Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти çĕрĕн хуçи пулмаллах

26 января 2011 г.

2010 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Д. Медведев «Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă хăш-пĕр пайĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккуна алă пусрĕ. Çĕнĕлĕх кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Çĕр хутшăнăвĕсене тÿрремĕнех пырса тивекен çĕнĕлĕхсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне – ял хуçалăх пайĕн ертÿçине В.А. КАЛИНИНА каласа пама ыйтрăмăр.

– Владимир Аркадьевич, уй-хирте çум кашланине курса чунне ыраттарнă хресченшĕн асăннă саккун хăйне евĕр шанчăк çуратрĕ тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Эсир мĕнле шутлатăр;

– Саккун çĕр çине влаç енчен тĕплĕнрех çаврăнса пăхма тата май çитнĕ чухлĕ пулăшу пама çул уçать. Саккун мĕн пур çĕрĕн уйрăм харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларма, çавăн пекех республикăри 400 пин гектар ытла йышăнакан çĕр лаптăкне влаç пулăшăвĕпе уйрăм харпăрлăха илме майсем туса парать. Ан тив, çĕрсен хуçисем ял хуçалăх производствине хăвăртрах инвестици хывччăр, ăна аталантарма нумай вăхăтлăха паракан кредитсем илччĕр, халиччен усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртчĕр, çĕр хутшăнăвĕсене çĕнĕ вăйпа йĕркелеччĕр. Шанатăп, саккун ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен тухăçлăхне ÿстерме пулăшĕ.

– Саккуна пăхса тухсан улшăнусем икĕ тапхăртан тăни куç умне пулать. Пĕрремĕшĕ иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчен пуçланнă, иккĕмĕшне кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçлама пуçласшăн.

– Çапла. Çĕре пая уйăрса кăларса уйрăм харпăрлăха илмелли тата харпăрлăх правине регистрацилемелли тÿлев улшăнчĕ. Малашне АПК организацийĕ те, хресчен (фермер) хуçалăхĕ те, ытти харпăрлăхлă тытăм та РФ субъекчĕн саккунĕпе çирĕплетнĕ хакпа пайсем туянма, сухалакан-акакан çĕрĕн харпăрлăх правине нумай вăхăтлăха (яланлăха) регистрацилеттерме пултарать. Çĕрĕн кадастр тÿлевĕн 15 процентĕнчен хаклăрах пулмалла мар.

Кăçалччен çĕр пайĕн уйрăм харпăрлăх правине пĕр уйри тепĕр пай хуçине е пачах урăх çĕрти çынна çĕре уйăрса парас тĕллевпе кадастр ĕçне саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçлаттарсан кăна сутма е парнелеме пултарнă. Малашне вара лаптăка çĕр виçекене кастарса-виçтерсе тăкакланмасăрах тата тÿлевсĕрех предприяти-организацие е пĕр-пĕр çынна парнелеме ирĕк пур. Ăна валли РФ Картографи, кадастр тата патшалăх регистрацийĕн республикăри управленине заявлени тăратмалла. Унчченхи çĕр хуçине уйрăм харпăрлăх прависĕр юлнине регистрациленĕ кунран вăл пай хуçи пулма пăрахать. Çакăнпа пĕрлех çĕр муниципалитета куçать. Харпăрлăх правине вĕсем хăйсен аллине илеççĕ.

– Республикăри пекех районта та пушă выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем чылай. Вĕсемпе усă курманшăн явап тыттарма пăхнă-и;

– Тĕрĕс ыйту. Темиçе çул сухаламасăр-акмасăр, тыр-пул çитĕнтермесĕр выртнă çĕрсем вĕсен хуçисем РФ саккунне пăснине пĕлтереççĕ. Çавăнпа та куншăн яваплăха та палăрмаллах ÿстернĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен кунашкал çĕр пайĕн хуçине 2 – 5 пин, должноçри çынна 4 – 6 пин, предприяти-организацие 80 – 100 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Вăл е ку анана 3 çул е ытларах пушă вырттарсан, экологие тата çĕр ĕçĕн йĕркине пăхăнмасан ăна хуçаран, предприяти-организацирен туртса илме те пултараççĕ.

– Районта çĕр пайĕсем тĕлĕшпе тата вĕсене патшалăх регистрацине тăратассипе лару-тăру еплерех-ха;

– Маларах çулсенче тунă списокпа çĕр пайĕсен хуçисем район территорийĕнче 15118 çын. Паянхи куна вĕсенчен 28 проценчĕ кăна хăйсен пайĕсене патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларнă. Ыттисемпе ĕçлесси – умри тĕллев. Çак ĕçе вырăнсенчи ял тăрăхĕсем те активлă хутшăнасса шанас килет. Танлаштарма, çĕр пайĕсене патшалăх регистрацине республикăра 24 процента яхăн тăратнă.

– Çĕнĕлĕхсем вăя кĕнĕ май муниципалитетсен мĕнле ыйтусене татса памалла пулать;

– Çĕре харпăрлăха илекенсен правине регистрацилессипе çыхăннă ыйтусене татса пама вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен те пĕр çын пек хутшăнмалла. Пай хуçисен 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен лаптăксене виçмелли проектсем тутармалла. Харпăрлăхçăсем хатĕрлеттермесен муниципалитетсен ку ĕçе 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурнăçламалла. Малтанлăха шутланă тăрăх вырăнти хăй тытăмлăхăн хăйĕн аллине республикипе 124 пин гектар илме, каярахпа çĕрсен кадастр тÿлевĕн 15 проценчĕпе танлашакан хакпа сутсан вырăнти бюджет валли пурĕ 400 миллион тенкĕ ытла тупăш тума май пур. Куратпăр, ку çул вырăнти бюджета пуянлатмалли тепĕр çăл куç. Çакă çĕр пайĕсене шута илме тата йĕркене кĕртме хавхалантарĕ. Çапах та ял тăрăхĕсенче ăнланса пĕтереймен ыйтусем сахал мар. Çĕнĕлĕхсене ял çыннисем патне çитерессипе халăхпа тĕл пулусем ирттересси – пирĕн умра тăракан ĕç-хĕл. Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕсен специалисчĕсене пулăшас тĕллевпе вĕсем валли семинар-канашлусем ирттерессине те ĕç планне кĕртетпĕр.

Хирти çĕрĕн хуçи пулсан çеç вăл тухăçлăрах ĕçлесси пирки пирĕн иккĕленÿ çук. Ял çыннисем те çакна ăнланасса шанатпăр. Саккун вĕсем енче.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика