Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах ăратлă выльăх пирки

02 февраля 2011 г.

Экономика шав малалла аталаннă май çĕр ĕçĕнче вăй хуракан хресчен те элитăллă тырă-пулăпа пахча çимĕç вăрлăхĕпе, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлессине мала кăларма пуçларĕ. Урăхла епле-ха, куншăн патшалăх пулăшăвĕпе те çителĕклĕ усă курма пулать-çке. Анчах кирек епле çĕнĕлĕх те хирĕçÿллĕ ыйтусем çуратать. Иртнĕ кунсенче хаçат редакцине ăратлăхпа ĕçлекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх халăхран выльăх пуçтарса вĕсене ял çыннисене «ăратлă туса» сутни пирки çыру килчĕ. Тĕрĕс-и çакă е тĕрĕслĕхпе тÿр килмест; Çак ыйту çине хурав шыраса район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ăратлă выльăхсемпе ĕçлекен зоотехникĕпе Ирина Ильинична МИХАЙЛОВĂПА тĕл пултăмăр. Пирĕн калаçуран çыру авторĕсем лару-тăрăва ăнланса тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвасса шанатпăр.

– Ирина Ильинична, калаçу пуçламăшĕнче хамăр районти ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекен хуçалăхсем пирки кĕскен те пулин паллаштармăр-ши;

– Паянхи йывăр вăхăтра та районти хуçалăхсем ăратлăхпа ĕçлес çула суйласа илни савăнтарать кăна. Кунта малтанах ăратлă выльăх ĕрчетессипе пĕр çул мар вăй хурса завод ятне илнĕ хуçалăхсене палăртса хăвармалла. Вĕсем: ăратлă сыснасемпе тата мăйракаллă шултра выльăхсен ăратлăхĕпе ĕçлекен «Свобода» хуçалăх-завод тата ăратлă сыснасем ĕрчетессипе специализациленекен Е. Андреев ячĕпе хисепленекен тата мăйракаллă шултра выльăхсен ăратлăхĕпе тимлекен «Ударник» хуçалăх-заводсем. Çак виçĕ хуçалăхсăр пуçне ăратлă выльăхпа ĕçлекен репродукторсем те пур. Кунта сыснасемпе тата мăйракаллă шултра выльăхсем çинче специализациленекен Суворов ячĕпе хисепленекен, тынашкасем ÿстерессипе «Оринино», ăратлă сыснасемпе ĕçлессипе «Герой» хуçалăхсене палăртмалла. Вĕсем хăйсен выльăхĕсене ытти хуçалăхсемпе пĕрлех ял çыннисене те сутаççĕ. Ăратлă выльăх ĕрчетес тĕллевпе çамрăк ăратлă выльăхсене туяннă çыннăн е хуçалăхăн кун пирки патшалăхран субсиди илме документсене тăратмалла.

– Ăратлăхпа ĕçлекен хуçалăхсен тĕп кăтартăвĕ – ăратлă выльăх сутни. 2010 çул ку енпе мĕнпе асра юлчĕ-ха;

– Тĕрĕсех каларăр, ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекенсем пысăк продуктивлăхлă выльăхсене сутсан çеç патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Пĕлтĕр çÿлерех асăннă хуçалăхсем ăратлă вăкăрсене 2, тынашкасене 147 (пĕтĕмпе пăхсан виçĕм çулхинчен 21 пуç нумайрах), сысна аçисене 83, сысна амисене 199 (виçĕм çулхинчен пурĕ 407 пуç сахалрах) тата 2 такапа 35 сурăха (виçĕм çул пĕртте сутман) сутма пултарчĕç. Паянхи куна ăратлă выльăх ĕрчетекен хуçалăхсенче ăратлă сысна аçисем 25 пуç тата 90 сысна ами сутлăх тăраççĕ. Уйрăм хуçалăхсемпе илсен кăмăл тăвакансем валли Суворов яч. хис. хуçалăхра 80-шар кг таякан 50 сысна ами, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра 75-шер кг таякан 10 сысна аçи тата 70-шер кг виçеллĕ 15 ама, «Герой» хуçалăхра 90-шер кг таякан 15 аçапа 70-шер кг виçеллĕ 30 ăратлă ама пур.

– Ăратлăхпа ĕçлекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх халăхран выльăх пуçтарса вĕсене ял çыннисенех «ăратлă туса» сутни пирки мĕн калайратăр;

– Эпĕ кăна пустуй сăмах тесе калатăп. Ăна калакан ăратлăхпа ĕçлекенсен ĕçне ăнланса çитерейменни курăнать. Выльăхсен ăратлăхĕпе ĕçлекен хуçалăхсенче çав ĕçе зоотехник-селекционерсем туса пыраççĕ. Ăратлă выльăхăн çуралнăранпах хăйĕн карточки пулать. Çак тĕллевпе çамрăк выльăхăнне тÿрех хăлхисене картаççĕ те ашшĕ-амăш камне çырса хураççĕ. Кунпа пĕрлех ăратлă выльăх тĕлĕшпе сыватупа профилактика ĕçĕсем туни те çав хут çине çырăнса пырать. Çак хут пулмасан патшалăхран ăратлăхшăн укçа илесси те кун йĕркинчен тухса ÿкет. Манмалла мар, ĕнесене эпир искусствăлла майпа пĕтĕлентеретпĕр. Ăратлă выльăх вăрлăхĕ вара Чăваш Республикинчи ăратлăхпа ĕçлекен «Чувашское» пĕрлешÿрен килет. Ăна çирĕплетнĕ графикпа икĕ çулта улăштарсах тăраççĕ. Ял çыннисем те ĕнисене çав вăрлăхпах пĕтĕлентернĕрен пирĕн тăрăхра ăратсăр выльăх çукпа пĕрех.

– Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе те юлашки çулсенче районта çĕнĕлĕхсем палăрчĕç. Кун пирки мĕн калайратăр;

– Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çапла вара нумай çĕрте ял çынни ĕнесем ытларах тытма пуçларĕ. Çав хушăрах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен пĕр пайĕ панкрута тухнипе ял çыннисен ĕнисене искусствăлла майпа пĕтĕлентерсе парасси те «çухалчĕ». Пушаннă çак вырăна паян районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин Турай тата Çатракасси ветеринари участокĕсем йышăнчĕç. Кунпа пĕрлех ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе уйрăм осеменаторсем тимлеме пуçларĕç. Вĕ-сем: Мăн Хураçкара И. Чернова, Шетмĕпуçĕнче В. Сорокина, Ярапайкассинче А. Сядаровпа О. Димитриева, Ильинкăра В. Мерлова, Юнкăра А. Яргунькина, Ярославкăра Н. Яковлева.

Ялсенче ăратлăхпа çанă тавăрса ĕçленĕрен хăш-пĕр ялсенче пурăнакансен выльăхĕсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхринчен те лайăхрах курăнаççĕ.

А. БЕЛОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика