Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăхлă тавар туянас тесен

25 декабря 2010 г.

«Эпĕ апат-çимĕç лавккинче ирĕлтернĕ сыр туянтăм, анчах та киле çитсен сыр пахалăхсăр пулнине, ăна кăвакарнă тутă çапнине туйрăм. Сыра сутуçă мана улталаса сутнă пулас. Çакăн пек чухне мĕн тумалла пирĕн, тавар туянакансен, пахалăхсăр тавара пахалăхлипе улăштарса пама тивĕç-и сутуçă;»

Редакцие килнĕ çыруран.

Кун пек пăтăрмах пуринпе те пулма пултарать, çавăнпа та ку ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе эпĕ район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçипе Э.И. СИМАКОВĂПА калаçрăм.

– Эльвира Иосифовна, çÿлерех асăннă çыру авторне мĕн каланă пулăттăр эсир;

– Тавар туянакана «О защите прав потребителей» саккун хÿтĕлет. Суту-илÿ ĕçĕ вара çак саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Кулленхи ĕçре манăн та çÿлерех асăннă пăтăрмахсемпе тăтăшах тĕл пулма тивет. Çавăнпа та вăл е ку йышши тавара туянас тесен чи малтан тимлĕх кирлĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, сентресем çинче хутран-ситрен пахалăхсăр тавар та пулма пултарать. Апат-çимĕç продукчĕн этикетки çинче тавар ячĕ, йывăрăшĕ, ăна мĕнрен хатĕрлени, калори шайĕ, хăçан хатĕрлени, управ тата усă курас срока, ăçта хатĕрленине кăтартни пулмалла.

Çыру авторĕн пĕр тăхтаса тăмасăр пахалăхсăр тавара каялла лавккана леçсе памалла тата сутуçăна пăтăрмах сăлтавне ăнлантармалла, пахалăхсăр тавара пахалăхлипе улăштарса е унăн хакне саплаштарма ыйтмалла пулнă.

– Суту-илÿ залĕсенче тавар туянакансен ятарлă кĕтесĕсем пур, саккунпа килĕшÿллĕн унта мĕн-мĕн пулмалла-ха;

– Кашни лавккарах çавăн йышши кĕтессем пулмалла. Вăл кĕтес тавар туянакана тĕрлĕ информаципе туллин паллаштармалла. Çавăнтах сутуçăсен çăхавсемпе сĕнÿсен кĕнекине вырнаçтармалла. Тавар туянакан унта хăйĕн шухăш-кăмăлне çырса пĕлтерме пултармалла. Сутуçăн ăна тавар туянакана алла памасăр тăма ирĕк çук. Çÿлерех асăннă çыру авторĕн те çавăн йышши кĕнеке çине хăйĕн шухăшне палăртмалла пулнă. Çапах та эсир сутуçăпа пĕр-пĕрне ăнланмарăр е эсир ку тĕлĕшпе ыйтăва килĕшÿллĕн татса параймарăр пулсан çÿллĕрех шайри ĕçченсемпе сăмахлăр.

– Лавккасенче кăлпасси изделийĕсем туяннă чухне унăн вĕçĕсенчи пăралук хĕскĕчсене касса памаççĕ, çакăн пек тĕслĕхсем ялсенчи лавккасенче тата ватă-вĕтĕсемпе суту-илÿ тунă чухне ытларах палăраççĕ. Çакă тĕрĕс е...;

– Енчен те тавар туянакан хĕскĕче касса пама ыйтмасть пулсан сутуçă касмасть. Кăна ытларах чухне тавара чылай вăхăт хушши упрас текенсем ыйтаççĕ. Анчах та саккунпа килĕшÿллĕн унăн виçине пĕтĕмĕшле виçерен чакармалла. Ытти чухне вара сутуçăн ăна кăлпассин икĕ пуçĕнчен те касса илмелле, ун хыççăн тин виçмелле.

– Юлашки çулсенче урамсем хушшинче çăнăх-кĕрпе йышши тавар сутакансем йышланчĕç. Вĕсенчен тавар туянас текенсен мĕн пĕлмелле-ха;

– Именсе тăмалла мар, тавара ăçтан кÿрсе килнине, ăçта хатĕрлесе кăларнине сутуçăран ыйтмалла. Çавăн пекех вĕсен çумра ятарлă карточка пулмалла. Унта предприниматель ĕç-хĕлне регистрациленине, сутуçăн ятне туллин çырнине палăртмалла. Çаксене пурне те регистрацилекен орган ĕçченĕсен алă, пичет пусса çирĕплетмелле.

– Йăлара усă курмалли техникăна туянакан та тĕрлĕ пăтăрмаха лекме пултарать, чи малтан унăн мĕн çине тимлĕх уйăрмалла-ха;

– Лавккара кăмăла каякан тавара суйласа илтĕр тейĕпĕр. Чи малтанах сутуçăран таварпа тата унпа йăлара епле усă курмаллине ăнлантарма, сирĕн умăртах техникăна ĕçлеттерсе кăтартма ыйтмалла. Комплекта кĕрекен пур япала та пуррине тĕрĕслемелле. Сутуçăн сире тĕрлĕ чĕлхепе çырнă техника инструкцине памалла тата ун çумне вара тавар чекне çыпăçтармалла. Енчен те вăхăт иртсен тавар пахалăхсăр пулнине туятăр пулсан 14 кун хушшинче лавккара пахалăхсăррине пахалăхлă таварпа улăштарса пама тивĕç. Анчах та тавар сăн-сăпатне, курупкана тата пломбăна сиенлетмелле мар, чека упрамалла.

– Улăштарас тенĕ тавар сутлăхра пулмасан...

– Кун пек чухне вара сутуçăн укçана каялла тавăрса памалла е çавăн йышши тавара кÿрсе килсен пĕр тăхтаса тăмасăр ун пирки сутуçăн тавар туянакана пĕлтермелле.

Эпĕ вара сăмахăма вĕçленĕ май пурне те ыррине кăна сĕнетĕп, сирĕн сĕтел çинче, хуçалăхра кирек хăçан та пахалăхлă тавар кăна вырăн туптăр, вĕсем сире яланах савăк кăмăл парнелеччĕр.

Р. ИЛЛАРИОНОВА

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика