19 января 2011 г.
Муркашри тĕп больницăн шăл юсамалли уйрăмăн çурчĕ пушарта çунса кĕлленни пирĕн район çыннисемшĕн питĕ палăрăмлă. Экспертсем малтанласа пĕлтернĕ тăрăх пушар тухни электричество пралукĕ çунма пуçланипе çыхăннă. Анчах çурта каялла тавăраймăн. Çынсен сывлăхне тĕпе хурса тухса тăнă ыйтусене васкавлăн татса парассипе тимлеççĕ Муркашра.
Больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов пĕлтернĕ тăрăх Муркашра шăл юсамалли ятарлă пÿлĕм уçассипе çак кунсенчех аптекăра юсав ĕçĕсене тытăнмалла. Хальлĕхе ĕç калăпăшĕ епле пулассине, вăл вунă – вун тăватă куна тăсăлмаллине палăртнă.
Паянхи кун республикăн стоматологи больницин тĕп врачĕпе В. Бычковпа ки-лĕшнĕ тăрăх унти хăш-пĕр аппаратурăна, инструментсене тĕрĕслеççĕ. Ĕçлеме юрăхлисене Муркаша илсе килмелле.
Хула стоматологи больницин тĕп врачĕ В. Викторов ĕнер республикăри стоматологсен ассоциацине пухса Муркашсене пулăшас ыйтăва пăхса тухма пулнă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тата Обязательнăй медицина страхованин территори фончĕ урлă та стоматологи хатĕрĕсем килмелли паллă.
Шăл юсамалли уйрăмăн çуртĕнчех фтизиатр врачăн пÿлĕмĕ вырнаçнă пулнăран халĕ ку енĕпе те ĕçсем пыраççĕ. Туберкулез чирĕпе учетра тăнисен спиокне тĕрлĕ документсем тăрăх çĕнетеççĕ. Паллах, медицина ĕçченĕсем участок врачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, анализ кăтартăвĕсен журналĕсемпе те, ытти мелсемпе те усă курса ĕçе хăвăртлатма тăрăшаççĕ.
Шăл юсама ялти врач офисĕсене, шăл кăларас е лартас тесен Мăн Сĕнтĕрти 2 " район больницине каймалли пирки вулакансене тепĕр хут аса илтеретпĕр.
Н. НИКОЛАЕВА.