02 февраля 2011 г.
Водительсен çĕнĕ йышши правасем пулаççĕ тенине илтнĕччĕ. Вĕсене хăçан параççĕ-ши; Тата вĕсем мĕнле пулаççĕ;
Л. ПАВЛОВ.
Ку ыйтăва районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцииĕн ертÿçи В. ВОЛКОВ милици майорĕ хуравлать:
Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса водительсене çĕнĕ правасем пама тытăнаççĕ. Анчах та пурне те пĕр харăс мар. Киввисен срокĕсем тухнăçемĕн.
Правасем малтанхи пекех 10 çул «ĕçлĕç».
Хальлĕхе водительсен аллинчи правасем икĕ тĕрлĕ. Пĕри – паспорт пысăкăш çиелтен ленка çыпăçтарнă хут, тепри – пĕчĕкрех пластик карточка. Вĕсем иккĕшĕ те вăйра. Иккĕмĕшĕ хаклăрах пулнăран çĕр-шыври чылай регионти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕсенче пĕрремĕш тĕслĕхлĕ правасем парасси анлă сарăлнă.
Çĕнĕ права та пластик карточка пулать. Вăл тĕрлĕ тĕслĕ: кăвак тĕсрен кĕрен тĕсе куçичченех. Права çинчи штрихкод водитель пирки тулли информаци тытса тăрать. Ун тăрăх документа ăçта, хăçан, мĕн çинче никĕсленсе тата хăш водителе панине пĕлме пулать. Çакăн пек шифр суя документ хатĕрлессинчен тата правана укçалла туянассинчен сыхлама тивĕç. Кунсăр пуçне штрихкод пурри инспектора ытлашши ыйтусемсĕрех водителе тĕрĕслеме май парать.
Праван тепĕр енче «А», «В», «С», «D», «ВЕ», СЕ», «DЕ» категорисене палăртакан пиктограммăсем пулаççĕ. Вĕсем тăрăх, сăмахран, араб çĕр-шывĕсенчи полици ĕçченĕсем тата машинăсене арендăна паракан компанисем хăш водитель мĕнле машинăсемпе çÿреме пултарассине çăмăллăнрах палăртма пултараççĕ. Кашни категорие кăтартакан графана хирĕç водителĕн çак категорипе çÿремелли ирĕклĕхĕн тапхăрне палăртаççĕ. Çакă ĕçе илекеншĕн те меллĕ.
Çĕнĕ тĕслĕхлĕ правасене пама тытăнасси регион шайĕнчен килет. Çавăнпа та пур регионта та мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çĕнĕ йышши правасем пама пуçлаççĕ тесе çирĕплетсех калама май çук. Анчах та çулталăк вĕçлениччен пур регионта та çак ĕçе пурнăçлама палăртнă.
Н. НИКОЛАЕВА
ыйтса пĕлнĕ.