Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен киревсĕр ĕçĕ

26 января 2011 г.

Çĕнĕ çулăн иккĕмĕш кунĕнчех, тĕрĕсрех каласан çĕрле, Исетерккĕ ялĕн çамрăкĕсем хăйсен ялне «чапа» кăларма пултарчĕç. Çакăн пирки тÿрех районта кăна мар, республикăра та тĕрлĕ калаçу пулчĕ. Ку таранччен нумайăшĕ Чуманкасси ял тăрăхĕнчи чи пысăк яла тĕнчипе паллă Валентина Егорова спортсменка çуралса ÿснипе пĕлнĕ. Хальхи çамрăксем вара хăйсен вăйне спортра мар, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе вăй виçме пултарнинче кăтартнă.

Пулса иртнĕ преступлени пирки районти шалти ĕçсен пайĕн штаб пуçлăхĕ В.М. Максимов çапла пĕлтерчĕ:

– Январĕн 2-мĕшĕнче, çĕрлехи вăхăтра, районти шалти ĕçсен пайĕн «Шырав» ушкăнĕ яланхи пекех ĕçреччĕ. Исетерккĕ ялĕ çывăхĕнчи автоçулпа иртсе çÿрекен машинăсене тĕрĕсленĕ. Ваçкасси енчен килекен çăмăл автомашинăна та ушкăнри çул-йĕр хăрушсăрлăх уйрăмĕн инспекторĕ чарма ыйтрĕ. Водитель ăна итлеме шутламарĕ те. Машина Исетерккĕ ялне пăрăнса кĕрсе кайрĕ. Милици сотрудникĕсен ушкăнĕ – вĕсем хыççăн.

Ялта магазин, клуб пĕр вырăнта вырнаçнă. Вĕсен умĕнче машина чарăнчĕ те. Шалта водитель те, пассажир та ÿсĕр пулни тÿрех курăнчĕ. Документсене ыйтсан тĕрĕслеме тесе çамрăксене милици машини çине илсе каймалла пулчĕ. Водителĕн машини те хăйĕн мар иккен – унăн документсем те пулмарĕç. Çак вăхăтра клубран çамрăксем тухса машина патне пычĕç. Хăйсем ÿсĕр. Хăйсен юлташĕсене айăпламалла мар тата вĕсене ирĕке ямалла тесе ыйтаççĕ. Провокацие йышăнман сотрудниксем çине çамрăксем алă çĕклерĕç. Çак хирĕç тăрура çамрăксен ушкăнĕ машинăна та ватса сиен кÿчĕ.

Шалти ĕçсен пайĕнчен сотрудниксен хушма ушкăнне чĕнсе илме тиврĕ. Киревсĕр ĕç тунă çамрăксене милици уйрăмне çитернĕ, темиçешер талăклăх – срокĕ пурин те пĕр мар – арестленĕ.

Çак преступлени тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çамрăксен явап тытмала пуласси куç кĕрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика