Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксем «çыртаççĕ»

30 декабря 2010 г.

Иртнĕ эрнере, декабрĕн 24-мĕшĕнче, район администрацийĕнче «Çавра сĕтел» иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин уçрĕ тата ертсе пычĕ. Уçă калаçăва «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ» чикĕллĕ яваплăхлă общество директорĕ Н.В. Любимов, Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсен директорĕсем С.Н. Тимофеев тата Ю.Л. Петров, район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хутшăнчĕç.

Мероприяти теми çĕнĕлĕх мар. Ку вăл коммуналлă услугăсен хакĕсем ÿссе пыни. Çитменнине ку ыйту тĕлĕшпе «вут хуракан» передачăсем юлашки вăхăтра телевиденипе те пулкаларĕç. «ЖКХ. История Всероссийского обмана» передача пирки те çавнах каламалла. Çавна май В.Г. Никитин хаксем мĕн пирки ÿснине уçăмлăн ăнлантарса пачĕ. Н.В. Любимов, С.Н.Тимофеев, Ю.Л. Петров та хăйсен сăмахĕсенче çав ыйтусем çинчех чарăнса тăчĕç, «çавра сĕтеле» хутшăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Хаксем чăннипех те ÿсеççĕ. Акă юлашки 6–7 çул каяллахипе танлаштарсан ăшăпа тивĕçтерессин хакĕ 212,9 процентпа танлашать. Анчах та ĕç укçи пирки çакна калама çук. Хваттерсенче пурăнакансене те ăнланма пулать. Анчах та газ тата электроэнерги хакĕсене патшалăх йĕркелесе пырать. Вĕсемсĕр вара ăшăпа тивĕçтерейместĕн. Вĕсен тарифĕсем ÿсеççĕ пулсан ирĕксĕрех ăшă хакĕ те хăпарать. Танлаштарма: асăннă тапхăрта вара электроэнерги хакĕ 283,3 процент, газ хакĕ 266,4 процент ÿснĕ. Ăшăпа тивĕçтерессин шайĕнче 70–75 процент шăпах ĕнтĕ электроэнергипе газ йышăнаççĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсен усă курнă электроэнергишĕн те, газшăн та уйрăм çынсем тÿленинчен пысăкрах тарифпа тÿлеме тивет. Çавăнпах ăшăпа тивĕçтересси ку предприятисемшĕн тăкаклă.

Тепĕр ыйту – хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтмалла майлаштарасси. Анчах кунта та ыйтусемсĕр мар. Районĕпе хваттер хуçисенчен çуррине яхăн çак мелпе усă курать те ĕнтĕ. Ыттисем вара... Пĕрне укçа-тенкĕ ыйтăвĕ шухăшлаттарать, тепри унчченхи пекех тĕп котельнăйран ăшă илсе тăрасшăн. Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем пурте пĕр шухăшлă пулса газ хуранĕсене хăйсен хваттерĕсенче вырнаçтарма килĕшмесĕр вара ку ĕçсене пуçăнма май çук.

Хваттерсене приватизацилес, çÿп-çап тата йăла каяшĕсене турттарса тухас, район центрĕнче харпăр хăйсен автомашинисене урамсенче тата çуртсен картишĕсенче лартма чарас ыйтусене те çĕклекенсем пулчĕç. Акă нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем йăла каяшĕсемшĕн уйăхсерен укçа тÿлеççĕ, контейнерсене вара кам кăна килсе çÿп-çап силлесе хăвармасть-ши; Çакна чи малтанах уйрăм çурт-йĕр хуçисем пирки каламалла. Апла пулин те ырă еннелле улшăнусем куç кĕрет. Ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи ялсенчен те йăла каяшĕсене полигона турттарса тăрасси йĕркене кĕрсе пырать.

Теприсене тата çÿп-çап турттарнăшăн хваттерте миçе çын пурăннине пăхса мар, хваттер лаптăкне кура тÿлев виçине палăртни тĕрĕс мар пек туйăнать. Анчах та саккунпа çапла палăртнă пулсан ку тĕлĕшпе нимех те улăштарма май çук.

Н.В. Любимов палăртнă тăрăх хваттер укçи тÿлессипе парăмлисем сахал мар. Вăрттăнлăх мар, судлашма та тивет. Апла пулин те палăрăмлă улшăнусем сисĕнсех каймаççĕ.

Яланхи пекех шыв ыйтăвĕ те кăсăклисен шутĕнче. Уйрăмах кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăкра вăл хытах сисĕнчĕ. Апла пулин те ку ыйтăва та май пур таран япăх мар татса панине палăртмалла. Нумай çĕрте пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем саланса кайнă май шыв уçлакан башньăсем хуçасăр пулса юлчĕç. Ку енĕпе Сĕнтĕр зонине ырă енчен палăртмалла. Кунта башньăсене пăхса тăрассине Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ хăйĕн çине илнĕ. Малтанхи вăхăтра йывăртарах пулнă пулин те ĕç майĕпен майлашăнса пырать. Кунпа пĕрлех шывпа çыхăннă тепĕр ыйту вăл – малашне шывпа мĕн чухлĕ усă курнине палăртма счетчиксем вырнаçтарасси. Унсăр та май çук.

Çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕсене (ТСЖ) йĕркелесси пирки те сăмах пуçаракансем пулчĕç. «Надежда», «Юг», «Шанчăк» юлташлăхсем пур та ĕнтĕ. Анчах та манмалла мар. Кашни 15–20 хваттерлĕ çурт валли юлташлăх йĕркеленинчен усси пулас çук. Мĕншĕн тесен хваттер хуçисенчен пуçтаракан укçа сумми тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама мар, кирлĕ штата тытса тăма та çитес çук. Мĕншĕн тесен юлташлăх ертÿçи те, бухгалтер та кирлĕ, шалуне те вĕсене тÿлемелле, банкра счет та пулмалла т. ыт. те.

Юлашкинчен çавна каласа хăварасшăн. «Çавра сĕтел» хушшинчи кун пек уçă та тÿрĕ калаçусем чăннипех те кирлĕ. Пуриншĕн те вăл усăллă иртрĕ. Чылайăшĕ хăйсене канăç паман ыйтусем çине конкретлă хурав илме пултарчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика