Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тавах пысăк уявшăн», –

30 декабря 2010 г.

терĕ пĕр кинемей, ку ял тăрăхĕнче ватă çынсем патне пысăк тимлĕх уйăрнишĕн савăнăçне пытараймасăр.

Раштавăн 24-мĕшĕнче Оринин ялĕнчи Культура çурчĕ ветерансене хапăл турĕ. Кунта районти пĕрремĕш Çĕнĕ çул уявĕ иртрĕ. Ăна Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи, депутатсен районти Пухăвĕн пуçлăхĕн çумĕ, «Росгосстрах» компанин Чăваш Республикинчи филиалĕн Муркашри страхлакан пай пуçлăхĕ В.И. Вязов тăрăшулăхĕпе йĕркеленĕ.

Тин кăна юсав ĕçĕсем ирттернĕ хăтлă çуртра халăх питĕ йышлăн пухăннă. Чи малтанах Валерий Иванович пухăннисене çитсе килекен Çĕнĕ çул уявĕпе саламларĕ. Ырăпа палăрнисене савăнăçлă уявра вăл Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.

– Оринин ял тăрăхĕнче 2300 çынна яхăн пурăнать, вĕсенчен 539-шĕ вара ветеран. Эпир, ветерансем, йышлă халăх. Çамрăклăх çулĕсенче пурте кулленхи ĕçре ырă малашлăхшăн, çутă пуласлăхшăн вăй хунă. Паян вара тивĕçлĕ канура пулнă майăн хисеплĕ пенсионерсем лăпкă пурнăçа, канлĕ ватлăха тивĕç, – терĕ В.И. Вязов пухăннисене ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Хисеплĕ ветерансем Культура çуртĕнче хăйсен ачалăх çулĕсене аса илчĕç пулĕ. Вĕсем Хĕл Мучипе Юр Пикене хаваслансах сăвăсем каласа пачĕç, пылак кучченеçсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех залра ларакан кашни çын Çĕнĕ çул ячĕпе асăнмалăх парнеллĕ пулчĕ. Унсăр пуçне шкул ачисен пулăшăвĕпе ку тăрăхри кашни ветерана илемлĕ открыткăпа саламланă.

Тĕл пулу ветерансемшĕн пур енлĕ усăллă иртрĕ. Вĕсене тĕрлĕ ыйтупа ку участокри врач И.С. Данилова тата А.Н. Кузьмин йышăнчĕç, ветерансем умĕнче калаçу ирттерчĕç. Çавăн пекех пухăннисене районти нотариус П.И. Шлаев, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Е.М. Александрова, ветерансен районти канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова, пенсионерсен пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ В.С. Краснов тата ыттисем те кулленхи пурнăçра тĕл пулакан хăш-пĕр ыйтусем çине хурав тупма пулăшрĕç, çитсе килекен уявсемпе саламларĕç.

Пухăннисене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А.Иванов килсе çитрĕ, район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Куллен тимлĕх ыйтакан шыв, çул, çĕнĕ урамсене çутăпа тивĕçтерес пысăк проблемăсем çинче ытларах чарăнса тăчĕ. Хисеплĕ ветерансем питĕ йышлăн пухăннипе чунĕ çĕкленнине те пытармарĕ вăл.

– Хисеплĕ ветерансем, эсир пурри пирĕншĕн пысăк телей пулса тăрать. Эсирех пире малашлăха пăхса ĕçлеме, тĕллевĕмĕрсене вăя кĕртме хавхалантарса пыратăр. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр, – терĕ Юрий Александрович савăнăçне пытармасăр пурне те çитсе килекен уявсемпе саламланă май.

Уяв кĕрекине районти ветерансен хорĕ татах та савăклатрĕ. Ăста артистсем кунта пухăннă хисеплĕ ветерансене, хăнасене çамрăклăх çулĕсене аса илме пулăшрĕç, тĕрлĕ юрă парнелерĕç. Районти ветерансен хорĕ те парнесĕр юлмарĕ, Валерий Ивановичран асăнмалăх пысăк парнене тивĕçрĕ.

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика