30 декабря 2010 г.
Кашни çулталăк мĕнпе те пулин пирĕн асра юлать. 2010 çул та акă сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх çак вăхăтра çулталăк тăршшĕпе мĕн тунине пĕтĕмлететпĕр, ума çĕнĕ тĕллевсем лартатпăр. Мĕнлерех шухăш-кăмăлпа ăсататпăр иртсе пыракан 2010 çула тата мĕнлерех тĕллевсем палăртатпăр çĕнĕ 2011 çул валли; Çакăн çинчен каласа пама ыйтрăм та эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Ю.А. ИВАНОВРАН.
– Муркаш районĕ – ял хуçалăх районĕ. Çавăнпа та калаçăва çак отрасльтен пуçлани вырăнлă пулĕ. Мĕнлерех кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем çĕнĕ 2011 çула;
– 2010 çул çăмăл пулчĕ тесе калас килмест. Уйрăмах ял хуçалăхĕнче вăй хуракансемшĕн. Çав тери шăрăх çанталăк ял ĕçченне мĕн палăртнине пурнăçлас ĕçре пысăк чăрмав кÿчĕ. Пĕтĕмпе ял хуçалăх продукцине кăçалхи 11 уйăхра килти хушма хуçалăхсемпе пĕрле 1427,0 млн. тенкĕлĕх туса илтĕмĕр. Ку вăл 2009 çулхи çак вăхăтри кăтартупа танлаштарсан 102,6 процент пулать.
Шел пулин те, республикăри ытти районсем пекех, эпир те ÿсен-тăран продукцийĕн тухăçĕпе мухтанма пултараймастпăр. Иртнĕ çуллахи пек çанталăк шăрăх пулнине ваттисем те астумаççĕ. Тырă 8900 тонна кăна туса илтĕмĕр. Çĕр улми те малтанхи çулхисенчен чылай сахал тухрĕ – пурĕ 12020 тонна. Тухăç пысăках пулаймарĕ: тыр-пул пĕр гектартан 10,7 центнер, çĕр улми 56,5 центнер çеç тухрĕ. Апла пулин те çĕр ĕçне чунтан парăннă механизаторсене ятранах асăнас килет, В.В. Ердуков («Герой»), С.В. Наумов («Восток»), Б.Н. Никитин (Чкалов яч. хис.), Р.В. Кузнецов (Суворов яч. хис), Г.В. Степанов («Ударник») вырмара хастар пулчĕç.
Выльăх апатне те кирлĕ чухлĕ хатĕрлеме май пулмарĕ. Çакă выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ çине те витĕм кÿчĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăна пурĕ кашни условнăй выльăх пуçне 17,1 центнер апат единици хатĕрленĕ. Ку ыйтупа ял хуçалăх предприятийĕсем халĕ те ĕçлеççĕ: ытти регионсенчен выльăх апатне кÿрсе килессипе тимлеççĕ. Уйрăмах ку енĕпе «Ударник», «Свобода», Ильич яч. хис. хуçалăхсем, «Муркашри чăх-чĕп фабрики» акционерсен уçă обществи тата ыттисем нумай тăрăшаççĕ.
Сĕт туса илесси вара пур йышши хуçалăхсенче те иртнĕ çулхи çак вăхăтри шайра. 11 уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 3949 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку вăл малтанхи çулхинчен 3 процент нумайрах пулать. Суворов яч. хис. (В.С. Андреев), Ильич яч. хис. (И.В. Николаев), «Свобода» (В.К. Ананьев), «Оринино» (Ю.Н. Шишокин), «Герой» (Р.Н. Тимофеев), «Восток» (М.Н. Шишокин) хуçалăхсем сĕт районти вăтам кăтартуран ытларах туса илчĕç. Ф.Ю. Антонова, Н.Е.Журавлева (Суворов яч. хис.), В.Г. Трофимова, З.С. Андреева («Ударник») кашни ĕнерен 6 пин килограмм ытла сĕт суса илчĕç.
Аш туса илесси кăçалхи 11 уйăхра 2009 çулхи çак вăхăтринчен кăшт – 5 процент чакрĕ пулин те халь çеç асăннă сĕт туса илессипе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсем тата «Ударник» (ертÿçи – П.П. Давыдов) лайăх ĕçле-ççĕ.
Чăхсен йышĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 32 процент чухлĕ ÿсрĕ. 11 уйăхра иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 3 процент ытларах – 60,3 млн. штук çăмарта туса илнĕ е кашни çăмарта тăвакан чăх пуçне – 302 штук.
2010 çулта малтан усă курман 967 гектар çĕр çинче ял хуçалăх культурисене акса хăвартăмăр. Уйрăмах ку енĕпе «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество, «Свобода» хуçалăх, «Горбунов» тата «Яргеев» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçленине палăртмалла.
Пĕтĕмпе вара кĕрхи культурăсене 6610 гектар çинче акса хăвартăмăр. Кĕрхи çĕртмене те 6 пин гектар ытларах лаптăк çинче туса ирттернĕ. Çурхи культурăсен вăрлăхне те çителĕклех хывса хăвартăмăр. Халĕ ăна кондицие çитересссипе тимлеççĕ районта. Кăçал хуçалăхсене аталантарма тĕрлĕ шайри бюджетран патшалăх пулăшăвне районти хуçалăхсем 81 млн. тенкĕлĕх илчĕç.
Килти хушма хуçалăха аталантарма 2010 çулта районти 388 çемье 53 млн. та 466 пин тенкĕлĕх патшалăх паракан çăмăллатнă кредита илнĕ.
Ял хуçалăхĕнче çитес çул туса ирттермелли ĕçсенчен çаксене асăнса хăварас килет. «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество 600 пуç ĕне вырнаçмалăх ферма тăвасшăн. «Фаворит» чикĕллĕ яваплăхлă общество килти кайăк-кĕшĕке ĕрчетме кирлĕ симĕс апат хатĕрлес ĕçе пуçăнасшăн. «Путь Ильича» (малтан Ленин яч. хис. хуç. пулнă) хуçалăхра 1 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх усрама ферма тăвасшăн.
– Промышленность предприятийĕсем мĕнле çĕнтерсе пыраççĕ йывăрлăхсене;
– Кăçалхи 11 уйăхра вĕсем пурĕ 1020,9 млн. тенкĕлĕх продукци кăларса реализацилерĕç. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 67 процент нумайрах. Уйрăмах «Сеспель» акционерсен хупă обществи (ертÿçи – В.А. Бакшаев) кризис кăларса тăратнă йывăрлăхсене çĕнтерсе кăтартăвне 2,88 хут ÿстерме пултарчĕ. Асăннă предприятире ĕçлекен В.И. Шолков мастера, В.А. Мостов бригадира, Л.Н. Апроськина маляра уйрăмах ырăпа асăнас килет. Çавăн пекех «Муркашри кирпĕч завочĕ» акционерсен уçă обществи (ертÿçĕн çумĕ – Ю.И. Петров) те иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2,7 процент чухлĕ ытларах продукци кăларма пултарчĕ. Кунта вăй хуракан В.В. Григорьев водитель, В.Н. Христофорова сортировщица, Н.П. Нодыков наладчик пултарулăхпа палăраççĕ. Çавăн пекех «Сундырь-Хлеб» тата «Моргауши-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем те хăйсен кăтартăвне пĕлтĕрхинчен 3-4 процент чухлĕ ÿстерме пултарчĕç. «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество нумаях пулмасть 45 çул тултарчĕ. 20 çул хушши ăна Л.Г. Ильгечкин ăнăçлă ертсе пырать. Çа-кăнта вăй хуракан С.А. Елумова çăкăр пĕçерекене, А.И. Блинова пĕремĕк пĕçерекене, Л.Г. Пинарина мармелад тăвакана, «Моргауши –Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăри Л.В. Звонкова технолога та пултаруллă ĕçшĕн тав тăвас килет.
– Юрий Александрович, магазинсенче тавар епле кайнинчен те тÿрремĕнех курăнать халăхăн пурнăç шайĕ. Ку енĕпе мĕн калама пултаратăр;
– Ваккăн сутмалли таварçаврăнăш планне 2010 çулхи 11 уйăхра пĕтĕмпе 610,5 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă е 2009 çулхинчен 18 процент ытларах. Обществăлла апатлану предприятийĕсем те пĕлтĕрхинчен кăтартуллăрах ĕçленине çак цифрăсем те кăтартса параççĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 9,7 процент ытларах – 60,9 млн. тенкĕлĕх пурнăçланă вĕсем хăйсен ĕçне. Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсене нумай çул ĕнтĕ Б.В. Андреевпа Л.П. Майкова ăнăçлă ертсе пыраççĕ.
Районта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма та майсем туса парассипе тимлерĕмĕр. Çак тĕллевпе 600 пин тенкĕлĕх грант выляса илтĕмĕр. Ку суммăпа 5 çынна хăйсен ĕçне уçма пулăшма усă курнă.
2010 çулта пурĕ уйрăм çынсен 13 магазинĕ тата 1 парикмахерски уçăлчĕ. Çапла майпа ку сферăра тата 27 ĕç вырăнĕ тупăнчĕ.
Çитес çул валли те ку енĕпе тĕллевсем пысăк. Москакассинче ял хуçалăх таварĕсем сутмалли пасар тумалла. Çавăн пекех Муркашри бизнес-инкубатора туса пĕтермелле.
Халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси те 6,1 процент чухлĕ хăпарчĕ, 65,0 млн. тенкĕпе танлашрĕ.
– Çулсеренех районта çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Çул-йĕр тăвассипе та сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ. Ку отрасль ĕçне епле хак панă пулăттăр;
– Çул-йĕр тăвассипе çав тери пысăк ĕçсемех тăваймарăмăр пулин те, 1,382 км «Автанкасси – Козьмодемьянск – Патаккасси» çула, 0,375 км «Волга – Ивановка» çула турăмăр. Çулсем тытса тăрас ыйтăва та куçран пĕрре те вĕçертмен: 201 километр тăршшĕ муниципаллă çулсене тытса тăма 10 млн. та 236 пин тенкĕ, ялсем хушшинчи 362 километр ытларах çула тытса тăма 6 млн. та 362 пин тенкĕ уйăрнă, çак суммăпа пĕтĕ-мпех усă курнă. Ку енĕпе уйрăмах ДЭП-146 (ертÿçи – В.А. Павлов, çумĕ – Н.Е. Николаев) ĕçченĕсем тăрăшуллине палăртмалла.
Халăха çурт-йĕр тума пулăшас ыйтăва та районта кая хăварман. Кăçал федераллă программăпа ялта пурăнакан тата ĕçлекен 14 çамрăк специалиста çурт-йĕр тума (туянма) 7 млн. та 616 пин тенкĕлĕх,15 çынна çурт лартма е туянма 6 млн. та 383 пин тенкĕлĕх пулăшнă.
Республика программипе килĕшÿллĕн 2 çамрăк çемьене 947 пин тенкĕлĕх пулăшнă.
2010 çулта Муркашра 40 хваттерлĕ çурт туса пĕтертĕмĕр. «МСО «Моргаушское» акционерсен хупă обществин (ертÿçи – В.Н. Семенов) строителĕсем тăрăшса ĕçлерĕç. Халĕ вĕсем Муркашра 3 подъездлă 48 хваттерлĕ çуртăн 1-мĕш хутне купалаççĕ. Çулталăк вĕçлениччен уйрăм çынсен çуртне тата нумай хваттерлĕ çуртсене тунă лаптăк пĕтĕмпе 27470 тăв. метрпа танлашмалла.
Çавăн пекех 2010 çулта Чăваш Республикин «Çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси» саккунĕпе килĕшÿллĕн Оринин ял тăрăхĕнчи тăлăх ачана çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма республика бюджетĕнчен 742 пин тенкĕлĕх пулăшу панă.
2010 çулта «Граждансене кивĕ авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен кăларасси» программăна пурнăçа кĕртсе Муркашра, Москакассинче, Мăн Сĕнтĕрте 42 млн. та 945 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Пĕтĕмпе 142 çын авариллĕ лару-тăруллă çуртран тухать.
Çулталăк тăршшĕпех нумай хваттерлĕ çуртсене юсас ыйтăва та сахал мар тимлĕх уйăртăмăр. Çурт çивиттийĕсене, шыв пăрăхĕсене, канализаци системисене, электрохуçалăха тĕплĕн юсама 1 млн. та 88 пин тенке яхăн укçа-тенкĕпе усă куртăмăр. Тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурĕ 18 çуртра пурнăçланă.
Ялсене компактлă комплекслă аталантарас программăна 2010 çулта вара Çатракасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсем хутшăнчĕç. Çапла майпа çак ял тăрăхĕсенчи культура тата социаллă объекчĕсене тĕпрен юсама май килчĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 9 млн. та 434 пин тенкĕ тăкакларăмăр.
2010 çулта çĕнĕ 52 урама электрификацилеме проектсем хатĕрлерĕмĕр, çав шутран 21 урамра çак ĕçе туса пĕтеретпĕр. Пĕтĕмпе 18 млн. та 842 пин тенкĕ тухса каять. Ку ĕçе çитес çул малалла тăсмалла.
Тепĕр пысăк утăм вăл – çÿп-çап тăкмалли полигона тума пуçлани. Унăн пĕрремĕш черетне хута яма пултартăмăр. Çакна валли 25 млн. та 652 пин тенкĕ кирлĕ пулчĕ. Полигонăн пĕрремĕш черетне 2010 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче хута ятăмăр. Çитес çулта полигона малалла тумалла.
Тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе те çине тăрсах ĕçлерĕмĕр. Çырма-çатрасенче, çул хĕррисенче, тĕрлĕ вырăнсенче пурĕ 8 гектар çинче 30 360 йывăç лартса хăвартăмăр. Парксемпе аллейăсем, садсем чĕртсе хăвартăмăр, малтан лартнисене çĕнетрĕмĕр. 48 пĕве, 69 çăл тасатрăмăр. 2011 çулта ял тăрăхĕсенчи шыв пăрăхĕсене ял тăрăхĕсен балансĕ çине куçармалла.
– Районти ытти отрасльсенче мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç;
2010 çул вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртрĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн 25 депутатне, ял тăрăхĕсен 181 депутатне суйларăмăр. Района ертсе пырас ĕçре те улшăнусем пулса иртрĕç: район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама пуçларĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене (Орининсăр пуçне) çĕнĕрен суйларăмăр.
Пирĕн район çулсеренех Пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурссене те хутшăнать. 2010 çулта 2009 çул пĕтĕмлетĕвĕпе «Обществăлла финанссене йĕркелесе пыракан чи лайăх муниципаллă йĕркелÿ» Пĕтĕм Раççейри 3-мĕш конкурса хутшăнтăмăр, çĕнтерÿçĕ пулса тăтăмăр.
– Социаллă сферăна илсен ветерансемпе инвалидсене, халăхăн социаллă пулăшу кирлĕ ытти сийĕсене пулăшу парассипе те тимлерĕмĕр. Федераллă саккунсемпе тата РФ, ЧР ытти нормативлă акчĕсемпе килĕшÿллĕн çăмăллăхсемпе тата пособисемпе, пенси укçипе вăхăтра тивĕçтернĕ. Районти социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем вĕсем патне киле тăтăш тухса çÿрерĕç. Тивĕçлĕ канăва тухнисем район пурнăçне активлăн хутшăнчĕç. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитрĕ. Çавна май вăрçă ветеранĕсемпе вĕсен çемье членĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшассине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне 149 Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕпе вилнĕ салтаксен мăшăрĕ патшалăх енчен паракан çак пулăшăва илчĕ ĕнтĕ. 15 пенсионерпа инвалида интернат-çуртсене вырнаçтарнă. Йывăр лару-тăрура пурăнакан 123 çемьен пурнăç условийĕсене тĕпченĕ. Çав тĕрĕслевсем хыççăн 84 ачана укçан е япаласем парса пулăшнă. 88 ачана социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă лагерьсене янă.
Вĕрентÿ сферине илсен паян шкулсенче ачасене тарăн пĕлÿ пама пур условисем те пур. Юлашки 4-5 çул хушшинче шкулсен пурлăхпа техника бази палăрмаллах лайăхланчĕ. Районĕпе кашни 8 вĕренекен пуçне 1 компьютер тивĕçет.
2010 çул Учитель çулталăкĕ пулнă май çак профессин пĕлтерĕшне татах та хăпартассипе тимлерĕмĕр. Ачасем хăйсен пурнăç çулне хăш отрасльпе çыхăнтарасси, малашлăха çирĕппĕн пăхса пурнăç кăларса тăратакан йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренесси ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех шкултан та нумай килет. Çакна асра тытса ĕçлерĕç районти учительсем.
Кăçал 4 вĕрентекен Чăваш Республикин Президенчĕн Грантне илме пултарчĕ. Вĕсем: Оринин шкулĕнчи физкультура учителĕ С.И. Алексеев, Турай шкулĕнчи ачасене технологипе вĕрентекен А.Ю. Герасимова, Ярапайкасси шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен Л.А. Ядыкова, «Путене» ача сачĕн воспитателĕ Н.А. Порфирьева.
«Путене» ача сачĕпе Çамрăк техниксен станцийĕ Чăваш Республикин Президенчĕн Грантне тивĕçрĕç. Пĕтĕм Раççейри «Ача сачĕсем – ачасене валли» конкурсăн регион шайĕнче «Ялти чи лайăх ача сачĕ» номинацинче «Путене» ача сачĕ 2 вырăн йышăнчĕ. «Солнышко» ача сачĕ вара çак конкурс лауреачĕ пулса тăчĕ.
2010 çулта пирĕн районти 16 вĕренекен республикăри олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулса тăчĕç. Пĕр вĕренекен вара право ыйтăвĕсемпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра призер пулса тăчĕ. 16 вĕренекен шкула ылтăн, 11 вĕренекен кĕмĕл медальпе пĕтерчĕ. Унсăр пуçне 4 вĕренекен РФ Президенчĕн пултаруллă çамрăксене паракан премие – 30 пин тенке тивĕçрĕ. Районти 9 çамрăк Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тивĕçрĕç пулсан, вĕсенчен виççĕшĕ – педагогсем: Л.В. Храмова (Мăн Сĕнтĕр шкулĕ), П.В. Борзаев («Родничок» çамрăк çемье клубĕ), С.В. Цветкова (Муркашри ачасен искусство шкулĕ).
2010 çулта çамрăк армеецсен республикăри «Зарницăпа» «Орленокăн» 42-мĕш финалти вăййисем те пирĕн районта иртрĕç. Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти «Родина» çарпа патриотика клубĕ 1 вырăн йышăнчĕ унта.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче çамрăксен тÿпи пысăк. Вĕсем республика шайĕнче иртекен конкурссенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен, çамрăк педагогсен «Пеликан» канашĕн ертÿçи Л. Ванюшкина ачасемпе çамрăксен организацийĕсемпе пĕрлешĕвĕсен «Ман пуçарулăх» ятпа иртнĕ фестивалĕнче 3 вырăн йышăнчĕ. «2010 çулхи çамрăк çемье» республикăри конкурсра Егоровсен (Чуманкасси ял тăрăхĕ) çемйи 3 вырăн йышăнчĕ. Республикăра иртнĕ çамрăксен чи лайăх канашĕсен конкурсĕнче çамрăк педагогсен канашĕ, çамрăксен канашĕсен чи лайăх председателĕсен конкурсĕнче медицина ĕçченĕсен çамрăксен канашĕн ертÿçи Е.М. Кожевникова 1 вырăн йышăнма пултарчĕç. Çамрăксем сывă пурнăç йĕркипе пурăнмаллипе çыхăнтарнă республикăри агитаци тумалли, сцена çине тухмалли программăсен республикăри конкурсĕнче Муркаш шкулĕнчи «Кислород» команда 3 вырăн йышăнма пултарчĕ. Чăваш Республикинчи çамрăксен обществăлла наградисене тивĕç пулнисене тупас тĕллевпе ирттернĕ конкурсра пуçаруллă çемьесенчен Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Борзаевсен çемйи 1 вырăна тухрĕ. Çак конкурс премине уйрăм çынсенчен 4-ăн çĕнсе илчĕç: К.Кузьмина (Мăн Сĕнтĕр шкулĕ), Д.Маряшкин, М.Сытина (Юнкă шкулĕ), И.Николаева (Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи библиотека).
Районта массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе те чылай тимлерĕмĕр. Çулталăкра массăллă разрядлă 139 спортсмена, 1 разрядлă 12 спортсмена, 2 спорт мастерĕн кандидатне, 2 спорт мастерне, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин 3 членне, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин 14 членне хатĕрленĕ. Спорт шкулĕнче вĕренекенсем 58 хутчен Чăваш Республики шайĕнче иртекен ăмăртусенче, РФ шайĕнчи ăмăртусенче 19 хутчен, Атăлçи федераллă округ шайĕнчи 3 ăмăртура çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăчĕç. 4-ăн хăвăрт утассипе тата велокросспа Раççей Кубокĕн призерĕсем пулчĕç. Çулталăк хушшинче район шайĕнчи ăмăртусене 60 хутчен ирттернĕ, республика шайĕнчи 15 ытла ăмăртăва хутшăннă. 2010 çулта пĕрремĕш хут хамăр районта айсштокпа Чăваш Республикин Кубокне ирттертĕмĕр. Пирĕн район команди спортăн çак тĕсĕпе ирттернĕ Раççей Кубокне хутшăнма тивĕç пулчĕ, 4 вырăн йышăнчĕ.
Çитес çулта пирĕн вĕрентÿ учрежденийĕсене юсассипе хытăрах тимлемелле: чÿрече рамисене улăштармалла, çивиттисене юсамалла, канализаци системисене çĕнетмелле.
Тепĕр пысăк ыйту – паян шкул çулне çитмен ачасем валли Муркашра, Мăн Сĕнтĕрте, Москакассинче ача сачĕсенче вырăнсем çитменни. Çак ыйтусене татса парассипе те тимлемелле пирĕн. Халĕ ĕçлекен ача сачĕсене те тĕпрен юсамалла.
Районти сывлăх сыхлавĕн сферинче те нумай ырă улшăну пулса иртрĕ. Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ Чăваш Республикинчи «Чи лайăх пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ» пулса тăчĕ, 200 пин тенкĕлĕх медицина оборудованине илме тивĕç пулчĕ. Кашмашри фельдшерпа акушер пункчĕн медсестри Т.А. Скворцова тарăна кайнă чирсене сиплекен медсестрасен республикăри конкурсĕнче 1 вырăн йышăнчĕ. Районти (Йÿçкассинчи) сестрасем пăхса тăракан уйрăмĕ ку конкурсра унта хутшăннă уйрăмсем хушшинче 2 вырăна тухрĕ.
Сиплев ĕçĕнче те халиччен туман утăмсене тума пултартăмăр. Аслă ÿсĕмри çынсем хушшинче хулăн пыршăлăх мĕнле шайра пулнине тĕп-черĕмĕр, ку енĕпе вĕсен сывлăхне тĕрĕслеме пуçларăмăр. Халăх сывлăхне сыхлас ĕçри çак питĕ кирлĕ тĕрĕслеве ирттерме медицина наукисен кандидатне Д.Н. Трофимова районти тĕп больницăн штатне ĕçе илтĕмĕр. Д.Н. Трофимов тата С.В. Овчинников врач-эндоскопист Атăл тăрăхĕнчи регионта чи малтан апат пырĕн юн тымарĕсенчен юн кайнине чарас тĕллевпе Даниш стентне ăнăçлăн лартрĕç. Муркашра тунă çак çитĕнÿ çинчен регионсем хушшинчи конференцинче те ырăпа асăнчĕç. Çавăн пекех тин çуралнă ачасем мĕнле илтнине тĕрĕслес ĕçре те çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç районти медицина ĕçченĕсем. Çакна валли специалист вĕрентсе хатĕрлерĕç, ятарлă медицина аппаратне те туянчĕç.
Муркашри сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен пултаруллă ĕçне Раççей, республика шайĕнчех тивĕçлипе хакларĕç. М.П. Савельева райпедиатрпа районти тĕп больницăри С.М. Васильев хирург Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Р.А. Замкова, А.Ю. Слепнева «Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕç.
Çитес çул пирĕн медицина учрежденисене çĕнетес тĕллевпе тата та тăрăшарах ĕçлемелле, паянхи кун ыйтакан медицина оборудованисене туянмалла. Сывлăха сыхлас ĕç учрежденисене юсамалла, пурлăхпа техника базине çирĕплетмелле.
Культура сферинче Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн культура учрежденийĕсене çĕнетес ĕçе малалла тăсрăмăр. Юлашки икĕ çулта Орининти тата Йÿçкассинчи Культура çурчĕсене юсарăмăр. Муркаш районĕ кăçал «Чăваш Республикинчи культура территорийĕ» пулса тăнă май республика шайĕнчи чылай мероприяти пирĕн районта иртрĕ. Район Чăваш Республикин Президенчĕн 2 Грантне çĕнсе илчĕ. Çавна май республика шайĕнче «Сывлăх – пыл хурчĕсен çуначĕсем çинче» ятпа пыл уявне ирттертĕмĕр, Никольский музейĕнче ку темăпа ятарлă экспозици уçрăмăр. Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес тĕллевпе ирттернĕ çав уява çынсем Муркаш районĕнче çулсерен ирттерме сĕнни савăнтарать. Тепĕр проекчĕ – хамăр ентешĕмĕр Ф.Васильев композитор 90 çул тултарнă тĕле «Асамлă кĕвĕ сассинче тăван ене куратăп» проект. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май Вăрманкассинче Федор Семеновичăн музейне уçрăмăр. Чăваш Республикинчи композиторсен республикăри фестивальне те ирттертĕмĕр.
Çулсеренех пирĕн районти художество пултарулăх коллективĕсем республика, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ. Орининти «Шуракăш» халăх ансамблĕ Гродно хулинче Беларусь Республикинчи наци культурисен 9-мĕш фестивальне хутшăнчĕ. Мăн Сĕнтĕрти «Янаш» халăх ансамблĕ Коми республикинче халăх юррисене юрлакансен 7-мĕш «Завалинка» фестивальне кайса килчĕ. Муркашри районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Расна» эстрада юррин халăх ансамблĕ вара Мускавра иртекен Пĕтĕм чăвашсен наци уявĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
Çитес çул культура учрежденийĕсене юридически лицосем тăвассипе тимлемелле. Çакă культура ĕçченĕсен яваплăхне татах та ÿстерет.
2010 çулта районта 173 телефон кĕртнĕ, вĕсен шучĕ 4348 çитрĕ. 364 абонента Интернет кĕртсе панă, паян вĕсем 1585-е çитрĕç.
Районта 2010 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕ тĕлне 408 ача çуралчĕ, 642 çын вилчĕ. 2009 çулта çулталăк хушшинче 407 ача çуралнăччĕ, 619 çын вилнĕччĕ. Ĕçсĕррисен йышĕ 11 уйăхра 90 çын. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 13 çын сахалрах.
– Сăмаха вĕçлесе пынă май мĕн хушса каланă пулăттăр;
– Çĕнĕ çулта тÿрех çăмăл пулать тесе калама çук. Умри йывăрлăхсене çĕнтерсе, палăртнă ĕçсене пурнăçлас тесен мĕн пур вăйран тата та тăрăшарах ĕçлемелле пирĕн. Çĕнĕ çулта мĕн тумаллине 2011 çулхи социаллă-экономика аталанăвĕн прогнозĕнче палăртса хăвартăмăр. Районăн 2011 çулхи бюджетне те йышăннă. РФ Президенчĕ Д.А. Медведев Федераци Пухăвне янă тата Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне, республикăра пурăнакан халăх патне янă Çырăвĕсенче те пирĕн умра тăракан задачăсене уçăмлăн кăтартса пачĕç. Унта палăртнă тĕллевсем пурнăçланччăр тесен пирĕн кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕнче чун-чĕре хушнă пек ĕçлемелле.
Мĕн палăртнине пурнăçласси вара район администрацийĕ, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, пĕтĕм халăх пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçленинчен килет. Çапла пултăр тесе тăрăшăпăр.
Пирĕн аслă ăрури çынсен пурнăçĕ лăпкă та канлĕ пултăр тесе куллен тимлемелле, хамăртан килнине йăлт тума тăрăшмалла. Вĕсен опытне тĕпе хурса район аталану çулĕпе кайтăр тесе хамăртан килнине йăлт тумалла. Çак ĕçе çамрăксене ытларах явăçтармалла. Вĕсене хăйсен вăйне шанма, пултарулăхне аталантарма майсем туса памалла.
Хисеплĕ ентешсем! 2010 çулта пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе вăй хунăшăн сире пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп. Пурне те сире Çĕнĕ 2011 çул тата çывхарса килекен Христос çуралнă кун ячĕпе саламлатăп. Çĕнĕ çулта, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, çĕнĕ ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп.
– Юрий Александрович, Сире те Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçусем сунатпăр.
Л. ПАВЛОВА
калаçнă.