Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача амăшĕн капиталĕпе пÿрт лартма та пулать

15 января 2011 г.

Пурăнмалли çурт-йĕр тума тата ăна реконструкцилеме усă курнă чухнехи укçа-тенкĕ тăкакĕсене саплаштарма ача амăшĕн (çемье) капиталĕпе усă курассипе çĕнĕ майсем туса панă. Кунпа пĕрлех пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма каякан тăкаксемпе çыхăннă вăхăта чакарассипе те улшăнусем пур. Вĕсем пирки 2010 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче йышăннă 241 " Федераллă саккунра тата РФ Правительствин 2010 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчи 937 " йышăнăвĕнче каланă.

ХАЛĔ МАЙСЕМ ЫТЛАРАХ

Пĕрремĕшĕнчен, харпăр хăйĕн çурт-йĕрне тăвас тата реконструкцилес тесен малашне подрядчик – строительство организацийĕ кирлĕ пулмасть. Пурăнмалли çурт-йĕре реконструкциленĕ чухне вара пурăнмалли пĕтĕмĕшле лаптăк пурăнмалли çурт-йĕрĕн учет виçинчен (нормăпа пăхса хунă шайран) кая пулмалла мар.

Ача амăшĕн капиталĕпе пăхнă укçа-тенкĕне сертификат хуçине икĕ тапхăрпа уйăрса параççĕ. Унăн пĕрремĕш пайне çурт-йĕр тума уйăраççĕ. Анчах та çĕр харпăрлăхĕ, строительство ĕçĕсене пуçăнма юрани пирки, çурта реконструкциленĕ чухне вара ăна реконструкцилесси пирки документсем кирлĕ.

Укçа-тенкĕн иккĕмĕш пайне пĕрремĕш пайне илнĕренпе ултă уйăх иртиччен уйăрмаççĕ. Ăна валли вара çурт-йĕре тăвассипе е реконструкцилессипе тĕп ĕçсене пурнăçланине çирĕплетекен документсем тăратмалла. Тивĕçлĕ ĕçсене туса ирттернине çирĕплетекен документ формине тата ăна памалли йĕркене Раççей Федерацийĕн Регион аталанăвĕн министерстви РФ Правительствине çирĕплетме виçĕ уйăхран кая юлмасăр тăратма тивĕç.

Иккĕмĕшĕнчен, ача амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕр тума тухса кайнă тăкаксене (енчен те çурт-йĕр харпăрлăхне 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çирĕплетнĕ пулсан), çурт-йĕре реконструкцилеме (вăл харпăрлăха куçнин вăхăтне пăхмасăр) кайнă тăкаксене саплаштарма усă курма май пур.

Виççĕмĕшĕнчен, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма каякан пур йышши тăкаксене саплаштарма укçа-тенкĕ уйăрасси икĕ уйăхпа танлашать. Унччен ку тапхăр 2 уйăхран тытăнса 9 уйăх таран пулнăччĕ.

2007 çултан тытăнса Чăваш Республикинче ача амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене 26 пине яхăн панă. Икĕ çула яхăн тапхăр хушшинче ача амăшĕн капиталĕпе усă курасси пирки 6,5 пин ытла заявлени пулнă. Ача амăшĕн капиталĕ шучĕпе пĕр хут паракан 12 пин тенкĕне илекенсем 30 пин çынпа танлашнă. Пĕтĕмĕшле вĕсем 2 миллиард та 300 миллион тенкĕне тивĕçнĕ.

Ача амăшĕн капиталĕпе виçĕ майпа усă курма пулать: çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата ача амăшĕн пухăнакан пенсийĕн шайне хăпартма. Ача амăшĕн капиталĕпе çак тапхăра вĕсене тивĕçлисенчен 22 проценчĕ усă курнă. Усă курнă пĕтĕмĕшле сумма 1 миллиард та 740 миллион тенкĕпе танлашать.

Укçа-тенкĕне ытларах çемьесенче çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма – çурт-йĕр туянма илнĕ кредитсене саплаштарма е процентсене тÿлеме яраççĕ. Виçĕ çул тултарнă ачасен амăшĕсенчен 327 заявлени пулнă. Вĕсем пурăнмалли çурт-йĕр туянма, харпăр хăй çуртне тума, пая кĕрсе çурт-йĕр илме заявлени панă. Пĕтĕмĕшле сумма вара 105,5 миллион тенкĕпе танлашать.

Ачасене вĕрентессипе республикипе 54 заявлени йышăннă. Ку вăл 1 миллион та 600 пин тенкĕлĕх пулать. Ача амăшĕсен пухăнакан пенсине пысăклатма хальлĕхе заявленисем пулман.

Çавна та каласа хăвармалла. 2010 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче йышăннă 357-ФЗ " «О федеральном бюджете на 2011 год и на плановый период 2012, 2013 годов» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн кăçал ача амăшĕн капиталĕн сумми 365698,4 тенкĕпе танлашать. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 22,3 пин тенкĕ е 6,5 процент пысăкрах.

МĔНЛЕ ДОКУМЕНТСЕМ

КИРЛĔ-ХА;

Пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме, ăна реконструкцилеме е çакăншăн компенсацие тивĕçме амăшĕн капиталĕн укçине илес тесен мĕнле документсем хатĕрлемелле-ха;

Унăн пĕрремĕш пайĕ валли сертификат хуçин е унăн мăшăрĕн çурт лартма палăртнă çĕр участокĕ тĕлĕшпе харпăрлăх ирĕкĕ е унпа ялан усă курма ирĕк пуррине, е еткерлĕх шучĕпе ĕмĕрлĕхе куçнине çирĕплетекен документ копийĕ, е лаптăка арендăна илнин килĕшĕвĕн копийĕ, е унпа вăхăтлăх тÿлевсĕр усă курмалли ирĕке ĕнентерекен ĕç хучĕ; сертификата тивĕçлĕ çынна е унăн мăшăрне строительство валли ирĕк пани; сертификат хуçин е унăн мăшăрĕн харпăр хăйĕн çурчĕн строительстви тĕлĕшпе харпăрлăх ирĕкне патшалăх регистрацийĕ тунин свидетельстви (енчен те амăшĕн капиталне çурта реконструкци тума яраççĕ пулсан); строительство тума ирĕк илнĕ çын амăшĕн капиталĕ шучĕпе çĕкленĕ е реконструкциленĕ объектăн кадастр паспортне панă хыççăн ултă уйăх иртиччен ăна сертификат хуçин, унăн мăшăрĕн, ачисен (çав шутра пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата вĕсем хыççăнхи пепкисен) пĕрлехи харпăрлăха кĕртни пирки кашнин пайĕн виçине уйрăммăн палăртса çырнă обязательство; банкра уçнă счетăн реквизичĕсене çирĕплетекен документ.

Ултă уйăх иртсен иккĕмĕш пайне тивĕçме Пенси фондне харпăр хăйĕн çурчĕн никĕсне янине, стенасене хăпартнине, тăррине витнине е реконструкци ĕçĕсем тунине çирĕплетекен, кунпа пĕрлех пурăнмалли лаптăк учет норминчен кая мар ÿснине ĕнентерекен документ çитермелле.

КĂШТАХ РЕКОНСТРУКЦИ

ПИРКИ

РФ Хула строительствин кодексĕн 1-мĕш статйин 14-мĕш пунктĕнче палăртнă тăрăх реконструкци туни – капиталлă строительство объекчĕсен, вĕсен пайĕсен параметрĕсене (çÿллĕшне, хутсен (этажсен) шутне, лаптăка, производство хăвачĕсен кăтартăвĕсене ÿстерни. Вĕсене пурнăçламашкăн çĕр участокĕ вырнаçнă çĕрти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен вунă çуллăха ирĕк илмелле.

Е. АЛЕКСАНДРОВА,

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика