30 декабря 2010 г.
Муркашри ветерансен хорĕн концерчĕ вĕçленсен (Ача амăшĕн кунне халалланă уявра пулчĕ хор концерчĕ) ура çине тăрса тăвăллăн алă çупса тав турĕç куракансем артистсене.
– Питĕ тĕлĕнсе пăхса лартăм. Анне çинчен юрланă пĕрремĕш юрă хыççăн куççуль тухрĕ. Кун пек концерт тахçанах курман, чуна пырса тивеççĕ юррисем: пĕтĕмпех эпир çамрăк пулнă чухнехи юрăсем тата. Кун пек концерт хыççăн пурăнас килет, – кăмăллăн калаçать мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех районти тĕп больницăра медсестрара ĕçленĕ В.П. Налимова.
– Тăваттăмĕш хут куратăп ку концерта. Татах курас килет. Концерт вăхăтĕнче юнашар ларакансене сăнарăм та: питĕ юратса пăхса ларчĕç, – калаçăва хутшăнчĕ районти тĕп больницăра ĕмĕрĕпех операци медсестринче вăй хунă П.В. Клементьева. – Çыннисем мĕнле илемлĕ тата. Ан пăрахчăрах юрлама вĕсем. Ытти ялсене те савăнтарччăр хăйсен пултарулăхĕпе. Хамăн мăшăрăм унта çÿренишĕн те çав тери хĕпĕртетĕп.
Чăннипех те сцена çине пĕрремĕш хут тухнă хыççăнах ырă ят çĕнсе илнĕ Муркашри ветерансен хорĕ çак чыса паян çÿлтех тытса пырать. Астăватăп-ха вĕсен пĕрремĕш концертне. Иртнĕ çулхи Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн пĕр кунта икĕ мероприятире икĕ хутчен куртăм вĕсен концертне. Тепĕр икĕ хут курнă пулсан та хам та йăлăхас çукчĕ. Куçсемпе кашни юрлакана пăхса çаврăнтăм: мĕн тери ялти хисеплĕ, чыслă-сумлă çынсем пуçтарăннă кунта. Репертуарĕ те пуян.
Кĕске вăхăтрах ят-сум çĕнсе илнĕ коллектив иртнĕ çул республикăра ветерансен хорĕсем хушшинче ирттернĕ фестивале хутшăнчĕ, дипломпа таврăнчĕ. Ун хыççăн Шупашкарта Республика кунĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕç Муркашсем.
Халĕ ветерансен хорĕ халăх умне хăйĕн иккĕмĕш программипе тухать ĕнтĕ. Чăваш, вырăс халăх юррисем, чăвашсен тĕрлĕ композиторĕсен юррисем, чăннипех те, чуна тыткăнлаççĕ. Хăй вăхăтĕнче халăх чунне-юнне кĕрсе вырнаçнăскерсем паян та чĕрене темле лăпкăлăх, пурнăç илемне илсе кĕреççĕ. Хор йĕркеленнĕренпе вара кĕçех 2 çул çитет. 2009 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче иртнĕччĕ вĕсен пĕрремĕш репетицийĕ. Ку вăхăта Муркаш райповĕн председателĕн çумĕнче нумай çул ĕçленĕ Е.С. Куликова çапла аса илет:
– Районти ветерансен канашĕн ертÿçин М.В. Виноградовăн Муркашра ветерансен хорне тахçанах йĕркелес кăмăл пурччĕ. 2008 çул вĕçĕнче пире, пенсионерсене, районти социаллă хÿтлĕх пайĕпе РФ ПФ хамăр районти управленийĕ «Чувашагрокредитбанка» пуçтарчĕç.
– Айтăр-ха кивĕ Çĕнĕ çула пенсионерсем пурте пĕрле Муркашри районти Культура çуртĕнче кĕтсе илетпĕр, – терĕмĕр.
Пурте килĕшрĕç. Кунта каллех пирĕн ветерансен хорне йĕркелес шухăш çиеле тухрĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçипе Н.П. Петровăпа районти ветерансен канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова çакăн çинчен тÿрех Ю.Н. Жуков композиторпа калаçрĕç. Килĕшрĕ Юрий Нестерович Муркашри ветерансен хорне йĕркелесе ертсе пыма. Пĕрремĕш репетицинчен пуçласах пĕр сиктермесĕр çÿретĕп, – Ефросиния Сергеевна хăй ветерансен хорне çÿренипе питĕ кăмăллă пулни кашни сăмахĕнченех курăнать. Хора унăн мăшăрĕ, районти тĕп больницăра физиотерапевтра ĕçлекен Николай Филиппович та çÿрет.
Икĕ çул хушшинче хор коллективĕ унта çÿрекенсемшĕн тăван коллективах пулса тăчĕ.
– Иртнĕ эрнере пĕр репетици сикрĕ те, хамăра тем çитмен пекех туйăнать. Пĕр-пĕрне курас килет. Эпир пĕр çемьери пекех пулса кайрăмăр, – теççĕ хора çÿрекенсем.
Пĕтĕмпе паян çак чун туртакан çĕнĕ коллективра 31 çын. Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан В.З. Егоровшăн та, Çатракассинчи Р.К. Соловьевăшăн та Муркаша эрнере икĕ хутчен репетицие килесси – уяв вырăнĕнчех. Виталий Зиновьевич балалайкăпа выляса такмак калама пуçласан залра темле чĕрĕ хум чупса иртнĕ пек туйăнса каять: йăл кулăпа, тулли кăмăлпа пăхса лараççĕ куракансем. Роза Ксенофонтовна вара 6 теçетке урлă каçсан сăвă çырма пуçланăскер, хăйĕн пурнăçĕпе сцена çинчен сăвă йĕркисенчен паллаштарать.
– Пĕрле пуçтарăннă чухне районти çĕнĕ хыпарсемпе те паллашатпăр кунта. Пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçатпăр. Никам та укçа çинчен калаçмасть. Савăнса çÿретпĕр хора, - Муркашри Ачасен пултарулăх çуртне 11 çул ертсе пынă Р.В. Колесникова сăмахĕсем кусем. Пĕр-пĕрне çуралнă кунпа саламласси те йăлана кĕнĕ кунта.
– Хора Юрий Нестерович ертсе пынăран çÿрес терĕм. Мĕншĕн тесен вăл вĕрентнипе эпир тĕрĕс юрлатпăр, юрлас тесех юрлатпăр, – хăйĕн шухăшĕпе паллаштарать 38 çул шкулта ачасене вĕрентнĕ, нумай вăхăт Муркашри шкул директорĕн çумĕнче тăрăшнă А.В. Ильина. – Ĕçе килнĕ пек вăхăтра çÿретпĕр репетицие. Кая юлсан çынран аван мар тесе утăма хăвăртлататпăр.
Пĕрремĕш концертра пăлханнипе чĕтремех пуçларăм. Анчах халăх çав тери кăмăллăн йышăннине курсан лăплантăм. Ку та Алевтина Вениаминовна сăмахĕсемех.
Чăннипех те куракансем чунтан тата «чĕрĕ» сасăпа юрлакан юрăсемсĕр тунсăхласа çитни курăнать. Ахальтан мар ĕнтĕ таврари ялсенче те Муркашри ветерансен хорне хапăл туса кĕтсе илеççĕ, ăшшăн ăсатса яраççĕ. Хамăр районта çеç-и; Нумаях пулмасть Шуршăлта пурăнакансене те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ Муркашри ветерансен хорĕ. Çула тухса çÿреме транспорт енĕпе ыйтăва татса пама Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин пулăшсах тăрать.
Хăйсене кăтартнисĕр пуçне хора çÿрекенсем ыттисен пултарулăхĕпе паллашма, вĕсенчен ыррине илме яланах хавас. Пĕлтĕр хор коллективĕ Чăваш патшалăх халăх юрăпа ташă ансамблĕн концертне кайса курчĕ. Кăçал вара Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Юратсан, юрлас килет» камитпе паллашрĕç. Сăмах май каласан спектакль пĕтĕмпех Юрий Жуков кĕвĕленĕ юрăсенчен тăрать.
Хор коллективĕпе унăн илемлĕх ертÿçи Ю.Н. Жуков хăй те питĕ кăмăллă.
– Вĕсем чунтан юратса юрлаççĕ репертуара кĕртнĕ юрăсене. Репетицисенче малтан сасса уçатпăр. Хорта 2-3 сасăпа юрлатпăр. Кĕçех 4 сасăпа юрлама пуçлатпăр. Ветерансене хора çÿренĕшĕн тав сăмахĕ калас килет, – тет Юрий Нестерович.
Вăт мĕнле килсе тухать пурнăç. Малтан Муркаш шкулĕнче музыка учителĕнче ĕçленĕ чух Юрий Нестерович ачасене илемлĕ кĕвĕ тĕнчи тăрăх илсе çÿренĕ пулсан паян вĕсен амăшĕсемпе ашшĕсем савăнтараççĕ куракансене хăйсен пултарулăхĕпе. Вĕсенчен нумайăшĕ хорта пĕрремĕш мар. 43 çул Муркашри шкулта ачасене вĕрентнĕ, паян 74-ри Н.П. Клементьев та, паян хора çÿрекен ытти учитель-ветерансем те 20 çул каялла Юрий Нестерович шкулта йĕркеленĕ учительсен хорне çÿренĕ. Ыттисем те ача чухнех юрă-ташăпа туслă пулнă.
Чăннипех те пĕр кăмăллă çынсем – юрра-кĕвве юратакансем çÿреççĕ Муркашри ветерансен хорне. Пурте вĕсем район администрацине сцена çине тухмалли тумтир çĕлесе панăшăн тав тăваççĕ. Пурте пĕр ĕмĕтпе пурăнаççĕ: «Тен пурăна-киле таврари ялсене тухса çÿреме районти культура пайĕн хăйĕн автобусĕ пулĕ», – текен шухăш пытаннă вĕсенче. Вĕсемпе кирек кампа калаçсан та пурте çапла калаççĕ:
– Тем чун туртать хора. Çуллахи «каникулта» вара пĕр-пĕринсĕр тунсăхласах çитетпĕр, – теççĕ.
Çапла ĕнтĕ вăл пĕр çемьери пурнăç. Пĕри килте пулмасан ыттисен чун вырăнта мар. Муркашри ветерансемшĕн вара хор коллективĕ туслă çемье вырăннех.
Халĕ çак çемье сцена çине виççĕмĕш çĕнĕ программăпа тухма хатĕрленес ĕçе пуçăнчĕ.
Л.ПАВЛОВА.