Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Актайри паттăр «Харитоша»

26 января 2011 г.

Ыран, январĕн 27-мĕшĕнче, 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Ленинград хулине фашистсен блокадинчен хăтарнăранпа 67 çул çитет. 900 куна пынă фашистсен хĕн-асапĕнчен хулана 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче пĕтĕмпех ирĕке кăларнă.

Паян пирĕн районта Ленинграда хÿтĕленĕ 3 салтак пурăнать: Николай Александрович Александров (Актай ялĕ), Василий Николаевич Балашов (Хунтăкасси), Иван Харитонович Харитонов (Çаранçырми). Ун чухнехи хаяр çапăçусене аса илме вĕсене паян та çăмăл мар. Блокадăри Ленинградра пурăннă Пелагея Васильевна Анатольевăпа (Москакасси) Александр Зиновьевич Бурдейкин ( Ильинка) çав вăхăтри чĕр нушана паян та манаймаççĕ.

1941 çулта çуркунне салтак ячĕ тухсан Актайра пурăнакан Н.А. Александров хăйне малта 2 çуллăх салтак служби вырăнне хаяр вăрçă çулĕсем кĕтни çинчен тĕлĕкре те тĕлленмен. Салтак пурнăçĕ унăн Украинăран пуçланнă: чикĕ хĕрринчен 7 çухрăмра иртнĕ малтанхи вĕренÿсене халĕ те астăвать вăл.

– Июнĕн 22-мĕшĕнче митинг ирттерчĕç. Вăрçă пуçланнине пĕлтерчĕç. Кив Матьăкри Егор Григорьев куççульпе макăрнине паян та астăвать вăл. 1939 çулта çара илнĕскерсен киле таврăнмалли анчах юлнăччĕ çав. Пулмарĕ вĕсен киле таврăнасси. Николай Александровичăн шăпи вара ентешĕн шăпинчен телейлĕрех пулчĕ. Вăрçă вучĕ витĕр тухса яла Çĕнтерÿпе таврăнма шăпи пурнăç çулне уçса пычĕ пулĕ.

Вăрçă пуçланнă кунах вĕсене тĕрлĕрен объектсене хураллама уйăрчĕç. Н.А. Александрова çăкăр заводне çирĕплетрĕç. Анчах нумайлăха мар. Вăрçăн малтанхи кунĕсенче çăмăл килмерĕ çав совет салтакĕсене. Каялла чакнă вăхăтсем те пулчĕç. Мĕнле килсе тухатчĕ пулĕ пирĕн ентешĕн шăпи, çав вăхăтра аманнă салтак тытса пыракан автомашина çине ларса ĕлкĕрмен пулсан. Калама хĕн.

– Хамăрăннисемпе Днепр урлă каçсан Браворине илсе кайрĕç. Чугун çул пăхса тăраттăмăр. Бронепоездсене ирттерсе ямаллаччĕ, нимĕçсене сирпĕтмеллеччĕ, – аса илет ветеран паян.

Пĕррехинче çапла Шепекейкино ялне кирлĕ документсен пакетне леçме яраççĕ Александров связноя. Анчах каялла таврăнас çула нимĕç самолечĕ бомба пăрахса татса каять. Анчах аманса госпитальтен выртса тухнă Муркаш районĕн каччине хальхинче тăшман пульли хĕрхенчĕ пулĕ. Вăрман урлă Волоконовка патне тухнă вăл ытти салтаксемпе пĕрле. Мирошниченко командир ăна вилнĕ тесе те шутланă иккен.

Ленинград патне лекнĕ вăхăта шурă çÿçлĕ салтак çапла аса илет:

– Пире темле шыв урлă илсе кайрĕç. Ку Ладога кÿлли пулнă иккен. Нимĕçсем пĕр чарăнми бомба пăрахаççĕ. Пулăçсен поселокне (çавăн пек ял пурччĕ) илсе кайрĕç, – ассăн сывлать Николай Александрович. – Кунта эпĕ «Большевик» заводра снарядсем тунă çĕрте службăра тăракан йыснана Андрей Белова куртăм. 1942 çул пуçламăшĕччĕ ун чух.

– Кам малти линие каясшăн; – ыйтать тепĕр кунне командир.

Пурте пĕр хускалми тăраççĕ.

– Апла пулсан, Александров, пĕр утăм маларах тух. Ырантан пуçласа эсĕ полк командирĕ хушнипе малти линие каятăн, – терĕ стройран тухнă салтака. – Корреспонденцисем леçмелле пулать сан.

Салтаксем патне кил ăшшине илсе çитерет. Мĕн тери хаклă иккен вăл вут-çулăмра вилĕм ытамĕнче çÿрекен салтакшăн анне-атте хăй аллипе çырнă çыру, çав конвертпа килнĕ тăван ял сывлăшĕ. Салтаксем ăна «Харитоша килчĕ!» – тесе кĕтсе илетчĕç. Хăй тивĕçне чун-чĕре хушнă пек пурнăçлакан почтальон тенине пĕлтерет иккен ку. Фашистсен тăхлан çумăрĕнчен хăтăлса хамăрăннисене ырă хыпар илсе çитернĕ Александров экспедиторшăн çыру илнĕ салтак савăнăçĕнчен хакли мĕн пултăр тата. Унăн ячĕпе салтаксем юрă та çырнăччĕ.

Астăвать-ха Николай Александрович пĕр украинец килтен хыпар илнĕ хыççăн мĕн тери савăннине. Ун чухне Александров салтак шыв варринчех вилсе выртатăп пуль тесе шутланăччĕ. Вăл çырусем илсе каçакан лодкăна тăшмансем хытах «ăшаларĕç» çав. Тав Турра, лодка тĕпĕнче пĕр хускалми выртакан салтака шыв хумĕпе лодка хăех çыран хĕррине илсе çитерчĕ.

– Тепĕр совет салтакне леш тĕнчене ăсатрăмăр, – тесе савăнчĕç пуль-ха ун чух фрицсем, – аса илсе кулать паттăр салтак.

Çыран хĕрринче хамăр салтаксем ăна тÿрех урра! çĕклерĕç.

Украинецăн ялĕ нимĕçсен аллинче пулнă хыççăн пирĕннисем ирĕке кăларнă пулнă. Ашшĕ-амăшĕ те сывă иккен. Çакăн пек хаклă хыпаршăн вăл Александрова ыталасах чуптурĕ.

– Аслă Отечественнăй вăрçăн орденĕпе наградăлама тăрататăп сана, – терĕ ун чух командир Александрова. Шел, çакăн хыççăн темиçе кунтанах пуçне хучĕ вăл.

– Пурăнатăп тесе шутламан хам та, – калаçăва малалла тăсать вăрçă паттăрĕ.

– 3 уйăх çапла çырусем леçсе çÿренĕ хыççăн пирĕн чаçе канăва кăларчĕç. Çавăн чухне пире те çын пуçне 125-шер грамм çăкăр пама пуçларĕç. Малтан 400-500-шер грамм тиветчĕ, – ассăн сывлать ветеран. - Выçăпа аптранипе утса пынă чухнех сулкаланаттăмăр, ÿкекеннисем те сахал мар пулнă. Вăйлăраххисем çĕклесе тăрататчĕç. «Гражданскисем» те нумай пĕтнĕ выçăпа. Картлашка çинче çын ларать. Канма ларнă пуль тесе шутлатăн та – вăл хытсах кайнă иккен.

1943 çулта пирĕн ентеш службăра пулнă полка артиллеристсен 48-мĕш полкĕпе пĕрлештереççĕ. Актай каччи артиллерист пулса çапăçать. Ленинграда ирĕке кăларнă хыççăн тата мĕн чуль ялпа хулана ирĕке кăларман пулĕ; Аслă Çĕнтерĕве вăл Прагăра кĕтсе илет.

Çĕр-шывăмăр ентешĕн паттăрлăхне тивĕçлипех чысларĕ. Ветеран «Ленинграда хÿтĕле-нĕшĕн», «Çапăçури паттăрлăхшăн», «Хăюлăхпа паттăрлăхшăн» тата ытти медальсене, Отечественнăй вăрçăн 2 степень орденне тивĕçрĕ.

1946 çулта таврăнчĕ тăван яла Н.А. Александров. Вăрçа пула юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн тимлерĕ. Мăшăрĕпе Татьяна Клементьевнăпа 5 ача çуратса ÿстерчĕ. Шел, халĕ мăшăрĕ те, виçĕ ачи те пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Иртнĕ çул вара Николай Александрович вăрçăри паттăрлăхшăн панă тепĕр наградăна тивĕçрĕ – район администрацийĕ вăрçă ветеранне Муркашра пĕр пÿлĕмлĕ хваттер пачĕ. Вăрçăра икĕ хутчен аманнă, вилĕмпе юнашар çÿресе ун çави айне лекмен ветеранăн пурнăçĕ вăрăм та телейлĕ пултăр. Ачисемпе мăнукĕсем унăн пурнăçне çутатса тăччăр кăна. Çакăнтан хакли мĕн пултăр 90 çула кайнă ветераншăн.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика