпчевĕ тунă, çулталăк хушшинче 2466 миллион пуçа профилактика вакцини тунă, 801 пуç тĕлĕшпе сыватупа профилактика ĕçĕсем пурнăçланă.

Районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн Н. Яковлевăн доклачĕ çумне вырăнти ветеринари лабораторийĕн ертÿçи Л. Бояринова хушма доклад туса пани те районти обществăлла выльăх-чĕрлĕх пурнăçĕн кун-çулне туллин уçса пама пулăшрĕ. 2010 çулта лаборатори ĕçченĕсем пĕтĕмпе 64 пин те 84 тĕрлĕ тĕпчев ирттернĕ. Çак ĕçсене вăхăтра пурнăçлани нумай чир-чĕр сарăлассине вăхăтра ура хурма пулăшнă.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх валли янтăланă апат пахалăхне пăхса тăрассине те ветеринари лабораторийĕ иккĕмĕш вырăна хăвармасть. Иртнĕ çул районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе 5253 тонна утă, 8580 тонна сенаж, 3100 тонна силос янтăланă. Çак хисепе пĕтĕмпех ветеринари лабораторийĕн тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Пĕтĕмлетÿ çавнашкал: пĕрремĕш класлă утă – 54 процент, иккĕмĕш класли – 43 процент, виççĕмĕш класли – 3 процент. Янтăланă сенажран 29 проценчĕ 1-мĕш класа, 66 проценчĕ 2-мĕш класа, 5 проценчĕ 3-мĕш класа тивĕçнĕ. Çу кунĕсенче хатĕрленĕ силосăн вара 62 проценчĕ 1-мĕш класлă, ытти 2-мĕш класлă пулнă.

Хуçалăхсем выльăх апачĕ çителĕксĕррине ытти регионсенчен кÿрсе килсе саплаштарма тăрăшнăран çак майпа района килекен выльăх апачĕн пахалăхне тĕрĕслессине те ветлаборатори ĕçченĕсем алăран ямаççĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика