22 января 2011 г.
Районĕпе обязательнăй пенси страхованийĕн взносĕсене тÿлессипе парăм 2 миллион тенкĕпе танлашать. Республикипе ку кăтарту 201 миллион тенкĕ. Обязательнăй медицина страхованийĕн взносĕсене тÿлессипе парăм 0,14 миллион тенкĕ (республикипе 27 миллион тенкĕне яхăн).
Республикипе чи пысăк парăмлисем шутĕнче «Волжская текстильная компания» ОАО (60,2 миллион тенкĕ), «Чувашавтотранс» ГУП филиалĕсем (39,9 миллион тенкĕ), «СУОР» ООО (8,6 миллион тенкĕ), «Авиалинии Чувашии» (5,9 миллион тенкĕ), «Железобетон» ООО (5,4 миллион тенкĕ), «Ядринский машиностроительный завод» (3,3 миллион тенкĕ) пулсан, районта Муркашри сĕт завочĕн парăмĕ 1 миллион та 250 пин тенкĕпе, «Моргаушрайбыт» обществăн 620 пин тенкĕпе танлашаççĕ.
Граждансен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе Пенси фончĕ саккунпа пăхнă пур майсемпе те усă курма тăрăшать. Вăл шутра парăма тÿлесе татассипе требованисем тăратнинчен тытăнса парăмçăсен расчет счечĕсем çине инкасса порученийĕсем ярса парасси, суд приставĕсен службисем тĕлĕшпе парăма саплаштарма парăмçă пурлăхĕпе усă курасси пирки йышăну тăвасси таранах. Страховательсен тÿлев дисциплинин ыйтăвĕсене эрнесеренех РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн комиссийĕнче пăхса тухаççĕ. Çапла вара 764 миллион тенкĕ шыраса илме май килнĕ.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева палăртнă тăрăх обязательнăй пенси страхованийĕ валли пухăннă взноссем хальхи пенсионерсене пенси тÿлесе тăма каяççĕ, хальхи ĕçченсен пулас пенсийĕн виçи те унран килет. 2010 çултан тытăнса Пенси фончĕ обязательнăй медицина страхованийĕн взносĕсене куçарассине те йĕркелесе тăрать. Вăл тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассипе çыхăннă. Предприятисен ертÿçисем çакна пĕлсе тăма тивĕç.
О. АЛЕКСЕЕВА,
РФ Пенси фончĕн районти
управленийĕн пай пуçлăхĕ.