19 января 2011 г.
Районта вырăнсене тухса ял тăрăхĕсен, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен профилактика кунĕсене ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Çакă халăхăн пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашма, вĕсене мĕн хумхантарнине çывăхрах курса вĕсене пĕрле татса пама май парать. Çĕнĕ 2011 çул та çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятинчен пуçланчĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун Чуманкасси ял тăрăхĕнче профилактика кунĕ иртрĕ. Иртессе ку таранччен те иртнĕ профилактика кунĕсем. Тĕпрен илсен вĕсене район администрацийĕн тата районти шалти ĕçсен пайĕсен специалисчĕсен вăйĕпе ирттернĕ пулсан, хальхинче районти криминаллă лару-тăрăва лайăхлатма пулăшакан çак мероприятие вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, право йĕркине сыхлакан, контрольлекен пур органсен, социаллă сфера учрежденийĕсен, обществăлла пĕрлешÿсен представителĕсене, граждансене хăйсене те явăçтараççĕ. Çакăн çинчен калакан йышăнăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов иртнĕ çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче йышăннăччĕ. Профилактика кунĕсене ирттермелли график та çирĕплетнĕ.
Профилактика кунне хутшăнакансем чи малтанах Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Л.Г. Ковалевăпа, ял тăрăхĕ çумĕнчи профилактика Канашĕн членĕсемпе, ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсемпе тĕл пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева, йĕркелÿпе кадр, право ыйтăвĕсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова профилактика кунĕн тĕллевĕсемпе задачисем çинче чарăнса тăчĕç. Преступление сирсе ярас тесе кашни çын хăйĕнчен килнине тумаллине палăртрĕç.
Ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май Людмила Германовна çакна палăртрĕ. Преступлени тăвассинчен сыхланма пулăшакан мероприятисенче милицин участокри уполномоченнăйĕ Г.Г. Терентьев пысăк пулăшу парать. Преступлени тăвассине сирсе ярас ыйтупа ун умĕн ĕçленĕ А.Ю. Степановпа та пĕр тĕллевлĕн ĕçлесе пынă. Час-часах ăнăçсăр çемьесене те тухса çÿреççĕ. Кун йышшисем ку ял тăрăхĕнче 8 çемье. Иртнĕ çул вĕсене тата обществăлла йĕркелĕхе ытти енĕпе пăсакансене профилактика Канашĕн ларăвĕнче 5 хутчен пăхса тухнă.
Халăхпа çак ыйтупа ĕçленин пĕлтерĕшĕ пуррине çак тĕслĕх те кăтартса парать: виçĕм çул Чуманкасси ял тăрăхĕнче 23 преступлени тунă пулсан, иртнĕ çул – 8 преступлени. Анчах та ку лăпланмалли сăлтав мар иккенне Çĕнĕ çул уявĕ вăхăтĕнче ку ял тăрăхĕнче пулса иртнĕ преступлени те кăтартса парать. Апла пулсан преступление сирсе ярас ĕçре пĕр самантлăха та тимлĕхе çухатма юрамасть.
ВĂХĂТРА ĂНЛАННИНЕ МĔН ÇИТТĔР;
Çак кун район администрацийĕ çумĕнчи профилактика Канашĕ, районти çул çитмен çамрăксемпе вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен тата Чуманкасси ял тăрăхĕ çумĕнчи профилактика Канашĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унта эрехпе иртĕхекен 3 çемьене пăхса тухрĕç. Итлетĕн те вĕсене, хăйсем тĕрĕс çул çине тăрас сукмак çинче пек те туйăнать. Анчах малтанах ачисем çинчен шутламаннине халь каялла мĕнле-ха тавăрăн.
– Ачисем шăкăл-шăкăл пурăнакан çемьере ÿсеймерĕç. Вĕренме пултаракан ачасемехчĕ. Ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ вăхăтра пулнă пулсан паян вĕсем те хăйсен чăн-чăн вырăнне тупнă пулĕччĕç, – пăшăрханать ял тăрăхĕ çумĕнчи профилактика Канашĕн членĕ, Чуманкасси шкулĕнчи педагог Н.Н. Замятина ларура пăхса тухнă пĕр çулланнă мăшăр çинчен.
– Ирхине магазина пырсан сире эрех сутмасан пирĕн çине ан çилленĕр вара, – чунĕ пĕр ял çыннишĕн ыратнине пытараймасть комиссин тепĕр членĕ тепĕр çемьене пăхса тухнă чух.
Пĕр ял çыннисем, кÿршĕсем çын инкекĕнчен пăрăнса иртесшĕн марри туйăнать вĕсен сăмахĕнче. Ку вара чĕрере шанчăк çуратать: пĕр-пĕрин инкекне çывăха илсе кулянма пăрахман-ха иккен эпир, май килнĕ таран пĕр-пĕрне пулăшма та тăрăшатпăр. Тăван ачисене, çемье ăшшине эрех черккипе улăштарнисем хăйсем кăна ăнланса илччĕрччĕç çакна. Вара палăрăмлă ырă улшăну пулма кирлех: кашни ялта, кашни урамра.
