Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăл юсама – ялти врач офисĕсене

12 января 2011 г.

Тунти кун Муркашри тĕп больницăн шăл юсамалли уйрăмăн çурчĕ çĕрпе танлашрĕ тесен те юрать: пушар нимĕн те хăварман. Çапла вара инкекпе çыхăннă ыйтусем те сахал мар. Кĕске хушăрах шăл юсамалли техника туянса Муркашра ятарлă пÿлĕмсем уçасси, специалистсене ĕçпе тивĕçтересси, кунта сипленме çÿрекенсен малашне шăл ăçта сиплесси тата ытти нумай-нумай ыйту.

Лару-тăрăва уçăмлатас тесе эпир Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕпе В.Г. Даниловпа тĕл пулса калаçрăмăр. Унăн хуравĕ акă мĕнле пулчĕ:

– Республикăра пирĕн районти стоматологи лайăх аталаннă шутланнă. Çавăнпа ăнсăртран тухнă инкек пуриншĕн те питĕ палăрăмлă: медицина ĕçченĕсемшĕн те, сипленме çÿрекенсемшĕн те.

Шăл юсамалли уйрăмăн çурчĕ кивĕччĕ тата унти условисем те çÿллĕ шайра пулман. Çавăнпах эпир çак çитменлĕхсене пĕтĕмпех пĕтерессине çитес вăхăтра çĕнĕ поликлиника тăвассипе çыхăнтарнă.

Халĕ вара малтанласа пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче кашни кунах шăл тухтăрĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Сăмахран, ку таранччен Уйкас Янасалта тата Йÿçкассинче врач виçшер кун ĕçленĕ пулсан халĕ – кашни кун. Шетмĕпуçĕнче, Нискассинче, Юнкăра та шăл тухтăрĕсен ĕç графикĕ çапла пулать. Москакасси, Катькас, Ярапайкасси, Турай тăрăхĕсенче пурăнакансем те шăл юсас ыйтупа кунсеренех хăйсен врач офисĕсенче пулăшу ыйтма пултараççĕ. Мăн Сĕнтĕрти больницăра шăл хирургĕ ĕçленĕрен çак вăхăтрах шăл лартас пулсан, е ыратнипе кăлармалла пулса тухсан унта кайма тивет.

Муркашри больницăри шăл тухтăрĕсене районти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене ĕçлеме янă. Хăш-пĕр медицина ĕçченне отпуска яма тиврĕ, паллах. Анчах та хамăрăн ĕçченсене юсав ĕçĕсене те явăçтарма кăларма пулатех тесе шутлатпăр.

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю. Ивановпа пĕрле Муркашри тĕп больницăпа юнашар вырнаçнă аптека çуртĕнче пултăмăр. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче шăл юсама пÿлĕмсем тума май пуррипе кăсăклантăмăр. Ку ыйтăва çитес вăхăтрах татса пама тăрăшатпăр, паллах. Оборудование хамăрăн бюджетри укçа-тенкĕпе туянмалла пулать. Ĕнер Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствипе те çыхăнса калаçрăмăр. Вĕсем те оборудовани туянма пулăшассине шанатпăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика