25 декабря 2010 г.
Раççейри килти хушма хуçалăх вăл тĕнчери экономика тĕлĕшĕнчен аталаннă пĕр çĕр-шывра та çук йĕркеленÿ. Пирĕн çĕр-шывра вăл 19-мĕш ĕмĕрте крепостла йĕркене пăрахăçланă хыççăн çуралнă. Аталанăвăн çĕнĕ тапхăрне тухнă хресчене ун чухне пурăнма вырăн панипе пĕрлех çĕр лаптăкĕсем уйăрса панă.
Килти хушма хуçалăха аталантарассине паян Раççей Федерацийĕ хăйĕн патшалăх политикин пĕр пайĕ туса хучĕ. Ăна пырса тивекен ыйтусене нумай чух федераллă шайра, Ял хуçалăх министерствин кабинечĕсенче пăхса тухаççĕ, ялта пурăнакансен пурнăç тата ĕç условийĕсене лайăхлатма йышăнусем тăваççĕ. Çÿлти пуçлăхсен ĕçĕ ялта пурăнакансем ăна тивĕçлĕ хак парса йышăнсан çеç çимĕç парайрать...
Иртнĕ кунсенче Турай ял тăрăхĕнчи Çаран çырми ялĕнче пурăнакан Харитоновсем патĕнче пулма тÿр килчĕ. Кил хуçи арăмне, Екатерина Николаевнăна, урамра тĕл пултăмăр. Пирĕнпе пĕрле кил хушшине кĕрсенех 81 çулхи асанне çулсем пуррине пăхмасăрах вăр-варрăн ĕнене пĕр витре шыв пачĕ.
– Выльăхĕ пирĕн нумай-ха. Вĕсем пирки пÿртре мăшăрăм каласа парĕ, – тесе йăваш чăваш хĕрарăмĕ пире пÿртелле чĕнчĕ. Ашшĕпе амăшне пăхса пурăнакан аслă ывăлĕпе çемйин ĕç юратăвĕ кил хушшинче çирĕп хуралтăсем çавăрнинченех аван курăнчĕ. Пултарать иккен ял çынни те пурăнас тесен!
1924 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче 8 ачаллă хресчен çемйинче кун çути курнă Иван Харитонович паян 87-мĕш çулпа пырать. 17 çултах (1942) Тăван çĕр-шывăн хаяр вăрçин вутне кĕнĕ каччă малти линире Ленинграда хÿтĕленĕ, йывăр амансан 5,5 уйăх йывăрлăха лекнĕ хуларах госпитальте сывалса ура çине тăрса блокадăна татнă çĕре хутшăннă. Вăрçăран таврăннăранпах (1945 çулхи раштав уйăхĕнче) хастар арçын тăван килте хушма хуçалăха аталантарассипе вăй хурать.
– Вăрçă хирĕнчи сивĕсене чăтса ирттерниех фронтран таврăнсан мана ăшă тытасси пирки ытларах шухăшлаттарчĕ пулас. Урана ăшă пулсан фронтра нимĕнле çапăçу та хăрушă марччĕ. Çавăнпах киле таврăнсан кăçатă йăвалассине алла илтĕм те паян та çак ĕçе алран ямастăп, – терĕ тин кăна йăваласа пĕтернĕ кăçатăпа паллаштарса И. Христофоров.
– Сирĕн çулсене кура паян килти хушма хуçалăха аталантарассипе çамрăксем ытларах ĕçлеççĕ пулĕ-ха; – интересленетĕп фронтовикран.
– Çамрăксем вăй хунипе эпир мăшăрăмпа иксĕмĕр те питĕ кăмăллă. Вĕсен ĕçне шута хамасăр эпир пултараймастпăр. Ун пек каласан акă Наташа мăнукăм Петĕр пичче фронтра ăçта пуç хунине шыраса тупрĕ. Тавах ăна çакăншăн. Паян эпир унччен хыпарсăр çухалнă П. Харитонов нимĕçсен тыткăнĕнче вăхăтсăр пуç хунине пĕлетпĕр. Анчах Ваçли пичче пирки паян та хыпар-хăнар çук, – ассăн сывларĕ Иван Харитонович.
– Миçе ача çуратса ÿстернĕ вара эсир; – кăсăкланатăп малалла.
– Эпĕ хам та нумай ачаллă çемьере (3 ывăлпа 5 хĕр) çуралса ÿснĕ пулсан манăн мăшăрăм та пĕчĕк çемьерен мар. Çакна кура эпир те 4 ача (пĕр хĕрпе 3 ывăл) çуратса пурнăç патăмăр. Кашниех хăйĕн çулне тупнă ĕнтĕ. Мăнуксем те самай ÿссе кайрĕç, – савăнса каласа парать вăрçă ветеранĕ мăшăрĕ çинчен куç илмесĕр.
– Эсир ялти шăкăл-шăкăл çемье пулни урамранах курăнать. Кил хапхи умĕнче ларакан автомашинăсем ĕçлемесĕр харпăрлăха килмеççĕ. Çапла мар-и;
– Эпир мăшăрпа вăрçса-çапăçса пурăнман, ачасене те ăна вĕрентмен. Паян урампа эрех ĕçнĕ çамрăксем тайкаланса утнине куратпăр та вĕсем ыранхи куна пăхманнишĕн тарăхатпăр. Анчах мĕн тăвас; Кашни çын пурнăçри çулне хăй суйлать. Кунта хупăрлакан çук, – калаçăва хутшăнчĕ сĕтел çине çăмарта ăшаласа пырса лартнă Кĕтери кинемей.
– Мăшăрăм ырă кăмăллă пулни, хĕрĕмпе ывăлăмсем тата вĕсен çемйисем пулăшса тăни мана 87 çула çитерчĕ те ĕнтĕ. 17 çулта вăрçа тухса кайнă чух паянхи пурнăç пирки ĕмĕтленмен те, – куççульне шăлса илчĕ Иван асатте.
– Выльăхĕсем мĕн чуль-ха тата; – ыйтатăп Кĕтери кинемее куçран тинкерсе. Ватă хĕрарăм мăшăрĕ çине пăхса илчĕ те малтан унăн ĕçри ÿсĕмĕ пирки сăмах пуçларĕ:
– Выльăхĕсем пур-ха, анчах вĕсене пăхасси çăмăл ĕç мар. Çулла пушшех. Çамрăксем куллен ĕçе кайнăран иртнĕ çулла 3 ĕнешĕн, 15 сурăхшăн (кашниншĕн пĕрер кун) касу пăхма ватлăх çулĕсене пăхмасăрах Иван кайрĕ. Тавах Туррине ăна çапла сывлăх панишĕн, – терĕ Кĕтери кинемей Турăш кĕтеснелле çаврăнса.
– Ĕнесемпе сурăхсем çеç мар-çке пирĕн, – сăмахлать асатте, – 2 вăкăрпа пĕр тынашка, 10 хурпа 13 бройлер тата шучĕ çук чăх-чĕп çу каçарасси пĕртте çăмăл ĕç мар. Ку вара йăлтах мăшăрăм çинче. Куратăр вĕт, хăяккăн выртнипе нимĕн те пулмасть. Акă иртнĕ кунсенче кăна ĕне пăруларĕ. Урлă выртакан пĕренене майлă çавăрса хумасан ырă пурнăç пирки ан та шутла, – Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ çине пăхса илчĕ ветеран.
– Аслă Отечественнăй орденĕпе танлаштарсан ку награда сирĕншĕн пахарах пулас. Мĕнле тивĕçнĕ эсир ăна; – кăсăкланатăп ветеран кăкăрĕ çине пăхса.
– Ленинграда хÿтĕленĕ чух пулчĕ ку. Командир мана малти линирен штаба кирлĕ пĕлтерÿсем леçме шанатчĕ. Ака уйăхĕччĕ. Траншейăсенче шыв тăнă пирки пĕррехинче пĕр уçă вырăна брусвер çийĕн чупса иртме шутларăм. Унччен те пулмарĕ, хăлха патĕнченех пĕр пуля шăхăрса иртрĕ. Сисрĕм, инçетри шыв башни патĕнче фашистсен снайперĕ. Тепĕр пĕр-икĕ утăм тусаччĕ çеç, сылтăм пĕçĕ пĕçерсе кайрĕ. Ÿкрĕм пулсан та, шăва-шăва хушнă пĕлтерĕве штаба çитертĕм. Çав паттăрлăхшăн командовани мана Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлама тăратрĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине Румынире вĕçлесе 1945 çул вĕçĕнче салтакран таврăннă фронтовик мирлĕ пурнăçра та алă усса ларман. Килти хушма хуçалăха аталантарнипе пĕрлех тăван колхоз ĕçĕнчен те юлман. Рядовой колхозник пулса та тимленĕ, кладовщикра та ырă ят хăварнă, уй-хир бригадирĕн пулăшаканĕ пулса та вăй хунă. Шанчăклă фронтовика 18 çул тăван хуçалăхри ревизи комиссийĕнче ĕçлеме шаннă.
– Паян çынсем эрех ĕçеççĕ. Пирĕн вăхăтра ăна ĕçме вăхăчĕ пулман. Ĕç кунĕн нормине тултармасан сана тырă та, улăм та паман. Гулянкăра çÿресен хĕл каçма вутă та пулмасть. Çапла вара хресчен пурнăçĕ питĕ йывăр вăл. Анчах алă усса лармасан хуларинчен пĕртте кая мар пурăнма пулать, – терĕ чей чашкине сĕтел çине лартса Иван Харитонович. Çапла калаçнă хушăрах мăшăрĕнчен ĕнесемпе сурăхсене кăнтăрлахи шăварнипе кăсăкланчĕ.
Çапла ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ Екатерина Николаевнăпа Иван Харитонович Харитоновсем паян та алăри ĕçе хăй еккипе ямаççĕ. Ачисем те хăйсемпе пĕр çăвартан пурăннишĕн савăнаççĕ вĕсем.
А. БЕЛОВ.