Çакăн пек калаçусен усси пурри вара куç кĕретех. Çав кун ирттернĕ виçĕ Канашăн пĕрлехи ларăвĕнче Чуманкасси шкулĕнче учетра тăракан 3 ачана пăхса тухни те кăтартса пачĕ. Педагогсем каланă тăрăх малтан кун йышши ачасем 7 пулнă пулсан, 4-шĕ хăйсен йăнăшне ăнланса илнĕ. Çак кун сÿтсе явнă ачасем те çав тĕрĕс пĕтĕмлетĕве тăвасса шанас килет. Вĕренес, çын пулас ĕмĕчĕ вĕсен пысăк. Çав ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тесе тăрăшас кăмăл та пур. Ку вара хăех вĕсен çулне уçăмлатма кирлĕ.
ТЕЛЕЙ АЧАСЕНЧЕ МАР-И ВАРА;
Кашни телейлĕ çемье пĕр пек телейлĕ курăнать, кашни телейсĕр çемье вара хăйне майлă телейсĕр. Чуманасси ял тăрăхĕнче иртнĕ профилактика кунĕнче ăнăçсăр çемьесене çитсе курнă хыççăн вара çак вырăсла каларăша кăшт улăштарас килет ман. Эпир çитсе курнă телейсĕр çемьесем пĕр пек телейсĕр. Тĕрĕсрех каласан, çав çемьесенчи инкек сăлтавĕ пĕрре – эрех. Çак сăлтава пулах ял тăрăхĕнче учетра тăракан пĕрремĕш çемьере çав кун мăшăр урăччĕ.
– Мĕн, эп эрех ĕçсе çапкаланса çÿретĕп-и; Мĕн айăп шыраса çÿретĕр; – пулеметран пенĕ пек пĕр чарăнми шатăрттарма пуçларĕ хĕрарăм. Пÿрт янраса çеç тăрать. – Ачасем выçă лараççĕ-и; Паян та ир тăрса кукăль пĕçертĕм. Хамăр кашни кунах ĕçре!
Кун пек шутласан пĕр ĕçлекен çыннăн та ачисене ача садне яма вăхăт çук пек пулса тухать. Çитес çулта шкула каймалли ÿсĕме çитнĕ ачине мĕншĕн ача садне яманни пирки вара ашшĕ çапла хуравларĕ:
– Çĕнĕ çул уявĕсем иртсе кайччăр-ха.
Çав уявсем хыçа юлнă-ха вĕсем. Анчах та ачине ача садне яма самай ăшталанма тивет-ха вĕсен. Профилактика кунĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсем ку çемьере ачи пĕрремĕш вырăнтах маррине кăтартса пачĕç.
Çакăн пекех «тарават» кĕтсе илчĕ еркĕнĕ çумĕнче ÿсĕр çывăракан çамрăк хĕрарăм та. Вăл пĕрле пурăнакан арçын килĕнче «телей» тупнăскер, ачисем çинчен шутланине ĕненесех килмест. Пĕр ачи кукамăшĕ патĕнче пурăнать, тепри – килте пĕччен.
– Эп ăна кайса апат пĕçерсе паратăп, – çатăлтаттарать хĕрарăм.
Теплерен пĕрре апат пĕçерсе панинче кăна-ши вара ача телейĕ. Унпа курса калаçнă чух вăл телейлех курăнмарĕ çав. Вăхăта мĕнле ирттерет вăл каçсерен; Камсем унăн тусĕсем; Ку ыйтусем амăшĕшĕн интереслех мар пулмалла.
Кашни çыннăнах телейлĕ пулас килет çĕр çинче. Пĕрре ăнман пурнăçа тепре сыпăнтарас килет. Анчах ачасем çинчен манмаллине, вĕсене пăрахса телей шырамаллине пĕлтермест вĕт-ха çакă.
Эрех ытамĕнчен вĕçерĕнсе хăйсем ашшĕ-амăш пулнине ăнланса илекенсем те сахал мар вĕт-ха юнашар. Çав лачакаран тухма вăй-хал тупнисем. Çавсен шутĕнче курас килет пур ăнăçсăр çемьесене те.
ПĔТĔМЛЕТŸ ВЫРĂННЕ
Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем çак кун учетра тăракан граждансемпе те тĕл пулчĕç, профилактика калаçăвĕсене ирттерчĕç. Право йĕркине пăснă 12 тĕслĕхе тупса палăртрĕç, протоколсем çырчĕç. Çавăн пекех хĕç-пăшала упрамалли саккуна пăснă пĕр преступление тупса палăртрĕç.
Чуманкасси шкулĕнче аслă классенче вĕренекенсемпе те тĕл пулса калаçрĕç.
Профилактика кунне пĕтĕмлетме район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Е.И. Плечов хутшăнчĕç.
– Саккуна килĕштермен çынсен шиклĕх туйăмĕ палăрмалла. Йĕркеллĕ пурăнакан граждансен хăйсене татах та çирĕпрех туймалла, – терĕ Евгений Иванович профилактика кунĕсен пĕлтерĕшне палăртса.
– Çакăнпах ĕç пĕтмест. Ку вăл пуçламăшĕ кăна, – палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, районти обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, преступленисене сирсе ярас ĕç малалла та пулнине палăртса.
Сăмаха вĕçленĕ май вара çакна палăртса хăварас килет. Нумаях пулмасть районти шалти ĕçсен пайĕн иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетмелли канашлура Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ Вадим Антонов пирĕн районта преступленисене тăвассине хирĕç кĕрешес ĕçре район администрацийĕпе районти шалти ĕçсен пайĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесе пынине палăртрĕ. Çулталăка профилактика кунĕсенчен пуçлани çакна тепĕр хут çирĕплетсе парать. Ыран вара профилактика кунĕ Хорнуй ял тăрăхĕнче иртет.
Л. ПАВЛОВА.