25 декабря 2010 г.
Çак кунсенче Чăваш Республикин Аслă сучĕн уголовлă ĕçсемпе ĕçлекен суд коллегийĕ Н.А. Антипов тата Л.А.Тикинев тĕлĕшпе кассаци ĕçĕсене пăхса тухрĕ.
А.Н. Антипова маларах, 2001 çулта, судпа айăпланă, тăхăр çул та виçĕ уйăхлăх ирĕкрен хăтарнă, 2006 çулта вăхăтсăр ирĕке кăларнă. Халĕ вара 7 çуллăх ирĕкрен хăтармалла турĕç.
Л.А. Тикинев маларах милици ĕçченĕ пулнă. Ăна 6 çул та 6 уйăхлăх айăпланă. Вĕсем иккĕшĕ те çитес вăхăта çирĕп режимлă колонире ирттерĕç.
Ĕçĕ вара çапларах пулса иртнĕ. Преступниксен Н.А. Антиповран, Л.А. Тикиневран тата М.А. Шхашемиевран тăракан ушкăнĕ чылай хуçалăхри складсенчен хаклă йышши ядохимикатсем тата ытти тĕрлĕ пурлăха вăрланă. Пĕтĕмпе вара вĕсем 22 преступлени тунă. Преступниксем Чăваш тата Тутар Республикисене, вăл шутра Муркаш районĕнчи хуçалăхсене тата Чул хула облаçне çитнĕ.
Л.А. Тикинев М.А. Шхашемиевпа паллашать. Кредит парăмне саплаштарас тĕллевпе 20 пин тенкĕ укçа кивçен ыйтать. Анчах та Шхашемиевăн укçа çук тата ăна пĕрлехи вăйпа çăмăллăнах ĕçлесе илме май пуррине ăнлантарать.
Хаклă йышши химикат упранакан складсен адресĕсене М.А. Шхашемиев тупса парать. Инçет енчен килнĕ арçын чăваш тăрăхне аванах чухланă пулас, ялсенче вăл хăйĕн ĕçĕсемпе çÿренĕ. Çав хушăрах хаклă йышши химикатсем упранакан складсем ăçта вырнаçнине пĕлнĕ. Кив Матьăк ялĕнчи складран МТЗ-80 маркăллă тракторăн икĕ шинине вăрласа тухаççĕ. Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăха та çитеççĕ. 10 литр «Дианат» шĕвек гербицид вăрлаççĕ, унăн хакĕ 5500 тенкĕ тăрать. Çавăн пекех 23184 тенкĕлĕх «Оксанол Агро», 83300 тенкĕлĕх «Террастар, ВДГ» препаратсене вăрласа тухнă. Пĕтĕмĕшле тăкак хакĕ вара 112230 тенкĕпе танлашать.
«Герой» хуçалăха та преступниксем пысăк тăкак кÿнĕ. Складран 101243 тенкĕлĕх ядохимикат вăрласа тухнă. Çакăнпа кăна çырлахмаççĕ-ха вĕсем. Çавăн пекех сварка аппарачĕ тата шлиф машини илсе тухаççĕ.
Преступниксен ĕçĕ-хĕлĕ унччен хатĕрленĕ çирĕп планпа пулса пынă. Ăна М.А. Шхашемиев йĕркеленĕ. Çÿлерех асăннă хаклă йышши ядохимикатсенчен пысăк тупăш илме май тупнă. Преступниксем тĕлĕшпе 18 томран тăракан уголовлă ĕç пуçтарăннă.
Çак преступление уçăмлатма уйрăмах йывăр пулнă. Преступленисене чылай енлĕ, тĕрлĕ регионсенче тата тĕрлĕ вăхăтра тунă, преступниксем пур айăпа та хăйсем çине илмен. Çавăн пекех преступлени тунине тÿрремĕнех çирĕплетекен свидетельсем пулман, преступниксен ушкăнне йĕркелекен Шхашемиев йĕрке хуралçисенчен тарса пытаннă. Паянхи кун вăл федераллă шыравра. Çапах та прокурор пулăшуçи, юстици советникĕ Ю.М. Семенов тата ку енĕпе яваплă ĕçченсем çине тăрса ĕçленипе преступниксене тăрă шыв çине кăларнă.
Р.ИЛЛАРИОНОВА.