29 января 2011 г.
Январĕн 22-мĕшĕнче Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Исетерккĕ ялĕн Культура çуртĕнче халăх йышлă пухăнчĕ. Çакăн сăлтавĕ, шел пулин те, ыррисен шутĕнчиех пулаймарĕ. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева, районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.И. Плечов тата ытти ĕçченсем килсе çитрĕç. Калаçу вара тунă преступленисене сÿтсе явасси, малашне вĕсене сирсе ярасси тавра пулчĕ. Пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Г. Ковалева пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, сыхлăх чи малти вырăнта пулмаллине палăртрĕ. Калаçăва районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ ертсе пычĕ.
– Пирĕн тĕп тĕллев обществăлла йĕркелĕхе сыхласси, преступленисене сирсе ярасси пулса тăрать. Шел пулин те сирĕн тăрăхра йывăр преступлени пулса иртрĕ, сăлтавĕ вара паллă – эрех тата çынлăха çухатни. Çавăнпа та преступлени тăвассинчен сыхланма пулăшакан мероприятисем йĕркелеме тăрăшмалла. Тепĕр чухне вара юнашар çын ăнлантарни-калаçни те питĕ вырăнлă. Çакăн пек калаçусен усси пуласса шанас килет, – терĕ Евгений Иванович преступленисене тăвассине сирсе яма чĕнсе.
Калаçăва Чуманкасси ял тăрăхĕнчи милицин участокри уполномоченнăйĕ Г.Г. Терентьев тăсрĕ.
– 2009 çулта ял тăрăхĕнче 23 преступлени пулнă, иртнĕ çул вара 8 (хĕненĕ тĕслĕх – 3, çул çитменнисене преступлени тума явăçтарнă тĕслĕх – 1, вăрланă тĕслĕх – 3, суя документсем, патшалăх наградисем, пичетсем хатĕрленĕ – 1 тĕслĕх) преступлени регистрациленĕ. Пĕр енчен преступленисен йышĕ чакни лăпланмалла кăтарту пек. Анчах та çук иккен, ăна çулталăк пуçламăшĕнче тунă преступленисем те аван кăтартса параççĕ. Апла пулсан кирек камăн та сыхă, тимлĕ те асăрхануллă пулмалла, – терĕ Григорий Геннадьевич малашне те пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлессе шанса. Çавăн пекех шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕсемпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç, çынсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
– Чăн та хисепе тивĕçлĕ атте-анне пулма, çемье ăшшине упрама çăмăл мар. Анчах та воспитани тĕпкĕчĕ çемьерен пуçланать-çке. Апла пулсан ÿсекен ăру малашлăхра тĕрĕс çулпа уттăр тесен пурин те яваплăхлă пулмалла. Ачасен шăкăл-шăкăл пурăнакан çемьере ÿссе аталанмалла. Ашшĕ-амăшĕн вара ачисене кирлĕ пек воспитани памалла, – терĕ район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ертÿçи Алевтина Евстафьевна çамрăксене ытларах тимлĕх уйăрма, усал йĕркерен пистерме ыйтса.
Çавăн пекех чылай çул районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçинче ĕçленĕ Ю.Г.Соловьев пухăннисене хăй вăхăтĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, çамрăксен вара унтан тĕслĕх илмелли-вĕренмелли сахал мар. Пухăннисене районти ветерансен хорĕ саламларĕ.
Р. МАКАРОВА.