02 февраля 2011 г.
Шăп паянхи кун 68 çул каялла совет салтакĕсем Сталинград патĕнчи çапăçура нимĕç фашисчĕсене çапса аркатрĕç, хулана пĕтĕмпех тăшмансенчен тасатрĕç. Сайралсах пырать çав паян паттăр салтаксен речĕ. Паян районта çав хăрушă çапăçусене хутшăннă салтаксенчен иккĕн çеç юлчĕç, Муркашра пурăнакан Иван Капитонович Капитонов тата Юнкăри Григорий Никифорович Илугин.
– Аса та илес килмест вăл вăхăтсене, – ассăн сывлать паян шурă çÿçлĕ ветеран.
19 çултах вилĕмпе юнашар çÿреме пуçланăскершĕн хаяр вăрçă çулĕсене аса илме çăмăл мар пулĕ. 1942 çулхи мартра вăрçа кайма ят тухрĕ Юнкă каччин. Тÿрех вĕсене Краснодарти пулеметчикпа минометчиксене хатĕрлекен училищĕне вĕренме яраççĕ. Нимĕçсем асăннă хула патне çывхарсан вара васкавлă майпах курсант çи-пуçне «хирти» салтак тумтирĕпе улăштармалла пулать. 3 талăк нимĕç пульлисен «çумăрне» чăтса ирттернĕ хыççăн Г. Илугин службăра тăракан курсантсен полкне те хушма хĕç-пăшал, боеприпассем параççĕ. Малаллахи çул – Дон патнелле. Ирсĕр тăшман вара пирĕн хуласемпе ялсем патнеллех талпăнса пырать. Астăвать-ха çамрăк салтак тăшмансен çулне пÿлес тесе хамăрăннисем Дон çинчи кĕпере сирпĕтнине те. Вăйсем тан маррине пăхмасăрах чăтнă, тÿснĕ.
– 20-шер патрон паратчĕç, – аса илет Сталинград патне чакса пынă вăхăта Григорий Никифорович.
Паянхи пекех астăвать çав хăрушă çапăçусене.
– 74-мĕш «высота» теттĕмĕр вăл вырăна. Каялла чакма пирĕншĕн «çĕр çукчĕ», – куççульне шăлать ветеран. – Приказсăр пемелле мар. Тăшманăн хăш танкне камăн пемеллине йăлт шутласа-пайласа хутăмăр. Пирĕн пĕр тĕллев – каялла чакма юрамасть, пĕртен пĕр çул – малалла кăна.
4 талăк хушши пĕр чарăнми вилĕм акрĕ фашист, бомба хыççăн бомба çурăлчĕ. Салтаксем кăна мар, тăван çĕр çурăлса ахлатрĕ çав вăхăтра. Артезиан çăлĕ патне тем пек шыв тухса илмелле те. Çук, пуçа çĕклеме те памасть тăшман. Сайралсах юлчĕ салтаксен речĕ. Юрать-ха, Орджоникидзе ячĕллĕ училищĕрен хушма вăй килсе çитрĕ.
Кашни урамшăн, кашни çуртшăн пычĕ çапăçу Сталинград хулинче те.
– Пĕр урамĕ пирĕнччĕ, тепĕр урамĕ – нимĕçсен, – куç умне кăларать çав вăхăта ватă салтак.
Нимĕç чееленсех çитнĕ иккен.
– Пенĕ чух салтаксен вĕри апатлă флягине перетчĕç, – аса илет Григорий Никифорович.
Вĕри апатпа та пĕçертсе ярасшăн пулнă иккен фашистсем совет салтакĕсене.
Çакăнта йывăр аманать пирĕн район каччи. Нумай вăхăт госпитальсенче сипленнĕ хыççăн шăп Сталинграда ирĕке кăларнă кун тепре çапăçăва кĕрет.
Унтан тăшмана Анăçалла хăваласа кайрĕç. Ясы хули патĕнчи çапăçусем те çав тери хаяр пулчĕç.
– Вăл çÿллĕ вырăнта ларатчĕ. Çăмăл пулмарĕ ăна илме. Ман расчет 4 нимĕç танкне пĕтерчĕ, – калаçăва малалла тăсать 3 кун каялла 88 çул тултарнă салтак.
Эх, тăшманăн хăямат пульли. Алăран амантать вăл Юнкă каччине. Çакăнта паттăрла çапăçнăшăн пирĕн ентеше 3 степень Мухтав орденĕпе наградăлаççĕ. Каярахпа «Çапăçури паттăрлăхшăн» медаль тата ытти наградăсем хутшăнаççĕ.
Харьковра госпитальте юсаннă хыççăн запасри полка тухать, унтан танксемпе хирĕç çапăçакан полкра тăшмана хăвалать.
– Ку вăхăтра çĕнĕ йышши хĕç-пăшалпа çапăçма пуçларăмăр, – тет салтак. Латви, Литва, Эстони пĕрин хыççăн тепри ирĕке тухрĕ пирĕн паттăр салтаксене пула. Тата тепĕр хут урапа алăран амантаççĕ ăна.
– Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ заводра туса кăларнă минăсене илсе килсен «эп чуваш – больше давай», тесе шÿтлеттĕмччĕ, – кулать 90 çула çывхаракан салтак. – Пушка снарячĕсене Çĕпĕртен илсе килетчĕç.
Вăрçă пĕтнĕ хыççăн октябрь праçникне киле таврăнать Г.Н. Илугин. Тăван хуçалăхра тимĕрçĕре ĕçлет. 1952 çулта Етĕрнери ял хуçалăх училищинчен тракториста вĕренсе тухнă хыççăн вăрçăри артиллерист, минометчик трактор штурвалĕ умне ларать, вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине тăратас ĕçе пуçăнать. 30 çул мĕн тивĕçе канăва тухичченех çăкăр çитĕнтерекен профессийĕпе ĕмĕр ĕмĕрлет. Мăшăрĕпе Христина Григорьевнăпа 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Шел, паян хĕрĕпе ывăлĕ, мăшăрĕ çук ĕнтĕ Григорий Никифоровичăн. 16 мăнукĕпе прамăнукĕ унăн ватлăхне илемлетеççĕ. Çĕнĕ çула вара вăрçă ветеранĕ çĕнĕ хыпарпа кĕтсе илчĕ, пĕр пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç ватă салтака районта. Черетлĕ çуралнă кунĕнче вара пысăк çемье кĕрекене ашшĕне, аслашшĕне, кукаçне, хуньашшĕне саламлама пуçтарăнчĕ, Григорий Никифоровича вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Мĕн сунни пурнăçлантăрах.
Л. ПАВЛОВА.