Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн яланах çын пулмалла»

29 января 2011 г.

Иртнĕ юн кун Чăваш Енĕн мухтавлă Амăшĕ Исетерккĕре пурăннă Т.Н. Николаева 130 çул тултарнине халалласа Татьяна Николаевнăна асăнса лартнă палăк умне унăн тăванĕсем, ял-йыш пуçтарăнчĕ. Палăк умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн митинга Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Г. Ковалева уçрĕ, Т.Н. Николаева пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ.

– Унăн йывăр шăпине никамăн та тÿсмелле ан пултăр, – терĕ Людмила Германовна.

Пуçтарăннисене пурне те çак паллă кунпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламларĕ.

– Татьяна Николаевнăпа унăн паттăр ывăлĕсене асра тытса пирĕн те вĕсем пек хамăр ĕçре пĕтĕм вăйран ĕçлемелле. Япăх ĕçлеме пирĕн пĕр сăлтав та çук, – терĕ Юрий Александрович.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех кăçал Исетерккĕри пĕр тăван Алексеевсен урамне асфальт çул туса пĕтерессине палăртрĕ. Чкалов яч. хис. хуçалăх ертÿçи П. Г. Ефимов ял ĕçченĕсем тăрăшуллă пулнине каларĕ.

Татьяна Николаевнăн Родион ывăлĕн мăнукĕ Н.Р. Феофанова асламăшĕ ĕçчен пулнине, 90 çулта та пахчара ĕçленине, вăл ял халăхĕпе çав тери килĕштерсе пурăннине, ыттисене яланах пулăшма хатĕр пулнине палăртрĕ.

Митинг хыççăн Чуманкасси шкулĕнче ентешĕмĕрĕн 130 çул тултарнине халалланă мероприяти малалла тăсăлчĕ.

– Кирек епле лару-тăрура та пирĕн çын пулмалла, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов çитĕнекен ăрăва вĕренÿре ăнăçусем суннă май.

Хăнасем, ветерансем, ял çыннисем тухса калаçнă хыççăн Чуманкасси шкул директорĕ В.М. Васильев хăйĕн сăмахĕнче шкулти çарпа патриотика клубне Г. Алексеев ятне панине пĕлтерчĕ. Асăннă клуб Иваново облаçĕнчи Загорск хулинчи çамрăк йĕрлевçĕсемпе тачă çыхăну тытнине палăртрĕ. Шăпах çак вырăнтан çара кайнă Григорий Алексеев. Унта та ăна сума сăваççĕ, унăн бюсчĕ те пур. Валерий Михайлович «Алексеевсен çемйи» ятпа шкулта иртнĕ конкурс çĕнтерÿçисене И. Ефимовăна, О. Степановăна, Ю. Кузьминăна дипломсем пачĕ.

Уявра Чуманкасси шкулĕн ачисемпе учителĕсем, ку тăрăхри культура ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Хăнасем Алексеевсен çемйи çинчен калакан сăн ÿкерчĕксен куравĕпе, электронлă презентаципе, «Амăшĕн чĕри» документлă фильмпа паллашрĕç.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика