15 января 2011 г.
Иртнĕ çул çăмăлах пулмарĕ, уйрăмах çĕр ĕçченĕсемшĕн çанталăк пысăк йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Çавна май ял çынни выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх тырă, утă-улăм çителĕклĕ янтăлама пултараймарĕ. Çапла вара вĕсен йышĕ палăрмаллах чакасси те куç кĕрет. Çапах та патшалăх агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансене алă тăсса пачĕ. Чи малтанах вара ку пулăшу ял хуçалăхĕсене пырса тиврĕ, выльăх-чĕрлĕх валли апат туянма субсиди уйăрса пачĕ. Çавна май район тулашĕнчи регионсенчен Ильич ячĕпе хисепленекен, «Ударник» тата «Свобода» хуçалăхсем утă-улăм чылай кÿрсе килчĕç. Халĕ вара патшалăх пулăшăвĕ уйрăм хушма хуçалăхсем патне те çитрĕ. Çавна май çынсене выльăх апачĕ туянма субсиди уйăрса параççĕ. Халиччен патшалăх шайĕнче ял çыннисем валли кун йышши пулăшу пулманччĕ. Çак çăмăллăхпа тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпĕ Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп специалистне О.В. МАКАРОВĂНА калаçăва чĕнтĕм.
– Ольга Витальевна, патшалăх пулăшăвĕ камсене пырса тивет-ха;
– Чăваш Республикин «О республиканском бюджете Чувашской Республики на 2011 год и на плановый период 2012 и 2013 годов» Саккунĕпе килĕшÿллĕн ку пулăшу уйрăм хушма хуçалăхра ĕнесен йышне сыхласа хăваракан çынсене пырса тивет. Субсидие çĕр ĕçченне пулăшас, çапла майпа вĕсен йышне тата сĕт туса илессине сыхласа хăварас тĕллевпе уйăраççĕ. Ку пулăшупа выльăх-чĕрлĕх валли апат туянма усă курма пулать.
– Хуçалăхри пĕр ĕне пуçне миçе тенкĕ субсиди тивет тата вĕсен йышĕ ытларах пулсан еплерех субсидилеççĕ;
– Пĕр ĕне пуçне пĕр пин тенкĕ пулать. Хуçалăхра икĕ е ытларах ĕне пулсан кашниншĕнех субсиди илме ирĕк пур, паллах эсир вĕсем пирки хуçалăх кĕнеки (похозяйственная книга) çине çыракана тĕрĕс çыртарнă пулсан. Хаçат вулакансем астăваççĕ пулĕ ĕнтĕ декабрь уйăхĕнче ку енĕпе яваплисем выльăх-чĕрлĕх йышне килренех çырса çÿрерĕç. Çавăнпа та 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă кăтартусем кирлĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе пурин те усă курма тăрăшмаллах.
– Ял çыннин чи малтан хăш специалист патне каймалла-ха;
– Ку ĕç пирки январĕн 24-мĕшĕнчен кая юлмасăр, маларах пулсан вара аванрах та, ял тăрăхне каймалла, субсиди ыйтса заявлени çырмалла. Перекет банкĕн е «Россельхозбанк» УАО уйрăмĕсенче маларах уйрăм счет уçман пулсан ăна уçмалла. Заявлени çине банкри хăвăрăн счета, ИНН номерне тата паспорт çинчи кăтартусене палăртмалла. Палăртса хăваратăп, ялсенче ИНН илменнисем те пур, çавăнпа вĕсен те ял тăрăхне кайса заявлени çырмалла. Ытти хушма ĕçе ял тăрăхĕн специалисчĕсем пурнăçлаççĕ. Çак хатĕр документсен пуххине вĕсем пирĕн пата январĕн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр тăратаççĕ. Эпир вара документсен тĕрĕслĕхне пăхса тухатпăр, хăш-пĕр кăлтăк тупăнсан вĕсене каялла паратпăр. Çынсен уйрăм счечĕсем çине субсиди февраль уйăхĕнчен пуçласа куçма тытăнать.
– Çак пулăшăва хăш шайри бюджетран саплаштараççĕ-ха;
– Уйрăм хушма хуçалăх тытса пыракансем валли уйăракан субсиди республика бюджетĕнчен саплашăнать.
– Патшалăх пулăшăвĕпе пурте тĕллевлĕ те тĕрĕс усă курасса шанас килет. Тен çав хушăрах урăхла шухăшлакансем те тупăнĕç;
– Тĕрлĕрен пулма пултарать, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх йышне тата ытти документсене тĕрĕс хатĕрлеме ыйтас килет. Енчен те ултав çиеле тухрĕ пулсан Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви субсидие вăтăр кун хушшинче каялла тавăрса памалли пирки хут ярса парать. Çапах та çын çак укçа-тенкĕне каялла памарĕ пулсан суд шыраса илет.
– Вăрттăнлăхах мар пулĕ, пирĕн района ку тĕлĕшпе мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă;
– Паллах вăрттăнлăх мар. Малтанласа ĕне выльăх шутне палăртнă тăрăх района 10 миллион та 770 пин тенкĕ уйăрса пама пултарĕç. Вăл шутран 3 миллион та 355 пин тенки – ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене, 7 миллион та 415 пин тенки – хушма хуçалăх тытакансене.
Р. ИЛЛАРИОНОВА калаçнă.