22 января 2011 г.
Январĕн 19-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси кăçалхи пĕрремĕш ларăва пуçтарăнчĕ. Административлă йĕркене пăснисем ку хутĕнче те чылаййăн пулчĕç.
Кашнин йĕркесĕр ĕçне, кашнин пурнăçне тишкерсе комисси пурне те тĕрĕс пĕтĕмлетÿ патне çывхартрĕ темелле. Йĕркене пăсни вара тĕрлĕ енлĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене кирлĕ пек воспитани паманни, çул çитменнисем хулана вĕренме кайнă хыççăн тĕрĕс çултан пăрăнни, çамрăксем эрех-сăра ĕçни тата ытти те.
Нумая тăсăлнă уяв кунĕсенче ачисем пирки манакан ашшĕ-амăшĕ пĕрре мар пулнă. Акă Чĕпĕлкассинчи пĕр мăшăр та канмалли кунсене тимлесех уявланă. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем вĕсем патне çитнĕ вăхăтра пÿртре тирпейсĕрлĕх, таса марлăх хуçаланнă. Аслă арçын ачи вара пÿртре ытла та сивĕ пулнăран кăмака хутассипе тимленĕ. Хăй кăна мар вĕт, унран пĕчĕкрех йăмăкĕ те пур. Ашшĕпе амăшĕ вара (иккĕшĕ те хĕрĕх çула та çитменскерсем!) кунĕпех хăнара çÿренĕ. Черкке хыççăн черкке пушатнă, киле килсен харкашу пуçланă. Килте ларакан ачисене пÿрт ăшăтса парасси, вĕри апат пĕçерсе çитересси пирки шутлама вăхăчĕ пулман. Харкашу сăлтавĕ мĕнре пулнине ыйтсан «ревность» тенине çеç илтме пулчĕ. Ачасем вĕсем çав «ревность» мĕнне ăнланмаççĕ. Вĕсене малтанах лайăх ашшĕпе амăшĕ, пурăнма хăтлă ăшă пÿрт тата тимлĕх кирлĕ. Кун пек харкашусем мăшăр хушшинче малтан та пулнă-ха. Упăшки Мускава тата ытти хуласене ĕçлеме тухса çÿренĕрен ĕнтĕ. Çĕнĕ пÿрт хăпартма та пуçланă хăйсем. Капла вăрçса-хирĕçсе пурăнсан вара ачисене хăтлă та ăшă пÿртре ÿстерейĕç-ши; Хăйсен пепкисене халĕ кирлĕ пек пăхмасан ватлăхра ырăпа таврăнать-ши тата çакă; Иккĕлентерет.
Тата тепĕр ача амăшне сÿтсе явни те нумайлăха асра юлать пулĕ. Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчен вăл. Ăна вара амăшĕ тесе калама та пулмасть пуль. Хĕрарăм маларах упăшкинчен судпа уйрăлнă. Ачисене вара суд амăшĕпе юлма йышăну тунă мĕн. Анчах та ачисем амăшне курмаççĕ те. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче тухса кайнă та вăл Шупашкара «ĕçлеме», паян кун та çук. Хăй ăçтине пĕлтермест те çерçи пек сиккелесе çÿрекенскер. Кукамăшĕпе кукашшĕ тимлеççĕ ачасемшĕн. Куккăшĕсем ачасене тумлантарма пулăшаççĕ. Çапла янтă пурнăçа курса хĕрарăм хăй пирки кăна шутлать. Унран укçа-тенкĕ мар, хыпар та кĕтсе илеймеççĕ ашшĕпе амăшĕ. Ачисене пăхнăшăн тав сăмахĕ те илтеймĕç паллах. Тивĕçлĕ канăва тухнă ватă çынсен вара пенси укçи те пĕчĕк.
Çакăн пек ашшĕ-амăшне саккун ыйтнă пек тĕрлĕ калăпăшлă штрафсем парса явап тыттарма йышăнчĕç комиссинче. Вăрлакан, хулиганла ĕçсем тăвакан çул çитмен çамрăксемшĕн те ашшĕ-амăшĕнех штраф тÿлеме тивет. Хулана кайсан «эпĕ» тени таçта кайса çухалать пулмалла ял çамрăкĕсен. «Çук» теме пĕлмеççĕ нумайăшĕ. Çавăнпах çирĕп-лĕх çуккисене часах преступленисем тума шалтан та шала кĕртсе яраççĕ те «ăслăраххисем». Апла ашшĕ-амăшĕн ачисене хăйсен çунатти айĕнче пулнă чухнех хулари ирĕклĕхре çухалса каймалла маррине лайăх ăнлантармалла. Кая юлсан каю шăтать.
Н. НИКОЛАЕВА.