Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçлани лайăх та, тумалли те нумай

30 декабря 2010 г.

Пурнăç пĕр вырăнта тăманни, унăн аталанăвĕ çĕнĕлĕхсемпе пуянланса пыни тата çынсен пурнăç шайĕ пĕрлехи тăрăшулăхпа тепĕр картлашка çÿлелле хăпарни хамăрăн социаллă пурнăçпа экономика çине татах та тимлĕрех пăхма ыйтать. Çакă пирĕн районта иккĕмĕш вырăнта тăманнине Муркаш Енри промышленность предприятийĕсен иртнĕ çулхи социаллă-экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем уçăмлăн çирĕплетсе параççĕ. Аталану районăн 2006–2010 çулсем валли хатĕрленĕ социаллă-экономика аталанăвĕн Программипе тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышăнса хăварнă «Районăн 2010–2012 çулсем валли хатĕрленĕ социаллă-экономика аталанăвĕн Программипе» килĕшÿллĕн пулса пычĕ. Пытарма çук, çакă иртнĕ çул район аталанăвĕпе кун-çулĕн кашни утăмĕнче, кашни отраслĕнче палăрчĕ.

Çĕнĕ çул умĕн асăннă программа пурнăçланнипе тата предприяти кризислă тапхăрта епле аталаннипе «Муркашри кирпĕч завочĕ» хупă акционерлă обществăн тĕп бухгалтерĕпе Раиса Александровна АНТОНОВĂПА тĕл пулса калаçрăм.

– Çăмăл мар çул хыçа юлчĕ. Мĕнпе асра пулĕ вăл;

– 2010 çул пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ предприяти-организацисене хытах «силлени-тăлланипе» кашниншĕнех нумайлăха асра юлĕ. Çак йывăрлăхсем пире те айккинче хăвармарĕç. Апла пулин те эпир хамăрăн производствăна сулăнкăна ямарăмăр. Реализацие шайра тытса тăрассипе хаксене кăшт йÿнетнипе туса илнĕ укçа-тенкĕ тĕлĕшпе иртнĕ çул шайне лартăмăр пулсан та кирпĕч туса кăларасси пĕр миллион штука яхăн ÿсрĕ. Ку пире савăнтарать, малашлăх пирки ĕмĕтленме çул парать.

– Экономика кризисĕ ĕç вырăнĕсене чакарассине пырса тивмерĕ-и;

– Темĕн те пулать пурнăçра. Эпир вара вăхăтлăх йывăрлăхсем тесе çынсене ĕçрен хăваламарăмăр. Паян пирĕн заводра 116 çын ĕçлет. Вĕсен уйăхри ĕç укçи районăн вăтам кăтартăвĕ шайĕнчех.

– Çĕнĕ çула парăмсемсĕрех кĕтĕр пулĕ-ха;

– Парăмсемсĕр ĕçлесси – пирĕн тĕп тĕллев. Пĕлтĕр эпир пĕтĕмпе 12 миллион тенкĕне яхăн тĕрлĕ налуксем тÿлерĕмĕр. Ку енĕпе те, ĕç укçи тĕлĕшпе те пирĕн парăмсем çук. Çапла ĕçленипе пĕлтĕр продукци сутса пĕтĕмпе (хушма хаксен налукĕпе пĕрле) 42866 пин тенкĕлĕх тупăш турăмăр. Виçĕм çулхипе танлаштарсан ку сумма 1,5 миллион тенкĕ нумайрах. Ăнланатпăр, мĕн туни лайăх, анчах пурнăçламалли тата нумайрах.

– Мĕнех, кăçал та сире ÿсĕм хыççăн ÿсĕм сунатăп. Ĕмĕтĕрсем пурнăçланасса, коллективри тăрăшулăх район аталанăвне пысăк тÿпе хывасса, районшăн социаллă пĕл-терĕшлĕ предприяти ятне çухатмасса шанатăп.

– Тавта пуç. Сирĕн те çаплах пултăрччĕ. Пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика