Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ таптанчĕ

30 декабря 2010 г.

Тăтăшах юр çуса тăни кăçал йĕлтĕрçĕсемшĕн пысăк савăнăç. Спорт сезонне те вăхăтрах уçма май пулчĕ районта.

Иртнĕ шăмат кун, декабрĕн 25-мĕшĕнче, йĕлтĕрçĕсем эстафетăра ăмăртрĕç. Тапхăрсене палăртса яшсемпе хĕрсем, арçынсемпе хĕрарăмсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тухрĕç. 3 çухрăмлă дистанцие йĕлтĕрпе чупса тухма йывăр мар-и тесе ыйтсан хуравĕ тĕрлĕрен пулчĕ. Пĕрисем çав кун çеç йĕлтĕр çине тăнине каларĕç, теприсем вара юр çума тытăннăранпах йĕлтĕр çинчен «анманнине» пĕлтерчĕç.

Йĕлтĕрçĕсене çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕпе ытти ертÿçĕсем кăна мар, Хĕл Мучипе Юр Пике те саламласа кучченеçсемпе сăйларĕç, ăнăçлă старт сунчĕç.

Кам мĕнле ăмăртнине палăртма вăхăт сахалах кирлĕ пулмарĕ. Старта 36 команда тухрĕ. Вĕсенчен 22-шĕ – шкулсем, 7-шĕ – предприятисем, 7-шĕ – ял тăрăхĕн командисем.

Ăмăрту хыççăнхи пĕтĕмлетÿ çапла пулчĕ. Вăтам шкулсен командисем хушшинче Ярапайкассинчи шкул команди çĕнтерчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Калайкасси шкулĕн тата Муркаш шкулĕн командисем.

Тĕп шкулсем хушшинче Сыпайсем мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Тойкилтĕсемпе Кашмашсем.

Ĕç коллективĕсен командисем çаксем палăрчĕç: малта «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин команди, хыççăнхи вырăнсенче – «Свобода» хуçалăхăн тата районти шалти ĕçсен пайĕн командисем.

Çĕнтерÿçĕсен аллинче – кубоксемпе медальсем. Призлă вырăн йышăнакансем те медальсемпе дипломсемсĕр юлмарĕç.

Шомикри тĕп шкулăн тата «Передовик» хуçалăхăн командисене уйрăммăн палăртса ятарлă парнесемпе чысларĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика