29 января 2011 г.
Хаçатăн унчченхи номерĕсенчи «Кил тата хушма хуçалăх» кăларăмсенче эпир сире яллă вырăнта харпăр хăй валли çурт-йĕр тăвас ыйтусемпе паллаштарма пуçланăччĕ. Йÿнĕрех хакпа – килĕшÿллĕ çурт-йĕр. Хамăрăн кăларăмсенче эпир сире çитес çу кунĕчченхи тапхăрта малашне те строительство ыйтăвĕсемпе сĕнÿ-канашсем парăпăр. Усă куратăр е çук – ку сирĕн ирĕк. «Инттехс» архитектурăпа проект организацийĕн специалисчĕсем хаçат вулакансене паян мĕнле никĕс шанчăклăраххи пирки усăллă сĕнÿсем параççĕ. Сирĕн хăвăрăн лайăх канаш пур пулсан эсир те калаçăва хутшăнасса кĕтетпĕр.
– Калăр-ха, тархасшăн, çурт-йĕр тума мĕнле никĕссемпе усă кураççĕ;
– Тĕрĕс ыйту хускататăр. Пурăнмалли çурт-и е килти хушма хуçалăхри ытти хуралтăсем – пур çĕрте те строительство ĕçĕсем никĕсрен пуçăнаççĕ. Вĕсем вара 4 тĕслĕ пулаççĕ: 1) уйрăмшар юпа евĕрлĕ тунă никĕс – питĕ перекетлĕ никĕс. Унпа пĕренерен купаланă йывăç çуртсем лартнă чух усă кураççĕ; 2) лентăллă (монолитлă е пуçтармалли) никĕс – уйрăмах анлă сарăлнă вăтам та перекетлĕ тĕс; 3) плиталлă никĕс – хаклăрах пулсан та, унпа çĕр куçакан вырăнсенче усă кураççĕ; 4) свая çапнă никĕс – чи хаклă тĕс пулнăран-тăр унпа пирĕн тăрăхра питĕ сайра усă кураççĕ.
– Лентăллă никĕс пирки тĕплĕнрех каласа памăр-ши;
– Малтанах строительство вырăнне палăртăр. Никĕс виçсе паллă тума леска, йывăç шалчасем хатĕрлĕр. Мĕншĕн-ха леска; Вăл вăйлă тăсăлмасть тата туртăнтарсан та хытă авăнса тăмасть.
Никĕс сарлакăшĕ – 40 сантиметртан кая тата стенаран ансăр пулмалла мар. Пулас никĕсĕн кĕтесĕсем тÿрĕ кĕтеслĕх пулччăр тесен 4 кĕтесе паллă тусан диагональсене виçсе пĕр тан виçене çитермелле. Вĕсен виçи танлашсан никĕсĕн тулаш хĕррипе леска карăнтармалла. Унран шал еннелле никĕсĕн шал енне виçмелле. Пулас пÿлĕмсен никĕсне те çак йĕркепех паллă тумалла.
– Çĕр ĕçĕсем пирки виçĕ сăмах.
– Хаваспах. Никĕс чавнă чух унăн стенисем тулалла кăшт чалăш пулни лайăх. Тарăнăшне валли пĕр кĕтесне илмелле те ăна кура ыттисене çав шая çитермелле. Никĕс тĕпĕ пĕр пек виçере пултăр тесен пире çакна валли шыв уровенĕ пулăшать. 1 метр тарăнăш никĕс ярас тесен ун айне 10-15 см хăйăр хумалла. Ăна хытарма шыв ярса пусăрăнтармалла. Хăйăр сийĕ кĕрхи-хĕллехи шăн вăхăтĕнче стена выляссинчен сыхлать.
– Никĕс янă чух час-часах опалубка çапаççĕ. Унсăр юрамасть-и;
– Опалубка – никĕсе тивĕçлĕ те кирлĕ шая çитерме пулăшакан мел. Ăна хĕррисене касса кăларнă хăмаран ăсталама меллĕ. Кун пек чухне опалубка çÿллĕшне те контроллеме пулать. Никĕс хĕррисемпе çапса лартнă йывăç шалчасем çумне çапнă хăмасене çÿл енчен те урлă рейкăсемпе тытăнтармалла. Опалубка çÿллĕшĕ никĕсе янă раствор шайĕнчен çÿллĕрех пулмалла. Çавăнпа та уровень пулăшнипе вăл пур енчен те никĕсрен çÿллĕрех пулнине виçсе тухмалла.
– Мĕн-ха вăл никĕсе арматурăласси тата мĕнле пурнăçламалла ăна;
– Никĕсе арматурăласси 3 тапхăрпа пулса пырать.
1. Опалубкăн шал енĕсене строительствăра усă куракан степлерпа пергамин çыпăçтармалла. Çак материал растворти шыва хăмасене сăрхăнма чарать. Кунпа пĕрлех вăл никĕсĕн тулаш хĕррине якатать те цоколе тирпейлĕ сăн кĕртет. Пергаминăн çĕр шайĕнчен 10 сантиметр аяларах пулни те пăсмасть.
2. Котлован тĕпне кирпĕчсем хумалла та вĕсем çине решеткеллĕ туса арматура хуллисем вырнаçтармалла. Çапла тусан арматура решетки пĕтĕмпех бетон ăшĕнче пулать. 12 мм хулăнăш арматура хуллисенчен тунă решеткесен виçисем 30х40х75 см пулмалла.
– Никĕсе тултарма раствор туянмалла-и е килти условисенче туни те каять;
– Паллах хатĕр раствор туянма хаклăрах ларать пулсан та технологи процесне шута илсен заводран туяннă бетонран никĕс пахалăхлăрах пулать. Çакна валли 400 маркăран каярах цементпа усă курма сĕнместпĕр.
Цемент растворĕ 3 эрне хушшинче пахалăхлă хытса çитет. Çак хушăра çумăрлă çанталăк пулсан никĕсе пленкăпа витсе хуни, уяр çанталăкра вара никĕсе лейкăпа шăварса тăни вырăнлă. Никĕс тунă чух унта вентиляци валли шăтăксем хăвармалла. Вăл шыв кĕртме-кăларма та вырăнлă пулĕ. Арматурăсен никĕсрен тухса тăмалла мар.
Çулла çурт-йĕр çавăрас ĕмĕтлĕ çынсене пирĕнпе – «Инттехс» архитектурăпа проект организацийĕпе – тачăрах çыхăнса ĕçлеме сĕнетпĕр.
А. БЕЛОВ ыйтса пĕлнĕ.