25 декабря 2010 г.
Çапла каласа хучĕ мана Чуманкасси ял тăрăхне кĕрекен Карманкасси ялĕнче пурăнакан Валерий Николаевич Семенов часах хăйĕн юбилейне кĕтсе илесси пирки шахвăртса сăмах тĕксе илсен. Çапла, январĕн 4-мĕшĕнче вăл 60 çул тултарать. Пĕрремĕш çул мар пĕлетĕп ăна. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Юлашки 17 çулне «Ударник» хуçалăхра аслă инженерта тăрăшрĕ. Икĕ çул каялла вара фермер ĕçне кÿлĕнчĕ. Сăмах май унччен те вăл çĕр ĕçĕнчен аякра тăман. Халĕ вара хăйне пуçĕпех çĕр ĕçне пачĕ темелле. Фермер хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх тĕллевĕсем пирки çапла каласа пачĕ:
– Ял çынни çĕр ĕçĕсĕр пурăнаймасть. Пирĕн çемьере те çавăн пекех. Унччен те эпир килти хушма хуçалăхра çителĕклĕ таран пахча çимĕç те, тымар çимĕç те çитĕнтернĕ. Ытти лаптăкра вара пĕтĕмпех çĕр улми пулнă. Курăксем пачах акса туман. Çакă эпир выльăх-чĕрлĕх усраманни пирки каламасть. Мĕншĕн тесен çĕр улмипе ĕçлени курăк акса утă тунинчен самай тупăшлăрах. Шутласа пăхма пултаратăр: кăçал пĕр тонна çĕр улмине 20 пин тенкĕпе те сутма май пулчĕ пулсан, унпа выльăх апатне мĕн чухлĕ туянма май пур. Çапла вара 25 çул эпир килти хуçалăхра ытларах çĕр улми çитĕнтернĕ.
Фермер хуçалăхне те эпĕ çĕр улми çитĕнтерме йĕркелерĕм. 2009 çулта пуçăнтăм ку ĕçе. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра çемье членĕсен пай çĕрĕсене илтĕм. Çĕр лаптăкĕ 3 гектара çитрĕ. Кунта малтанхи утăмсене тума ĕçсĕррисене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хăйсен ĕçне йĕркелеме 58 пин тенкĕ ытла уйăрса пани те япăх мар тĕкĕ пулчĕ. Унпа «Ударник» хуçалăхран çĕр улмин супер элита вăрлăхне туянтăм. Хамăн та вăрлăх пулнăччĕ. МТЗ-80 трактор, плуг туянма та май çитертĕмĕр. Çакăнтан пуçăнчĕ те пĕтĕмпех.
Эпĕ çĕр улмин элита вăрлăхне туса илессипе ĕçлетĕп. Мĕншĕн тесен пахалăхлă вăрлăха вырнаçтарассипе нихăçан та проблема çук. Сăмах май халĕ манăн çĕр улмин 8 сорчĕ пур. Кусем вĕсем «жуковский ранний», «удача», «ильинский», «красавчик», «шар» т. ыт. те.
Ывăл Мускавра Лорх ячĕпе хисепленекен Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институтĕнче ял хуçалăх наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕлерĕ, халĕ Шупашкарта ял хуçалăх академийĕнче вĕрентет, доцент. Çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсене ун урлă Мускавран та кÿрсе килме май тупнăччĕ.
Эпĕ ир тата вăтам ир пулакан сортсемпе ĕç-летĕп. Мĕншĕн; Пĕрремĕшĕнчен, иртерех туса илнĕ çĕр улми хаклăрахпа сутăнать. Вăрлăха яровизаци туса шăтарса лартсан ăна пухса кĕртичченхи тапхăра татах кĕскетме май пур. Тепĕр енчен тата иртерех лартса хăварса маларах пухса кĕртекен çĕр улмине колорадо нăрри те ытлашши сиен тăваймасть.
Кирлĕ техника хатĕрĕ пулман пирки малтанхи вăхăтра техникăна тара тытса та ĕçлеттерме тиврĕ. Халĕ вара ку ыйтăва та татса пама май килчĕ. Кăçал республика Экономика аталанăвĕн министерстви пĕрремĕш çул ĕçлекен предпринимательсем хушшинче ирттерекен конкурса хутшăнтăм, ир пулакан çĕр улми вăрлăхне туса илессипе хатĕрленĕ бизнес-плана хÿтĕлесе техника туянма уйăракан 300 пин тенкĕ тĕллевлĕ гранта тивĕçрĕм. Унпа 4 рет çĕр улми лартмалли Л-202 сажалка, КОН-2,8 культиватор, КТН-2,8 копалка туянтăм. Çывăх вăхăтрах имçам пĕрĕхмелли агрегат туянасшăн. Тепĕр майлă каласан халĕ манăн çĕр улми вăрлăхне туса илессипе пĕтĕм тапхăр валли техника пур. Çавăнпа та çĕр улми лаптăкне те сарма палăртатăп. Кăçал вăрлăха 3 гектар çинче çитĕнтернĕ пулсан, çитес çуркунне ăна 5 гектар çинче лартса хăварасшăн.
Пĕтĕм ĕçе эпир хамăр çемьепе кăна пурнăçлатпăр. Айккинчен çынсене чĕнмен. Ывăлпа хĕрсен çемйисем те пулăшаççĕ. Ачисем те çĕр ĕçне хăнăхса ÿсеççĕ.
Хальлĕхе эпĕ минераллă удобренисемпе ĕçлесех кайман. Тислĕкне вара хире çуллен 25–30 тонна кăларнă. Çĕр структурине палăртса малашне минераллă удобренисемпе усă курассине те практикăламалла пулать.
Çанталăк кăçал çĕр ĕçченĕшĕн меллех пулмарĕ, шăрăх нумай сиен кÿчĕ. Апла пулин те ир пулакан «жуковский ранний», «красавчик», «шар» сортсем гектар пуçне 150 центнера яхăн тухăç пачĕç.
Çĕр улмине шăварма сĕнместĕп. Е шăварас пулсан ăна вĕçĕм шăварса тăрассине йĕркелес пулать. 1–2 хут шăварнинчен уссинчен ытларах сиенĕ кăна.
Наркăмăшлă им-çамсемпе, минераллă удобренисемпе ĕçлеме ятарлă техника, специалистсем кирлĕ. «Моргаушагропромхими» хупăннă май халĕ ун пеккисем районта çук. Çавăнпа та тен «Моргаушавтотехсервис» предприятире кун пек ятарлă отряд йĕркелеме май килсен фермер хуçалăхĕсемшĕн питех те меллĕ пулĕччĕ.
Юлашкинчен çамрăксем тĕлĕшпе те пĕр-ик сăмах каласа хăварас кăмăл пур. Чылайăшĕ ялта ĕç çук тесе аптăрать, çав вăхăтрах çĕр ĕçне йĕркелес шухăшлисем сахал е шикленсе тăраççĕ. Хăюллăрах пулма сĕннĕ пулăттăм вĕсене. Кăмăл пулсан, тăрăшсан пĕтĕмпех пулать.
В. ШАПОШНИКОВ
çырса илнĕ.