Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Качака сĕчĕ – усăллă

29 января 2011 г.

Паян ялта пурăнакансем сурăхсемпе качакасем усрасси çине тимлĕх ытларах уйăрма пуçлани сисĕнет. Çакă килти хушма хуçалăха тытса пыракан тăтăшах шыравра пулнине кăтартать те. Танлаштарма, районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче сурăхсем тытасси историе кĕрсе юлчĕ пулсан, çĕнĕ условисенче хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелекенсем тата килти хушма хуçалăхсем «манăçа тухакан» выльăхсем те тупăш парасси пирки иккĕленменнине кăтартса параççĕ.

Килти хушма хуçалăхра качака усракансем унăн сĕчĕ çине тимлĕх уйăрнине палăртмалла. Качака сĕчĕпе «ăс кĕресси пирки» вĕсем пĕртте иккĕленмеççĕ. Иккĕленмеççĕ те тĕрĕс тăваççĕ.

Хăйĕн физикăпа хими палăрăмĕпе тата тутипе качака сĕчĕ ĕне тата ытти чĕр чунсен сĕтĕнчен усăллăраххипе уйрăлса тăрать. Ĕне сĕчĕпе танлаштарсан качака сĕтĕнче В12 витамин тытăмне кĕрекен кобальт 6 хут нумайрах (0,1 мкг). Асăннă витамин юн пулăмĕшĕн яваплă тата организмри ылмашăну процесĕсене контрольлет. Унра çавăн пекех кали нумай. Вăл вара чĕрепе сосуд ĕçĕ-хĕлĕшĕн пысăк пĕлте-рĕшлĕ пулса тăрать.

Бета-казеин хисепĕ пысăкки качака сĕтне хĕрарăмăн кăкăр сĕтне çывăх тăвать. Качака сĕтĕнчи белоксен пысăк пайĕ хăйсенче альбуминсем нумайран лайăх пайланать. Çавăнпа ăна организм çăмăлраххăн йышăнать, апат ирĕлтермелли системăна сиенлемест. Лактоза виçи ĕне сĕтĕнчинчен 13 процент, хĕрарăм кăкăрĕнчи сĕтрен 4 процент сахалрах пулни лактозăна йышăнайманнипе аптăракан çынсемшĕн уйрăмах вырăнлă. Çу çаврашкисем качака сĕтĕнче ĕне сĕтĕнчинчен 10 хут вĕтĕрех (0,001 мм) пулнăран вĕсене организм çăмăлрах йышăнать. 4-4,4 процент шайĕллĕ качака сĕтне организм 100 проценчĕпех йышăнать.

Качака сĕтĕнче тулли мар çу кислоти 67 процент, ĕне сĕтĕнче вара – 61 процент. Çак кислотасем çын организмĕнче холестерин пухăнассине чараççĕ.

Качака сĕтĕнче кальци, магни, фосфор, марганец, пăхăр тата А, В, С, Д витаминсемпе «аскорбинка» нумай. Асăннă продукт организма белоксемпе, çусемпе, минералсемпе тата микроэлементсемпе пуянлатать, япаласен ылмашăвне лайăх йĕркелет, сывлăха çирĕплетет, нумай пурăнма çул уçать.

Качака сĕчĕ ĕненни пекех тимĕртен чухăн. Апла пулин те унта пур тимĕре организм ĕне сĕтĕнчинчен (10 процент) лайăхрах йышăнать (30 процент).

Э. ФОМИНА,

районти терапевт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика