12 января 2011 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хăй вăхăтĕнче ялсемпе хуласенче йытăсемпе кушаксене усрамалли правилăсене çирĕплетрĕ. Çакă ăнсăртран мар. Мĕншĕн тесен шăпах кушаксемпе йытăсем урни чирне анлă саракан тата сармалли тĕп çăл куçсем.
Таврара хĕл кунĕсем тăраççĕ. Урамсенче çапкаланса çÿрекен йытăсемпе кушаксем йышланни куç кĕрет. Шăпах вĕсем общество сывлăхĕшĕн пысăк ыйту кăларса тăратаççĕ. Выçлăхпа кĕрешсе ялсем таврашĕнче чăх-чĕп тытса тата çынсем пусса тирпейленĕ хыççăн юлнă е кăларса пăрахнă каяшпа тăранса пурăнса вĕсем урни чирне аталантарма пулăшаççĕ.
ТИЛĔ ЙЫТĂНА
ТАПĂННĂ
Шомикра пурăнакан А. Крупко пĕлтĕр юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирхи 5 сехетре йытă хытă вĕрнипе кил хушшине тухать. Ак тамаша! Йытă ÿпли умĕнче – тилĕ. Вăл йытăна тапăннă иккен. Кĕреçе илсе кил хуçи кĕтмен хăнана кил картишĕнчен хăваласа кăларса ярать.
Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче кил хуçи йытă уйрăмах ачашланса кайнине асăрхать. 30-мĕшĕнче вара вăл вылямалла кил хуçине çыртса та илет. Çав кунах А. Крупко медицина пулăшăвĕ илме Шупашкарти васкавлă пулăшу больницине каять. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче йытăна Катькас ветучасток заведующийĕ пăхать. Ăна çынсенчен уйăраççĕ, тăтăш сăнав йĕркелеççĕ. Тепĕр куннех йытă хыçалти урисем çине тăрайми пулать те раштавăн 3-мĕшĕнче вилет. Вилнĕ йытăн пуç мимине республикăри ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕсленĕ хыççăн йытă урни чирĕпе чирлени палăрать. Çакăн хыççăн А. Крупко хуçалăхне тĕплĕ тĕрĕсленĕ, йытă ÿплине дезинфекциленĕ, ун таврашĕнчи чашăк-тирĕкпе çĕр лаптăкне хлор извеçĕпе сапнă. Хуçалăхри икĕ кушака урни чирĕнчен вакцинăланă. Йытăпа çыхăну тытнă кил хуçисем тĕлĕшпе паян урни чирĕнчен сыватупа профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ.
ĂНЛАНТАРУ ĔÇĔ
Асăннă тĕслĕхе комментари пама паян хăнана районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири ветврач-эпизоотолога Г.Т. КИРИЛЛОВĂНА чĕнтĕмĕр.
– Галина Тимофеевна, юлашки вăхăтра урни чирне палăртнă кашни тĕслĕхрех тилĕсем тĕл пулаççĕ. Инфекци сараканнисем шăпах вĕсем мар-и;
– Сирĕн ыйтăва хирĕçлеме çук. Чăнах та урни чирĕн вирусĕ упранакан тĕп çăл куç вăл – тилĕсем. Чăваш Республикинче иртнĕ çулсенче урни чирне регистрациленĕ вун-вун тĕслĕхрен 61,2 процентĕнче чир тилĕсенче пулни палăрать. 12,2-шер процент йытăсемпе мăйракаллă шултра выльăхсене тивет. 10,2 процентра урни чирне кушаксенче палăртнă. Урни чирĕ тупса палăртнă тĕслĕхсенче эпир çийĕнчех тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр: вилнĕ тилĕсене анализ тума республикăри ветеринари лабораторине ăсататпăр, йытăсене юн кăлармасăр вĕлернĕ хыççăн çунтарса яратпăр, килти ытти выльăхсене куллен пăхса тăрассине йĕркелетпĕр, вĕсене профилактика прививкисем тăватпăр, тилĕ пулнă тата йытă унпа çапăçнă вырăнсене çийĕнчех дезинфекцилетпĕр, тилĕне е йытăна алăпа тытнă çынсемпе кая юлмасăр медицина тĕрĕслевĕ ирттеретпĕр.
– Мĕнпе çавнашкалах хăрушă-ха урни чирĕ;
– Урни чирĕ вăл – хăрушă инфекци. Унран чирĕн инкубаци тапхăрĕнче çеç çăлăнса юлма пулать. Чир аталанма пуçласан вара... Раççей Федерацийĕнче юлашки çулсенче чĕр чунсем хушшинче урни чирĕ сарăлас хăрушлăх пĕртте чакмасть-ха. Унпа çынсем чирлес хăрушлăх та пĕчĕк мар. Каламалла, пирĕн республикăра 1988 çултанпа çынсем хушшинче урни чирне тупса палăртни пулман-ха, анчах çакă лăпланмалли сăлтав мар. 2000 çултанпа çĕр-шывра урни чирĕн эпизоотийĕ сарăлас юхăм палăрма пуçларĕ. Çакăнта тилĕсем малти вырăнта тăраççĕ. Кунпа пĕрлех ялсенчи хуçасăр йытă-кушак та хăрушлăха вăйлатаççĕ кăна. Йытă-кушак тенĕрен çакна каласа хăварас килет: ялсемпе хуласенче йытăсемпе кушаксем усрамалли правилăсем пур, анчах вырăнсенче çакна темшĕн пит пăхăнсах каймаççĕ-ха. Тĕрĕссипе вара хуçасăр йытăсем обществăшăн пысăк ыйту кăларса тăратрĕç. Вĕсем ял çыннисене выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп тытса сиен кÿнипе пĕрлех хăрушă чир саракансем те пулса тăчĕç. Тĕслĕх вырăнне урни чирнех илер-ха: урни чирĕпе чирлĕ йытă çыртсан çын çийĕнчех тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илмесен çак чиртен сывалма çук. Çакна шута илсе вырăнсенчи выльăх тухтăрĕсем йытăсемпе кушаксене урни чирĕнчен тăтăшах профилактика прививкисем тăваççĕ. Анчах çакă ялсенчи пур йытă-кушак та профилактика мероприятийĕсене лекнине пĕлтермест, мĕншĕн тесен районта паян мĕн чухлĕ хуçасăр йытă-кушак чупса çÿренине эпир тĕрĕс пĕлейместпĕр.
– Пĕлме мĕн чăрмантарать-ха;
– Ыйтăвĕ тĕрĕс, анчах хуравĕ пĕр пирĕн ĕçпе çеç çыхăнман. Ял тăрăхĕсенче миçе ĕне-выльăх е чăх-чĕп пулнине тĕп-тĕрĕс калама пулать пулсан, ялсенче миçе йытă-кушак пулни пирки, халăхра калашле, сенĕкпе шыв çине çырнă. Çапла вара шута илмен йытăсем вакцинациленмесĕрех юлаççĕ те ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа та ЧР Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ йĕркепе йытăсемпе кушаксене усрамалли правилăсене пурнăçа кĕртес ĕçре йытă-кушаксене учета илесси çине ял тăрăхĕсен ытларах тимлĕх уйăрмалла. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе вырăнсенче туллин ĕçлеççĕ теме çук.
– Хуçасăр йытăсемпе пур çĕрте те пĕрешкелех кĕрешмеççĕ тесе калама та юрамасть-тăр;
– Çапла, алăри пÿрнесем те тан мар тенĕ пек ку ĕçре те пурне те пĕр çивитти айне лартма çук. Анчах пĕрне мухтаса теприне хурлани те кунта тĕрĕсех мар. Чылай ял тăрăхĕнче ку ĕç çине алă сулни иккĕлле шухăш çуратать, урни чирĕнчен хÿтĕленме пĕрлехи тимлĕхе ÿстерме ыйтать.
А. БЕЛОВ
калаçнă.