Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннин ыйтусем пайтах

18 декабря 2010 г.

Декабрĕн 15-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Республикăран килнĕ представительсем ертсе пыракан ушкăнсем çав кун Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Ярославка тата Çатракасси ял тăрăхĕсенче пулчĕç, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, РФ Президенчĕ Д.А. Медведев РФ Федераллă Пухăвне, ЧР Президенчĕ М.В. Игнатьев республика Патшалăх Канашне янă Çырусемпе паллаштарчĕç, «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» Федераллă саккун проекчĕ пирки калаçрĕç.

«РФ Юстици министерствин «Чăваш Республикинчи суд экспертизин лабораторийĕ» патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Л.П. Морозов тата район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Милютин çав кун Нискасси шкулĕн вĕрентекенĕсемпе тата «Улыбка» ача сачĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, пĕрлехи информаци кунĕн темипе çыхăннă тата çыхăнман ыйтусем çине те хуравларĕç.

Шкулта ĕçлекенсене чи малтанах çак ыйту канăç памасть. Малашне шкулсенче ятарлă медицина кабинечĕсем 2 пулмалла иккен. Кашниех вĕсенчен 14 тăваткал метртан кая мар кирлĕ. Çакна хурласа нимĕн те калаймăн. Ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшни япăх япала мар. Анчах та юнашарах пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ пур çинче ку ытлашши ырлăх мар-ши; Мĕншĕн тесен çĕнĕ кабинетсем валли оборудовани те кирлĕ пулать, медицина персоналне те тытса тăма тивет. Укçи вара;

140 вырăнлă ача садне хальхи вăхăтра 50 ача çÿрет. Чемей енчен кунта килме йывăр, нумайăшĕ килеймест. Сăлтавĕ – вĕсене илсе килме ятарлă транспорт çукки. Çав вăхăтрах шкулта вĕренекенсене автобус турттарать. Шкул çулне çитменнисене илсе çÿреме юрамасть иккен. Тепĕр майлă каласан пĕр çемьеренех аслăраххи шкула автобуспа каяйрать, шкул çулне çитменнине вара садике урăх транспорт тупса леçес пулать. Садике çÿрекен тата çÿремен ачасен пĕрре-мĕш класа пырсан аталану шайĕ епле расна пулни вара пурне те паллă.

Ку садикре электричество пралукĕсене пĕр тăхтаса тăмасăр улăштармалла. Вĕсем кивелсе çитнĕрен кунта пушар тухас хăрушлăх пур.

Ытти нумай çĕрти пекех шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Шкул ку енĕпе аптăрасах каймасть темелле. Унăн хăйĕн шыв уçлакан башня пур. Апла пулин те вăл кивелсе çитнĕ ĕнтĕ, юсавсемсĕр май килмест. Кунтанах шыв ача садне те пырса тăрать. Çĕр айĕпе хурса хăварнă 300 метр вăрăмăш пăрăх вара вĕçĕмех шăта-шăта каять, саплама тивет. Юрать-ха çу кунĕсенче пулсан. Хĕл кунĕсенче шăн çĕре чавасси çăмăл ĕçех мар. Пăрăхсене пачах çĕннисемпе улăштарма вара майсем çукрах.

Ял çыннисем те шыв çуккипе самай тертленеççĕ. Бидонсемпе сĕтĕрме тивет ăна халĕ хăш-пĕр çĕрте. Çăлсем тенĕрен, кăçалхи типĕ çанталăка пула чылай çĕрте вĕсем те типсе ларнă. Хăш-пĕр ялсене шыв кĕртме проектсем те хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Анчах та вырăнти бюджет укçипе инçе каяймăн. Шыв кĕртесси йÿнĕ япала мар. Апла пулин те ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Я. Кожевников çитес çултан тытăнса ялсенче çĕнĕрен çăлсем чавассипе ытларах тимлеме шантарчĕ. Хальлĕхе урăхла май çук. Вырăнти депутатсемпе килĕшсе тунă йышăну ку.

Пушар машинине тытса тăрасси те кăсăклă япала. Чемейре автомашина пур, çÿреме пултарать. Депо çурчĕ те юсавлă, хутса ăшăтаççĕ. Анчах та пушар хăрушсăрлăхĕ валли ял тăрăхĕн бюджетĕнче çитес çул валли пăхса хунă 10 пин тенкĕ, паллă ĕнтĕ, пушар сÿнтерекенсене ĕç укçи тÿлеме те çитес çук.

Татах тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç ял çыннисем: вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăх саланса кайнă пирки ĕç тупма май çукки, çавна пула çамрăксем ялтан хăпса пыни, ĕç укçи шайĕ пĕчĕк пулни т. ыт. те. Чун ыратăвĕ темелле пулĕ вĕсене. Апла пулин те паян ял çынни темĕнле йывăр пулсан та малаллах талпăнни, май çитнĕ таран ыйтусене хăйĕн çине шанса хăех татса пама тăрăшни малашлăхри лайăх улшăнусем тĕлĕшпе шанăç çуратать.

РФ Социаллă страховани Фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А.А. Кузьмин ертсе пыракан ушкăн Çатракасси ял тăрăхĕнче пулчĕ. Чи малтанах вĕсем Çатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулчĕç. Шкул директорĕ В.А. Прокопьев коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май çакна палăртрĕ: паян шкулта пысăк проблемăсем çук. Ку таранччен пулнă йывăр ыйтăва – шкул çивиттине улăштарнă. Çакăншăн Виталий Александрович район администрацине тав тăвать.

Сăмаха малалла тăсса кайиччен çакна палăртмалла. Ялсене комплекслă компактлă майпа çĕнетсе улăштармалли программăна хутшăнса кăçал Çатракасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенчи социаллă тата культура объекчĕсем хăйсен сăн-сăпатне тĕпренех улăштарчĕç.

Директор вĕрентекенсем малалла оптимистла пăхнине, шкул ачисем районти олимпиадăсенчен малти вырăнсене пĕлтĕр-хинчен 1,5 хут ытларах йышăннине палăртрĕ.

Учительсен коллективĕпе ирттернĕ тĕл пулура вара Андрей Александрович Пĕрлехи информаци кунĕнчи ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнчĕ.

Çакнашкал тĕл пулу Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та иртрĕ. РФ Президенчĕн Д. Медведевăн Федераци Пухăвне тата Чăваш Республикин Президенчĕн М.В. Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсене, çавăн пекех «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» Саккун проектне сÿтсе явнă май ыйтусем те çуралчĕç.

Тĕп ыйтусенчен вара Çатракасси ял тăрăхĕнче ирттернĕ тĕл пулусенче çаксем пулчĕç. Кашмашсен çĕнĕ шкул тăвас ыйту кун йĕркинчен тухмасть, çак ĕçе хăвăртлатма тивĕçлĕ органсем пулăшасса шанаççĕ. Ял халăхне тата Чăваш Наци радио, çав шутран районти кăларăмсем те халь малтанхи хум çинче марри пăшăрхантарать.

–Хăçан малтанхи пек 105 FM çине тухма пуçлать Наци радио; – ыйтаççĕ вĕсем.

Çак кун информаци ушкăнĕн членĕсем Муркашпа Çатракасси ял тăрăхĕсемсĕр пуçне Ярославка тата Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенчи ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.

В. ШАПОШНИКОВ,

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика