Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрĕпех выльăх-чĕрлĕх усраççĕ

22 января 2011 г.

Йÿçкасси ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкасси ялне хĕвел ансан пырса тухрăм. Акă эпĕ çитнĕ кил-çурт. Çула урамранах сарлакан уçнăран кунта чăн-чăн пурнăç хуçисем пурăнни каламасăрах паллă пулчĕ. Пĕрремĕш ÿкерчĕкренех кунта ял пурнăçне юратакансем тата килти хушма хуçалăха аталантарассине мала хуракансем тĕпленни палăрчĕ.

Кил хушшине кĕрсенех мана сăпайлă калаçакан кинемей ăшшăн кĕтсе илчĕ.

– Паллаймарăм-ха си-ре. Мĕн çăмăлпа çитрĕр-ши пирĕн патăмăра; Мĕнпе пулăшайрăпăр; – пĕрле килнĕ Саша ывăлĕпе Юлия кинĕ çине пăхса калаçрĕ пит çинчи пĕркеленчĕксене аллипе шăлса илсе.

Паллашрăмăр. Пĕрремĕш утăмранах мана ырă курăннă хĕрарăм пире сивĕпе тавлашса тăмасăр пÿртелле иртме сĕнчĕ. Тĕпелелле иртĕпĕр-ха та, анчах манăн хамăн тĕллев... Редакци планĕпе килĕшÿллĕн ман умра тăракан Галина Николаевнăпа пÿртрен кăштăртатса тухакан Константин Иванович Кирилловсем килти хушма хуçалăха аталантарассипе епле ĕçленипе паллашмалла. Каласа хăвармалла, ялта пурăнакан вун-вун çемьери пекех Кирилловсен хуçалăхĕнче те выльăх-чĕрлĕхпе тата кайăк-кĕшĕкпе ĕçлессине кил хуçалăхра тĕпленнĕ кĕçĕн хĕрĕпе кĕрĕвĕн çемйи хăй çине илнĕ.

– Çамрăксем хыçĕнче пурăнма пулать, анчах вĕсем хăйсен ĕçĕсемпе аяккалла тухса çÿренĕ чух килти хушма хуçалăхшăн эпирех яваплă пулса юлатпăр. Хамăр та выльăх-чĕрлĕх усрасах, ăна Шупашкар пасарне кайса сутса тунă укçа-тенкĕпех икĕ çурт лартрăмăр. Унчченхи 2 чÿречеллĕ пÿрт пирки паян каласан ялта та ĕненекен пулас çук. Пурăнмалли çурт пĕчĕккĕ пулнă пулсан та эпир килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытасси çине алă сулман. Вăл пирĕн яланах хушма тупăш çăл куçĕ пулнă. Ăна тытса пыни 3 ывăлпа 2 хĕре ĕçе юратса ÿстерме пулăшрĕ, – хăлхи витĕрех илтменнипе çывăхарах ларса калаçать Константин Иванович.

1932 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă арçын ĕмĕрĕпех килти хушма хуçалăхра выльăх ĕрчетсе пурăннă: ача чух ашшĕ-амăшне пулăшнă, каярах хăй çемйине тăрантарнă. 50 çул каялла Çĕмĕрткасси хĕрĕпе Галинăпа пĕр çемье çавăрсан та мăшăр килти хушма хуçалăха аталантарассине иккĕмĕш вырăна хăварман. Константин Иванович «Ударник» хуçалăхра механизаторта, Галина Николаевна тăван хуçалăхра тата «Росгосстрах» страхлакан компанире ĕçлесе те килти хушма хуçалăх пирки манман.

Ылтăн туй ÿсĕмне çитнĕ Кирилловсем пурнăçри çак паллă куна çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Костьăпа Галина шăпах 50 çул каялла кăрлачăн 17-мĕшĕнче венчете тăнă. «Ун чухне те сивĕччĕ, çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕнче тăнăран-ши, çанталăк уйрăмах илемлĕ пулнă пек туйăнатчĕ», – терĕç хур-кăвакал патĕнчен пÿрте кĕрсе сĕтел хушшине ларсан ачисем парнеленĕ чей чашăкĕсене алла илсе ăшă кăмăллă ĕç ветеранĕсем.

Хресченсен пĕрлехи 50 çулĕ пĕрре те тикĕссĕн иртмен. Сахал мар йывăрлăха çĕнтернĕ вĕсем. Кашни çĕнтерÿ никĕсĕнче вара килти хушма хуçалăхри ĕç-хĕл тăнă. Хуçалăхра ĕçлесе таврăнсан та, аякри çул-çÿреврен килсе килти выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлесен тата пахчана тухса çум çумласан та, хăйсен вăйĕпе лартса ÿстерекен çимĕçсем çине пăхсан та ывăнни иртсе каятчĕ çав вĕсен.

– Сысна пусаттăмăр та ăна пусса Шупашкар пасарне кайса сутса тунă укçа-тенкĕн тĕп пайне перекет банкне пÿрт тума хурса пынине ниепле те манайрас çук, – терĕ ырă кăмăлĕпе палăракан Галина Николаевна мăшăрĕ çине пăхса.

34 çул «Ударникра» гусеницăллă 5 тĕрлĕ «хурçă утпа» ĕçленĕ К. Кириллов хуçалăхра яланах малтисен ретĕнче пулнăскер обществăлла ĕçрен те пăрăнман. Вăл пĕрре мар Йÿçкасси ял совечĕн депутачĕ пулнă, ялти пурнăçа илем-хăт кĕртессишĕн тăрăшнă.

– Çурхи-кĕрхи акара, вырмара вăй хунипе пĕрлех вăл çулсенче ялти пĕвесене пĕвелессипе, ялсем хушшинче çулсем тăвассипе манăн бульдозер канма пĕлместчĕ, – каласа парать сĕтел çине медальсемпе пилĕк çуллăх çĕнтерÿçисен хучĕсене, Хисеп грамотисене кăларса хунă май 1-мĕш класлă механизатор.

– Килти хуçалăхра 2-3-шер ĕне те усраса, витере 5 сыснана та çитерсе, малашлăха пăхса вăкăрсем тытни те пĕр çул çеç пулман. Халĕ çамрăксем патшăлăх пулăшнипе усă курса хур-кăвакал ĕрчетесси çине куçрĕç. Çамрăксенче – малашлăх. Эпир вара вĕсене тĕкĕ паракансем, – терĕ ĕç ветеранĕ Галина Николаевна пĕр сĕтел хушшине пухăннă ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕпе кĕрĕвĕ çине ăшă кăмăлпа пăхса. Вĕсен те паян хăйсен хушма хуçалăхĕсем, анчах ун пирки тепĕр калаçура.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика