Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунлăх хуралĕнче

12 января 2011 г.

Январĕн 12-мĕшĕнче Раççей прокуратурине йĕркеленĕренпе 289 çул çитрĕ. Çак органа 1722 çулта Пĕрремĕш Петĕр патша указĕпе килĕшÿллĕн туса хунă. Унтанпа Раççей прокуратури çĕр-шывра саккунсене тĕрĕс пурнăçланине, Раççей Федерацийĕн Конституцине пурте пĕр пек пăхăннине тĕрĕслесе тăрать. Çавна май прокуратура ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ умĕн эпĕ Муркаш район прокурорĕпе С.А.Фирсовпа кĕске калаçу ирттертĕм.

– Сергей Александрович, уяв умĕнхи калаçăва пуçарнă май эсир мĕн каланă пулăттăр;

– Прокуратура саккуна пăхăнманнисене саккунлăх чи çÿллĕ пусăмра пулнине кăтартса парать. Çавăн пекех çынсенне Конституцире палăртнă саккунлă прависене хÿтĕлеме тăрăшать. Çапла вара çĕр-шывра саккуна пăхăнасси тулли шайра пурнăçланнинче прокуратура ĕçченĕсен ĕçĕ те, тÿпи те пысăк.

Муркаш районĕнче прокуратура – Чăваш Республикин тата Раççей прокуратурисен тытăмĕнчи пай – йĕркеленнĕренпе кăçалхи январĕн 16-мĕшĕнче 62 çул çитет. 2003 çултан пуçласа вара эпĕ хамăн тивĕçсене пурнăçлатăп.

Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, право тĕлĕшĕнчи пĕлÿ шайĕ район çыннисен тивĕçлех мар. Çавна май çынсем тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ, пирĕн пата пулăшу, тĕрĕслĕх ыйтма килеççĕ. Пирĕн ĕçченсем вара çынсен саккунлă интересĕсене хÿтĕлеççĕ.

– Иртнĕ çул прокуратура ĕçченĕсемшĕн мĕнлерех пулчĕ, мĕнле йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ;

– Пĕтĕмĕшле илсен вара иртнĕ çул çăмăлах пулмарĕ, тĕрлĕ йывăрлăхсем те пулчĕç. 2010 çулта тĕрлĕ сферăра йĕркене пăснă 1808 тĕслĕх тупса палăртнă. 868 иск заявленийĕ тăратнă, 4 миллион çурă тенкĕлĕх таврăнăç тума пултартăмăр. Тĕрлĕ учрежденисемпе организацисен ертÿçисем тĕлĕшпе 428 представлени çырма тиврĕ. Прокуратура ĕçченĕсем тăтăшах тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Экономика преступленийĕсем тĕлĕшпе çичĕ уголовлă ĕç пуçарма тиврĕ. Çулталăк хушшинче пирĕн пата 150 çын тĕрлĕ ыйтусемпе килчĕ.

– Яваплăха туйман, саккуна пăхăнса ĕçлемен, çапла майпа патшалăха пысăк тăкак кÿнисем пирки вара мĕн калама пултаратăр; Тен тĕслĕхсемпе çирĕплетсе хăварсан та ытлашши пулмĕ;

– Палăртса хăваратăп, ун йышшисем те тĕл пулаççĕ пирĕн кулленхи ĕçре. Йĕркене пăсакансене тăрă шыв çине кăларассипе вара эпир чылай тимлетпĕр. Акă ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли «Березка» лагерь директорĕ тĕлĕшпе Уголовнăй Кодексăн 285, 292, 160 статйисемпе уголовнăй ĕç пуçарма тиврĕ. Ку учрежденире укçа-тенкĕпе кирлĕ пек усă курман. 2009 çулхи сентябрь - 2010 çулхи июль уйăхĕсенче суя водитель валли ĕç укçи тÿлемелле тунă, ĕç кунĕсене табель çине лартса пынă. Çапла вара ертÿçĕ укçана хăй кĕсйине чикнĕ, суд ăна айăплă тесе йышăнчĕ.

Çавăн пекех Ильинка ял тăрăхĕнчи Федоров хушма хуçалăха аталантарма 300 пин тенкĕ кредит илнĕ, анчах та укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курман. Вăл патшалăха 67 пин тенкĕ тăкак кÿнĕ. Акă тепĕр тĕслĕх, Рыккакасси ялĕнчи Алексеев ял пĕвипе усă курассинче саккуна пăснă. Пĕвене 1937 çулта ял çыннисем пĕрлехи вăйпа тунă пулнă. Халĕ вара ял çыннисемшĕн пĕвепе усă курасси йывăрлăх пулса тăнă. Çапла вара ял çыннисем ыйтнипе пĕвене каялла тавăрса памалла тунă.

– Професси уявĕ çитнĕ май тен ĕçре ырăпа палăрнисене асăнса хăваратăр;

– Пирĕн прокуратурăра ĕçе чунпа парăннă тата яваплăха туякан çынсем кăна ĕçлеççĕ. Манăн вĕсене пурне те ырăпа кăна асăнас килет. Прокурор çумĕ пулса ĕçлекен Ю.М.Семенов, прокурорăн аслă пулăшаканĕнче тăрăшакан Э.Г.Сокрашкин, прокурора пулăшакансем Г.З.Еремеева тата А.Н. Тихонов саккунлăх малти вырăнта пултăр тата çынсене йĕркесĕрлĕхрен хÿтĕлес тесе вăй хураççĕ. Çавăн пекех Т.Р.Абрамова специалист тата И.А.Тимофеев водитель хăйсен ĕçĕнче яваплăха туйса ĕçлеççĕ.

Сăмахăма вĕçленĕ май вара эпĕ професси уявĕ ячĕпе прокуратура ĕçченĕсене чи лайăххине кăна сунатăп. Ĕçре ăнăçусем, çирĕп сывлăх сĕнетĕп. Мĕн ĕмĕтленнине вăя кĕртме вăй-хал, çăмăл мар ĕçре пысăк ăсталăх тата хавхалану пултăр.

Р. ИЛЛАРИОНОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика