Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Больничнăйсем тăрăх укçа тÿлесси улшăнчĕ

26 января 2011 г.

Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче больничнăйсем пирки ыйту сÿтсе явасси ĕçлекен çыншăн актуаллă пулчĕ темелле. Кăçал январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕчĕç. Çапла майпа больничнăйсем тăрăх укçа тÿлессин йĕрки улшăнчĕ. Вăл шутра декрета каякан хĕрарăмсемшĕн те.

Больничнăй тăрăх тÿлемелли вăтам ĕç укçин калăпăшне халĕ малтанхи икĕ çула шута илсе палăртаççĕ. Ку таранччен больничнăй тăрăх укçа шутласа панă чухне çын ĕçсĕр ларнă е чирленине пула ĕçлемен вăхăта шута илмен пулсан халĕ пур календарлă куна та шута кĕртеççĕ. Çапла вара больничнăй илес умĕнхи икĕ çул хушши ĕçлекен çын пĕр тăнăç ĕç укçи илсе тăнă пулсан тата больничнăй илмен пулсан çеç ăна больничнăй тăрăх çĕнĕлле укçа тÿлесси пĕчĕк пулмасть.

Больничнăй илекен хĕрарăм малтанхи икĕ çулĕнчи тапхăрта ача çуратассипе тата ăна пăхассипе декретра пулнă пулсан ăна укçа тÿленĕ чухне çак тапхăр вырăнне ĕç укçи илсе тăнă кирек епле тапхăра та шута илме юрать.

Больничнăй тăрăх, çие юлнипе тата ача çуратассипе, ăна пăхассипе тÿлекен пособие шутласа памалли çулталăкри чи пысăк ĕç укçин калăпăшĕ 415 пин тенкĕпе танлашать, е çакă пĕр уйăхра вăтамран 34583 тенкĕ ĕç укçи чухлĕ. Саккунта çирĕплетнĕ тăрăх кăçал çак пособине кивĕ мелпе те шутласа пама юрать, анчах та çитес çултан тытăнса çирĕппĕн çĕнĕлле кăна.

Çакна малаллахи çулсенче декрета кайма хатĕрленекен хĕрарăмсем килĕштерменни паллă. Çавна шута илсех ĕнтĕ Раççей Президенчĕ саккуна хушусем кĕртме сĕннĕ. Халĕ Патшалăх Думинче шăпах çак тĕлĕшпе ĕçлеççĕ те.

Ĕçлекенсене больничнăй тăрăх пособи тÿлесси малтанхи пекех ĕç стажĕпе çыхăнса тăрать. 5 çултан сахалрах ĕçлекенсен пособин чи пысăк калăпăшĕ 20750 тенкĕрен ытла пулма пултараймасть, 5–8 çул ĕçлекенсен – 27666 тенкĕрен ытла мар. 8 е ытларах çул ĕçлекенсен ку кăтарту 34583 тенкĕрен иртмест.

Н. НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика