15 января 2011 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкерсе хак пама, малаллахи утăмсем пирки сÿтсе явма юн кун Муркаша Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ В. Антонов килсе çитрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов та ларăва хутшăнчĕ.
Кашни тухса калаçакана министр реформа пынă тапхăрта вĕсем хăйсен ĕçĕн малашнехи çул-йĕрне епле курнине, палăртнине пĕлтерме сĕнчĕ. Çакăнтан пуçласа лару чăн-чăн ĕçлĕ калаçăва куçрĕ, пĕр енлĕн кăна пулмарĕ.
Пирĕн район территорийĕнче хулиганла ĕçсем тăвакан ушкăнсем палăрни, вĕсем пĕр хутчен кăна мар тата тĕрлĕ енлĕ преступлени туни, çĕнĕрен те çĕнĕ хушаматсем «çутални» – акă мĕн уйăрса тăрать иккен Муркаш районне республика шайĕнче. Кун пек лару-тăру Шупашкар хулинче тата республикăн кăнтăр районĕсенче ытларах вăй илнĕ. Апла пулсан районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен хăйсен тивĕçĕсене пахалăхлăрах пурнăçламалли пĕлтерĕшлĕ пулнине те асăнчĕ В. Антонов.
Иртнĕ çулталăкăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов паллаштарчĕ. Пурĕ 392 преступлени регистрациленĕ, 86,2 процентне уçса панă. Вĕсенчен 158-шĕ – ют çын пурлăхне вăрлани. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен хисепĕ ÿсни те пăшăрхантаракан пулăм. Вĕсене уçса парасси ÿснĕ пулин те çакнашкал преступленисем пурри пакунлисене эффективлăрах мелсем тупма хистет.
Лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулма пултарайманнине министр та ăнланать. Кашни преступление уçса пани – чылай сотрудникăн ĕçĕ. Çавăнпа та министр йĕркене пăсни çинчен информаци мĕнле майпа çитнипе, унпа мĕнле ĕçлеме пуçланипе те кăсăкланчĕ. Йĕркене пăсни çинчен килекен хыпарсем тĕлĕшпе çийĕнчех ĕçлеме тытăнсан çеç халăхăн шанчăкĕ çухалмасть. Апла ĕçри дисциплина та çирĕп пулмалла. Халĕ, реформа вăхăтĕнче, çакăн çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни паллă. Штат чакать пулин те шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕ, тивĕçĕсем çавсемех юлаççĕ.
Пирĕн район Шупашкар çывăхĕнче вырнаçнăран канмалли кунсенче тĕп хулана «канма» кайса килекенсемпе те тĕплĕнрех ĕçлеме палăртрĕç ларура. Наркотиксен тата хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕ тĕлĕшпе те лару-тăру çирĕпрех тишкерÿсем ыйтать. Темиçе хут преступлени тунисемпе шалти ĕçсен пайĕ районти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлеме палăртрĕ. Тĕпрен илсен вара профилактика ĕçне татах та вăйлатма, çирĕплетме тивет: преступленисене асăрхаттарма тăрăшмалла.
Н. НИКОЛАЕВА.