Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян – Христос шыва кĕнĕ кун

19 января 2011 г.

Паян православи тĕнне тытса пыракансем Иисус Христоса Иордан юхан шывĕнче шыва кĕртнĕ куна асăнаççĕ. Çак кун Каршлăхри Таса Çăл куç патĕнче те халăх йышлă пухăнать.

Икĕ-виçĕ çул каялла эпир пĕрремĕш хут Каршлăх вăрманĕнчи Таса Çăл куçра шыва кĕнĕччĕ. Çак кун пирĕн асра нумайлăха юлĕ. Эпир шыва кĕнĕ чух Таса Çăл куçран шыв илме манахсем анчĕç. Вĕсенчен кунти вырăнсем çинчен ыйтса пĕлни çак мăнастир историйĕпе кăсăклантарса ячĕ.

Мăн Сĕнтĕр салинчен 4 çухрăмра Каршлăх текен сăртлă-вăрманлă вырăнта ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче мăнастир çĕкленсе ларнă. Послушниксене унта чăваш çыннисенчен пухнă. Вăл вăхăтра укçа-тенкĕпе çыхăннă сăлтавсене пула нумай мăнастире хупнă пулнă. Анчах çав çулсенчех Хусанти духовнăй консистори Çветтуй Синодăн 1881 çулхи указне пурнăçласа Каршлăхра çĕнĕ мăнастир уçать.

Документсем кăтартнă тăрăх ăна официаллă майпа 1903 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче уçнă. Хусан кĕпĕрнинчи Чикме уесĕнчи Александр Невски ячĕллĕ чăвашсен арçын мăнастирне Хусан архиепископĕ Димитрий çветить тунă. Чăваш арçынĕсен Александр Невски мăнастирĕ Ильинка лесничествин 14-мĕш кварталĕнче уçăлнă. Ăна валли Хачăк тата Эчкерен çĕрĕсенчен 3 теçеттин, Кĕçĕн Шашкар тăрăхĕнчен 10 теçеттин, Пихтулин лесничествинчен 70 теçеттин çĕр уйăрнă. Кĕске вăхăтрах икĕ чиркÿ (Александр Невски тата Серафим Саровски ячĕпе), кельăсемпе икĕ хутлă икĕ хăна çурчĕ, пекарня, тимĕрçĕ лаççи, шыв арманĕ тата ытти хуралтăсем туса ĕçе кĕртнĕ.

Духовнăй консисторие тытса тăракан чăваш мăнастирĕ пурлăх енчен те, тытăмĕпе те вăл вăхăтри ытти мăнастирсенчен пĕрре те уйрăлса тăман.

Раççейре мăнастирсене çынсем пурăнакан вырăнсенчен е çулсенчен инçерех уçас йăла пулнă. Çавăнпа та вĕсем ытларах чух чăтлăх вăрмансенче, шурлăхлă вырăнсенче е пуш хирсенче вырнаçнă. Чăтлăх вăрмансенчи çавăн йышши вырăнсем иноксене Турă ячĕпе пурнăçри паттăрлăхĕсене кăтартма меллĕ пулнă. Анчах та Александр Невски мăнастирне çын çÿремен вырăнта уçни авалхи вырăс йăлисене пăхăнни кăна пулман. Каршлăх вăрманĕ мăнастир уçичченех Аслă Турă хăвачĕпе çыхăннă вырăн шутланнă. Таврари чăвашсем кунта авалах хăйсен туррисене пуç çапса пурăннă, йăли-йĕркисене ирттернĕ. Вĕсем ĕненнĕ тăрăх Каршлăх вăрманĕ Киремет пурăнакан вырăн пулнă. Çакăнтан вăл çынсем çине инкек-синкек, чир-чĕр яма пултарнă. Çавăнпа та çынсем Киремете юрама тăрăшса кунта кĕлĕ тума, пуç çапма çÿренĕ, парне кÿнĕ. Хачăк ял çынни (1852-мĕш çулта çуралнă) халăх йăлисене тытса пырса Каршлăх вăрманĕнче хăй ăсталанă çĕр пÿртре 18 çул пурăннă. Вăл тимленипе 1890 çулсенче Сĕнтĕр салинчен часавня куçарса килсе вырнаçтарнă.

Пурнăç малаллах аталаннă. Таврари ялсенчи Турра ĕненекенсем ыйтнипе тата тăрăшнипе ХХ ĕмĕр вĕçĕнче епархи ку вырăнта арçынсен мăнастирне уçма шутланă.

Паян Каршлăхри Таса Çăл куçсем – Муркаш ен илемĕ.

Е. ЗАХАРОВА,

Г. ГРИГОРЬЕВА.

Москакасси шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика