22 января 2011 г.
Иртнĕ юн кун пирĕн республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Республикăри влаç органĕсен представителĕсем 3 ушкăна пайланса район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле Мăн Сĕнтĕр, Катькас тата Ильинка ял тăрăхĕсенчи предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче пулчĕç, вĕсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.
СЫВЛĂХА СЫХЛАС ĔÇ СИСТЕМИНЕ ÇĔНЕТМЕ РАЙОНА – 22 МЛН. ТЕНКĔ
Пĕрлехи информаци кунне кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа – сывлăха сыхлас ĕç системине модернизацилессипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов тухса калаçрĕ. Владислав Григорьевич çакна палăртрĕ. Пĕтĕмпе çак ĕçе туса ирттерме Раççейĕпе 450 млрд. тенкĕ уйăрнă. Çав шутран пирĕн республикăна – 4 млрд. та 136,5 млн. тенкĕ. Вĕсенчен 2 млд. та 24,948 млн. тенкине – 2011 çулта. Тĕпрен илсен çав укçа-тенкĕ медицина учрежденийĕсене тĕплĕ юсама, медицина оборудованийĕ туянма, медицина системине информатизацилеме тата чирлисене стандарт системипе сиплеме усă кураççĕ.
Республикăра 17 хула тата 8 ялти медицина учрежденийĕсене тĕплĕн юсама палăртаççĕ. Кунта акă мĕн палăртмалла. Тĕпрен илсен районсем хушшинчи медицина учрежденийĕсене юсас тĕллев лартнă. Пирĕн районти Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ районти тĕп больницăн çивиттине малтанласа 2012 çулта юсама кĕртнĕ пулсан республика программине, Юрий Александровичпа Владислав Григорьевич çине тăнипе, кунти тĕп врач Л.И. Самушковăн çак ĕçĕн проекчĕ хатĕр пулнипе больница çивиттине 2011 çулта туса ирттермелли мероприятисен шутне куçарма май килчĕ. Мăн Сĕнтĕр больницин çивиттине тĕплĕн юсама пурĕ 3 млн. тенкĕ уйăраççĕ.
Медицина системине информатизацилессине илес пулсассăн çакна палăртмалла. Компьютерсем туянмалла пулать. Кашни çын мĕнпе чирленине, вĕсене мĕнле сипленине тÿрех компьютера кĕртеççĕ. Медицина сферинче пĕрлехи информаци сечĕ пулмалла. Çак ĕçе туса ирттерме пирĕн района 1 млн. та 900 пин тенкĕ ытла укçа уйăраççĕ. Район та ку ĕçе укçа-тенкĕ хывать.
Халĕ медицина оборудованийĕ туянасси пирĕн района хăш енчен пырса тивни çинчен. Юлашки çулсенче халăха диспансеризаци витĕр кăларса чир-чĕре вăхăтра тупса палăртса çийĕнчех сиплесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ районта. 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсене Шупашкар хулинчи 1-мĕш номерлĕ хула больницине кăкăр парне тĕрĕслеттересси – чи малти вырăнсенчен пĕри. Çакă вĕсен кăкăр шыççи аталанассинчен сыхланма, вăхăтра сиплев ĕçне пуçлама май парать. Халĕ вара сывлăха сыхлас ĕç системине çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн пирĕн района 5 млн. тенкĕ тăракан çак медицина оборудованийĕ-мамограф килмелле. Ку çеç те мар. Паянхи кун ыйтакан çĕнĕ йышши УЗИ аппаратпа фибробронхоскоп та пулĕ. Çапла вара пĕтĕмпе 7 млн. та 200 пин тенкĕлĕх çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕпе пуянланĕ районти тĕп больница. Пĕтĕмпе вара çак программăпа килĕшÿллĕн пирĕн района 22 млн. тенкĕ уйăраççĕ.
Сывлăха сыхлас ĕçе çĕнетмелли программăпа килĕшÿллĕн чире стандарт системипе сиплемелле. Мĕне пĕлтерет-ха ку; Пĕр тĕслĕхпе ăнлантарсан уçăмлăхрах пулĕ. Калăпăр, ÿпке шыççипе больницăра выртать çын. Çак чире юсама 21 кун кирлĕ пулать. Ăна сиплемелли эмелсем мĕнлисем кирлине палăртаççĕ, çак чире сипленĕ май обязательнăй йĕркепе куç тухтăрĕ, невролог тата ытти врачсем патĕнче пулса тĕрĕсленмелле. Çакă йăлтах тÿлевсĕр.
Енчен чирлĕ çын пĕр больницăра выртнă пек чух урăх органа УЗИ пăхтарас тет пулсан е ытти урăх чирпе çыхăннă процедурăсене ирттерме кăмăл тăвать пулсан куншăн тÿлес пулать. Урăхла каласан çынна вăл е ку чирпе больницăна хураççĕ пулсан çав чире тĕплĕн юсаçççĕ. Урăхла каласан стандартпа юсаççĕ – çав чире юсама мĕн пăхса хăварнă – çавна çеç тăваççĕ. Куншăн пĕр пус укçа та тÿлемелле мар. Стандартпа сиплемелли чир-чĕр шутне 45 чире кĕртнĕ хальлĕхе. Асăннă программăна пурнăçланă 2 çул хушшинче çав список тата та пысăкланма пултарать.
Владислав Григорьевич çакна палăртрĕ. Асăннă программа халăха медицина пулăшăвне парассине централизацилес йĕрке çине куçарать. Анчах çакă халăхри пек каласан «рядовой» çынсене нихăш енчен те пырса тивмест. Пирĕн районта икĕ тĕп больница. Кун пекки республикăра урăх çук. Владислав Григорьевич çакна палăртсах каларĕ:
– Мăн Сĕнтĕр больницине хупаççĕ-им, тесе ыйтаççĕ манран. Ăçтан шухăшласа тупаççĕ тулĕк сăмахĕсене. Ку таранччен те пĕрре те пулман кун пек шухăш. Пачах урăхла. Мăн Сĕнтĕрти больницăн «районти 2-мĕш номерлĕ тĕп больница» статусне сыхласах хăваратпăр. Çакă кунта вăл е ку чире сиплекен специалистсене ĕçе илме май парать. Çапла майпа хальхи вăхăтра Мăн Сĕнтĕрти больницăра хальхи вăхăтра гинеколог, ЛОР врач çук пулсан пыра-киле вĕсем те пулĕç, – терĕ вăл.
Халăха медицина пулăшăвне централизациленĕ майпа пани вăл е ку медицина ĕçченĕ ĕçсĕр тăрса юлассине те пĕлтермест.
Никам та ĕçсĕр тăрса юлмасть. Хăш-пĕр персоналăн ĕçне çур ставкăпа хăварса икĕ ĕç хушма тивет. Калăпăр, сестра-хозяйкăна çур ставкăпа хăварса, ăна тепĕр çур ставкăпа буфетчица ĕçне тума çирĕплетеççĕ т.ыт. те, - ăнлантарчĕ Владислав Григорьевич. – Мăн Сĕнтĕрти больницăри пур уйрăм та сыхланса юлать. Районти тĕп больницăри ача-пăча уйрăмĕнчи 4 койкăна кĕскетнĕ май Мăн Сĕнтĕрти инфекци уйрăмĕнче ОРВИ,ОРЗ чирсемпе чирленĕ ачасене те сиплеме пуçламалла пулать.
КУН ЙĔРКИНЧИ ЫТТИ ЫЙТУСЕМ
Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен мĕнле шайра пулнине пăхса тăракан Патшалăх инспекцийĕн ертÿçи – республикăри тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ В.П. Димитриев кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсен ĕçне статистика тĕлĕ-шĕнчен пăхса тăрассипе пĕтĕмĕшле федераллă сăнав ирттереççĕ. Çакă пĕчĕк тата вăтам бизнеса кĕрекен предприятисемпе уйрăм предпринимательсем мĕн ĕçленине, вĕсем мĕн туса кăларнине тĕплĕн тишкерме май парать. Пĕтĕмпе пирĕн районпа пĕчĕк тата вăтам 147 предприятипе 828 уйрăм предприниматель ĕçне тишкермелле.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – 2010 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи «О внесении изменений в отдельные законодательные акты Российской Федерации в части совершенствования оборота земель сельскохозяйственного назначения». Владимир Павлович çакна палăртрĕ. Пирĕн районта çĕр пайĕ пур çынсен мĕн пур йышĕнчен 28 проценчĕ вĕсене харпăрлăха куçарнă. Ку вăл республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах кăтарту.
Пушă выртакан çĕрсене илес пулсассăн район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.А. Калинин палăртнă тăрăх пĕлтĕр пурĕ 2275 гектар пулнă пулсан, пĕлтĕр вĕсенчен 975 гектарĕ çинче ял хуçалăх культурисене çитĕнтерсе илнĕ е çакна валли хатĕрлесе хăварнă. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче ку проблема çук. Ку тăрăхри фермăсем тăрăшнипе кунта пĕр саплăк çĕр те пушă выртмасть. Çавăнпа та Владимир Аркадьевич калашле вĕсен ку енĕпе юнашарти Катькас тата Ильинка ял тăрăхĕсенчи (шăпах ку ял тăрăхĕсенчен пушă выртакан çĕрсем ытларах) çĕрсемпе усă курас ыйту пирки шутласан та ытлашши пулмĕ.
В.П. Димитриев çавăн пекех икĕ тĕл пулура та коммуналлă пулăшусен тарифĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăтамран вĕсем 15 процент чухлĕ ÿсеççĕ. Транспорт çинчи хаксем те хăпараççĕ. Хулара автобуспа çÿреме малашне 12 тенкĕ, троллейбуспа 11 тенкĕ тÿлемелле пулать. Хула çумĕнчи, хуласем хушшинчи автобуссемпе çÿреме те çул укçи те, проезднойсен хакĕсем те хальхи шайрах юлмаççĕ.
Кăçал Ю.А. Гагарин пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитет. Çавна май Владимир Павлович 2011 çул Раççейре Раççей космонавтикин çулталăкĕ пулнине палăртрĕ. Республикăра çакăнпа çыхăннă мероприятисене палăртаççĕ. Районта, ял тăрăхĕсенче иртекен мероприятисене çак çулталăк ячĕпе çыхăнтармаллине палăртрĕ вăл.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн сăмахĕнче çулсене тытса тăрас ыйту çинче чарăнчĕ. Кăçалхи хĕл çакна валли уйăрнă укçа-тенкĕне пĕтĕмпех тенĕ пекех хăвăрт тăкаклама «пулăшрĕ». Çавна май ку тĕлĕшпе район бюджетне çĕнĕрен пăхса тухмаллине палăртрĕ. Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетсе вара Юрий Александрович çапла каларĕ:
– Пирĕн сирĕнпе пĕрле пур енĕпе те калаçса татăлса халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассишĕн пĕр тĕллевлĕн ĕçлемелле. Урăхла çул çук, – терĕ.
Икĕ тĕл пулура та ыйтусем чылай пулчĕç. Вăл шутран район шайĕнче татса памаллисем те, республикăна тăратмаллисем те.
Юлашкинчен информаци кунне хутшăнакансем ĕçе пĕтĕмлетрĕç. Халăх хускатнă ыйтусене татса памалли çул-йĕре палăртрĕç.
Л. ПАВЛОВА.