26 января 2011 г.
Районта профилактика кунĕсем малалла пыраççĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун вăл Хорнуй ял тăрăхĕнче иртрĕ. Унта районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, район администрацийĕн, ял тăрăхĕн специалисчĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи профилактика Канашĕн, çул çитмен çамрăксемпе вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен районти комисси членĕсем, районти тĕп больницăри наркологи пÿлĕмĕн, Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем, Хорнуй ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнчи профилактика Канашĕн членĕсем, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ А.А. Сидюшкин хутшăнчĕç. Вĕсем 4 ушкăна пайланса ĕçлерĕç.
Пĕрремĕш ушкăн ăнăçсăр çемьесенче пулчĕ. Вĕсем çÿренĕ 8 çемьерен ытларахăшĕнче лару-тăру ырă енне сулăнни палăрнă пулсан, тепĕр икĕ çемье пирки çапла калама çук. Иккĕшĕнче те ача амăшĕсем хăйсен ачисене хăйсемех пăхмаллине ăнланма та тăрăшмаççĕ. Пĕри, хăйĕн кĕçĕн çулхи ачине хăйĕн амăшĕпе хăварса, Чулхула облаçне ирĕк пурнăç шырама тухса вĕçтернĕ. Профилактика кунне хутшăнакансем пырса кĕнĕ чухне кукамăшĕ те мăнукĕ çинчен манса кайни курăнчĕ. Ÿсĕрскерне ача чирлени те хумхантармасть пулас. Ачана районти тĕп больницăри ача-пăча уйрăмĕнчи реабилитаци палатине илсе килме тиврĕ.
Тепĕр çемьери çамрăк хĕрарăм вара 4 тата 7 çулхи ачисене тултан питĕрсе хăварнă. Кĕçĕн ачи хăй çулхисемпе пĕр тан аталантăр тесе ытлашши хыпкаланмасть пулмалла ку хĕрарăм та. «Хавас пурнăç», эрех черкки ачисенчен хаклăрах та, илĕртÿллĕрех-ши; Амăшĕ ăçтине ачисем те, тултан çакса хăварнă çăра та пĕлмеççĕ. Кукамăшĕ çине шанса ирĕкре «ярăнса» çÿрекен çамрăк хĕрарăм ăçта çитме шутлать-ши;
– Çак икĕ çемьене вырăнти фельдшерпа акушер пунктĕнчи медицина ĕçченĕсемпе тăтăшах тухса çÿремелле, – палăртрĕ районти тĕп больницăри врач-нарколог, психотерапевт Л.М. Иванова.
Иккĕмĕш ушкăн учетра тăракан çынсем патĕнче пулчĕ. Профилактика кунĕ вăхăтĕнче вĕсем право йĕркине пăснă тĕслĕхсем тĕл пулман. Вĕсене профилактика тĕлĕшпе калаçма районти шалти ĕçсен пайне пыма чĕнсе хăварнă.
Виççĕмĕш ушкăн ку тăрăхри сунарçăсем (вĕсем 5-ĕн кунта) патĕнче пулчĕç. Вĕсем сунарта усă куракан пăшала мĕнле усранине, ку тĕлĕшпе правилăсене пăхăннипе пăхăнманнине тĕрĕслерĕç. Вĕсем те, травматикăлла хĕç-пăшал усрама ирĕк илнĕ тепĕр çын та ку енĕпе саккуна пăхăнни, йĕркене пăсманни палăрчĕ.
Тăваттăмĕш ушкăн вара ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă суту-илÿ предприятийĕсем мĕнле лару-тăрура пулнине, сыхлăх мерисене йышăннипе йышăнманнине тишкерчĕ. Уйрăм çынсен магазинĕсене шута илсен вĕсем кунта пурĕ 6. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем кунта та пулмарĕç.
– Çамрăксем эрех-сăра нумай туянаççĕ-и; –кăсăкланатăп эпĕ.
–Пирĕн магазинта эрех каймасть, – тет Тойкилтĕ ялĕнчи магазин сутуçи. – Пирĕн ялти çамрăксем, чăннипех те, «воспитаннăй». Вĕсем хальччен эрех ĕçсе çапкаланса çÿренине курман.
Профилактика кунне пĕтĕмлетме Хорнуйĕнчи клуба район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева, районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.И. Плечов хутшăнчĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.В. Колесникова каланă тăрăх профилактика ыйтăвне нихăçан та кун йĕркинчен кăларман. Иртнĕ çул акă ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнчи профилактика Канашĕн 6 ларăвне, çемьесемпе ĕçлекен комиссин 7 ларăвне ирттернĕ. 2009 çулта ку тăрăхра 15 преступлени тунă пулсан, иртнĕ çул вăл 13 юлнă. Апла пулсан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Е. Андреева каланă пек ял тăрăхĕнчи профилактика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссин, ял тăрăхĕн активĕн ку кăтартăва татах та пĕчĕклетме татах та тăрăшмалла. Ку ĕçре Культура çурчĕсен директорĕсемпе клуб заведующийĕсен пĕлтерĕшĕ те пысăк пулмалла.
– Культура учрежденине килекен кашни çул çитмен çамрăкшăн яваплăха туймалла вĕсен. Çавăнпа та клубран тухса кайсан вĕсен ашшĕ-амăшĕпе телефонпа çыхăнни пĕрре те ытлашши пулас çук, – терĕ Алевтина Евстафьевна.
Çул çитмен çамрăксен каçхи 10 сехетчен кая юлмасăр килте пулмалла. Çакăн çинчен Чăваш Республикин ачасене сывлăх тĕлĕшĕнчи, интеллект, психика, ăс-тăн тата нравственноç тĕлĕшĕнчен аталанасси çине япăх витĕм кÿрекен факторсенчен хÿтĕлемелли хăш-пĕр мерăсем çинчен калакан 43-мĕш номерлĕ Саккунра каланă. Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен 23 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен, ытти вăхăтсенче 22 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен çул çитмен çамрăксен ашшĕ-амăшĕсĕр обществăлла вырăнта, çав шутра урамра, парксемпе скверсенче, кану вырăнĕсенче, обществăлла апатлану предприятийĕсемпе магазинсенче тата эрех-сăра сутакан магазинсемпе барсенче çÿреме юрамасть. Çакăн çинчен культура ĕçченĕсен çеç мар, чи малтан ашшĕ-амăшĕсен манса каймалла мар. Çак саккуна пăхăнманнисене – çÿлерех асăннă предприятисен ертÿçисене те, ашшĕ-амăшне те явап тыттараççĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.И. Плечов вырăнта çул çитмен çамрăксене куçран вĕçертмелле маррине палăртрĕ:
– Пирĕншĕн «ют ачасем» пулмалла мар, – терĕ вăл. Профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ май Евгений Иванович çакна та палăртрĕ:
– Граждансем эпир вĕсен проблемисене ăнланнине, саккуна пăсмасăр вĕсене пулăшма тăрăшнине туйса тăччăр. Пирĕнте вĕсем хăйсене пулăшаканĕсене курччăр. Преступленисене сирсе ярас тĕлĕшпе эпир халăх патне çывăхарах пытăмăр, вĕсем пире ытларах шанма пуçларĕç пулсан эпир хамăр умри тĕллевсене пурнăçлатпăрах.
Çитес кĕçнерни кун вара профилактика кунĕ Çатракасси ял тăрăхĕнче пулать.
Л. ТУКТИНА.