Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2011 çулта сире мĕн кĕтет;

12 января 2011 г.

Сурăх палли айĕнче çуралнă çынсен çулталăкăн пĕремĕш çурринче ĕçпе çыхăннă ыйтусем мала тухса тăрĕç. Апла пулин те вĕсене татса пама май килĕ. Пĕтĕмĕшле çулталăк сурăхсемшĕн ăнăçуллă пулма шантарать. Пĕчченнисем мăшăр тупса пĕрлешĕç те. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕсем çивĕч тăмаççĕ.

Вăкăр çулталăкĕпех пурнăçпа киленме пултарĕ. Хăшĕ-пĕри пысăкрах должноçа куçĕ. Çемьере те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулассине шантараççĕ çăлтăрсем. Сире юлташусем пулăшĕç. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене тухса тăнăçемĕн çулталăк хушшинчех татса паратăр. Хăш-пĕр Вăкăрсен çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕнче сывлăха хытăрах сыхламалла.

Йĕкĕрешсемшĕн ку çул питĕ пĕлтерĕшлĕ пулать теме те, пачах та пĕлтерĕшсĕр теме те çук. Апла пулин те вĕсем кăçал хăйсен укçа енчĕкне хулăмлатма пултараççĕ. Ĕçре те ăнăçусем пулмалла. Çулталăк варринче сывлăх çине тимлĕх ытларах уйăрăр. Сывлăхпа çыхăннă ыйтусене кăçал çийĕнчех уçăмлатма тăрăшмалла.

Раксем 2010 çулта тăрăшса ĕçлени харама каймасть: 2011 çул пуçламăшĕ тухăçсемпе савăнтарĕ. Ĕçре те, пурнăçра та ăнăçупа ĕлкĕрсе пыма кăçал сирĕн çĕнĕ майсем пулĕç. Çĕнĕ çынсемпе паллашатăр. Вĕсемпе паллашни те сире ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшĕ.

Арăсланшăн 2011 çул лайăх иртмелле. Сире интереслĕ тĕл пулусем кĕтеççĕ. Кăçал сирĕншĕн мăшăрланма та аван вăхăт шутланать. Сывлăх тĕлĕшпе кĕтмен ыйтусем сиксе ан тухчăр тесен спортпа туслă пулăр тата тĕрĕс апатланăр. Ĕçре ăнăçусем тума вара нумай вăй хумалла пулĕ. Çулталăк варри – канмалли чи меллĕ вăхăт.

Хĕршĕн 2011 çул ытлашши пĕлтерĕшлех пулмĕ. Укçа-тенкĕ енчен пĕр пек çирĕплĕх кĕтет. Çемьере пысăк улшăнусем пулса иртмеççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче сывлăхпа çыхăннă ыйтусем тухса тăма пултараççĕ. Ĕçри çитĕнÿсем ахаль килмĕç, тар тăкма тивĕ. Маларах хăвăрăн ĕçе пуçланă пулсан кăçал унăн тухăçне пĕлтĕрхинчен ытларах пухса илме пултаратăр.

Тарасасемшĕн питĕ лайăх çул пуçланчĕ. Сирĕн çемьере те, юлташсемпе те тĕлĕнмелле лайăх хутшăнусем пулĕç. 2011 çул ăнăçуллă пулма шантарать. Тахçанах ĕмĕтленнĕ вырăна çул çÿреве кайса килме пултаратăр.

Скорпионсем çулталăк пуçламăшĕнче сывлăх çине алă сулмасан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла. Çемьере тĕрлĕ ыйтусем сиксе тухма пултараççĕ. Вĕсене çийĕнчех татса памалла. Хăвăрăн çывăх çынсемпе тÿрĕ кăмăллă пулăр, унсăрăн кирлĕ мар пăтăрмахсем пулĕç.

Ухăçăна 2011 çулта савăнăçлă парнесем кĕтеççĕ: çемьере те, юлташла хутшăнусенче те. Апла пулин те сыхă пулмалла. Укçа-тенкĕ тĕлĕшпе ыйтусем сиксе тухма пултарĕç. Юлташсен пулăшăвĕ витĕмлĕ те пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Хăшĕсем ĕç картлашкипе çÿлерех хăпарма пултарĕç.

Ту качакин укçа-тенкĕ енĕпе лару-тăру малтанхи пекех пулсан та кăçал ĕç аталанăвĕ пĕр тикĕс пымасть. Çемьере хăш-пĕр ыйтусене татса пама тивет. Питĕ чăтăмлă пулмалла, унсăрăн çулталăк хушшинче ăнăçсăр ĕçсем нумай пулма пултараççĕ. Чи пĕлтерĕшли – эсир çулталăкĕпех сывлăхлă пулни.

Шывтăканăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ те ăнăçуллă. Хăш-пĕрисене «çÿллĕрех» ĕç кĕтет. Çемьере те пурнăç пĕр тикĕс пырать. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕнче йывăрлăхсем пулнă пулсан вĕсем кăçал татăлĕç. Куçман пурлăх туянма та пултаратăр. Çуллахи вăхăтра сывлăха çирĕплетме ан манăр, унсăрăн вăл хавшама пултарĕ. Çулталăкĕпех сывлăха мала хурăр.

Пулăн 2011 çулхи ишевĕ лайăх иртĕ. Сывлăхпа, пурнăçпа пĕтĕмĕшле çыхăннă ыйтусем йывăррисем пулмĕç. Çулталăк пуçламăшĕнче çеç укçа-тенкĕ ыйтăвĕ тухса тăрĕ. Юратакан Пулăсем çемье çавăрĕç. Çулталăк вĕçнелле ĕçре ăнăçусем кĕтеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика