Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортри çĕнтерÿрен – пурнăçри çĕнтерÿ патне

25 декабря 2010 г.

Сывлăх пирки, малашлăх пирки шутлакан çын спортпа туслă пулма тăрăшать. Анчах ача пĕчĕкренех инвалид пулсан;

Чунĕпе тÿррисем, çирĕпписем малаллах талпăнаççĕ, нимĕнле йывăрлăха та парăнмаççĕ. Пирĕн Павел та çаплах. Кĕçех вăл Юнкăри вăтам шкулта 11 класс вĕренсе пĕтерет. Ачаллах сылтăм урине çухатма тивнĕ пулсан та ытти ачасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл: футболла та вылять, теннисла та пултарать, бадмитонпа та малтисен ретĕнче.

Пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарта инвалидсем хушшинче иртнĕ турнирта çĕнтерÿçĕ пулчĕ, Балаково хулинчи ăмăртура та малтисен ретне тăма пулатарчĕ. Кăçал вара, декабрь уйăхĕнче, Павел Селюшкин Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнчĕ. Бадмитонла вылякансем хушшинче 4-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Павел çак ăмăртăвăн девизне – «Спортри çĕнтерÿрен – пурнăçри çĕнтерÿ патне!» – каларăша яланах тĕпе хурать.

Эпир пурте Павела çирĕп сывлăх, пурнăçра тата экзаменсенче ăнăçу сунатпăр.

М. СЫТИНА,

Юнкă шкулĕнчи

директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика