Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Служба вăхăтĕнче асăрхануллă пулăр

15 января 2011 г.

Январĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк уяв – Иисус Христос Турăна тĕне кĕртнĕ кун. Çавна май январĕн 18-19-мĕшĕсенче район территорийĕнчи чиркÿсемпе кĕлĕ çурчĕсене пухăнакансене асăрханулăх пирки аса илтеретпĕр. Сивĕ, сывлăшри нÿрĕк пысăк пулни, пĕвесем çывăхĕнче çынсене тăма хупланчăк вырăнсем çукки, алкоголе ытларах ĕçни тата ытти хăш-пĕр сăлтавсем тимлĕ пулма ыйтаççĕ.

Район администрацийĕн гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру секторĕн ертÿçин Н. Милютинăн сĕнĕвĕсем çапла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен вырăнти чиркÿсен е кĕлĕ çурчĕсен настоятелĕсемпе пĕрле шыва кĕмелли вырăна палăртса çынсем валли хывăнса тăхăнмалли кабинăсем вырнаçтармалла. Служба вăхăтĕнче вĕри чей те хатĕрлемелле.

Пăр çинче çынсен асăрханулăхне шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, медицина ĕçченĕсем тата халăх дружинникĕсем сыхлассине йĕркелемелле. Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов пĕлтернĕ тăрăх службăсем иртекен кашни вырăнтах дежурствăра милици сотрудниксем пулаççĕ.

Пĕлтĕрхи шăрăха пула шыв кирлĕ чухлĕ сивĕнсе çитменнипе пăр хулăн шăнман. Çавăнпа та кашнинех хăрушсăрлăх пирки шухăшламалла.

Енчен те инкек пулчĕ пулсан çынна сивĕ шывран туртса кăлармалла. Ăшă (вĕри мунчана мар!) пÿлĕме илсе кĕмелле. Йĕпе çи-пуçне хывса типпине, пуç çине калпак тăхăнтартмалла. Çиелтен хулăн утиялпа чĕркемелле. Вĕри чей е шыв ĕçтермелле. Ăшă парса тăракан хатĕрсене ĕнсе, кăкăрсем çине, хул хушшисем тĕлĕнче тытмалла. Малтанах кĕлеткене ăшăтмалла, кайран – урасемпе алăсене. Çыннăн сывлăхĕ хăрушлăхра пулсан çийĕнчех медицина пулăшăвĕ памалла.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика