Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăха кашниех туйни курăнмарĕ

12 января 2011 г.

Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствине туса хунăранпа 20 çул çитнине паллă туса районта пушарпа прикладной спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Çак куна халалласа иртнĕ çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи кÿлĕ çинче вакăран насуспа шыв илсе условнăй пушара сÿнтерессипе ял тăрăхĕсен ирĕклĕ пушар хурал командисем ăмăртрĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕпе кĕрешесси кашнин тивĕçĕ пулнине шута хурса старта тухнă 11 команда участникĕсем пушарнăй çи-пуçне вăхăтпа тăхăнассипе те тупăшрĕç. Спорт ăмăртăвне пĕтĕм-летнĕ май командăсем вĕрен туртса вăй виçни те курма пынисемшĕн хăйне евĕр интереслĕ пулчĕ. Халĕ ăмăртăвăн кашни тĕсĕпех çил-тăманран хăраса кÿлĕ çине анманнисене йĕркипе каласа парар-ха.

Ăмăртăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов уçни пирĕн енре пушар хăрушсăрлăхĕ çине чи çÿллĕ шайран та яваплăн пăхнине кăтартса пачĕ. Çавăнпа та Юрий Александрович çак ăмăрту çине пÿрне витĕр пăхнă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ятранах палăртма сĕнни те чылайăшне тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума хистетех тесе шутлатăп. Ку пĕтĕмлетÿ вара çапларах. Ăмăртăва ытти ял тăрăхĕсемпе пĕрле Катькассем (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев), Ильинкăсем (Ю.В. Перцев), Чуманкассисем (Л.Г. Ковалева), Орининсем (А.С. Суриков), Ярославкăсем (Г.Я. Кожевников) хутшăнма кăмăл тумарĕç. Вĕсем хăйсене ыттисенчен çÿлерех тытрĕç-ши, çил-тăманран хăрарĕç-ши е пушар хăрушсăрлăхĕ ку ял тăрăхĕсемшĕн иккĕмĕш вырăнта-ши; Хуравне хăйсем пĕлеççĕ-тĕр. Анчах... Юрĕ, ответсăррисем çинчен калаçса çитĕ.

– Пирĕншĕн пушар – тĕп хăрушлăх. Паянхи ăмăртура эсир унпа кĕрешме епле хатĕррине уçăмлăн кăтартса парасса шанатăп. Сăмах май пушарпа прикладной спортăн хĕллехи ăмăртăвне Муркашсем республикăра пуринчен малтан çул пани пире ответлăрах пулма хистет. Сирĕн паянхи кăтартусем çав ответлăх паллисем пулĕç, – терĕ ăмăртăва пуçлама ирĕк парса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов.

Шăпа янă йĕркепе условнăй пушара сÿнтерме пуринчен малтан Йÿçкассисем старта тухрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Иванов хăй команда йышĕнче пулни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх çеç пулчĕ. Çак пуçарăва ун хыççăн ăмăртăвăн тĕрлĕ тĕсĕсенче Ю. Кожевников (Çатракасси), А. Матросов (Москакасси), М. Колесникова (Хорнуй) малалла тăсрĕç.

Пĕтĕмлетÿ те кĕттермерĕ. Насуспа вакăран шыв илсе условнăй пушара сÿнтерессипе Çатракассисене çитекенни пулмарĕ (1 минут та 7 çеккунт). Москакассисемпе Муркашсем – хыççăнхи вырăнсенче. Пушарнăйсен çи-пуçне тăхăнассипе Москакассисен командинчи В. Христофоров чи хастарри пулчĕ. Л. Пугачевпа (Çатракасси) Д. Иванов (Хорнуй) – 2-мĕшпе 3-мĕшсем. Вĕрен туртассипе Муркаш ял тăрăхĕн команди вăйлăраххи пулчĕ. Çатракассисемпе Москакассисем хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.

Ăмăртăвăн пур енĕсене те тишкерсе пĕтĕмлетсен Çатракасси ял тăрăхĕнчен килнĕ пушарнăйсем чи вăйлисем пулни куç умне тухрĕ (сăн ÿкерчĕкре).

Иртнĕ ăмăртура яваплăха кашни ял тăрăхĕнчех çирĕп туйни курăнмарĕ пулсан та Муркашсен ырă пуçарăвĕ анлă çул илессе шанатпăр.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика