18 декабря 2010 г.
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнакансем сахал. Çакна Муркаш урамĕсенчех курма пулать. Çуран çÿрекенсем те, водительсем те çул-йĕр çинче хальлĕхе культура пачах та çуккине кăтартса параççĕ.
Çул урлă кам ăçтан каçас тет, çавăнтан каçать. Водительсемпе пассажирсем те, сăмахран, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнма васкамаççĕ. Пиçиххипе хăйсене хăрушсăрлăхран сыхлама мар, инспекторсем штрафласран çыхăнмалла тунă тейĕн. Çапла кунсерен правилăсене пăсаççĕ те.
Акă кăçалхи 11 уйăхра çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем çырнă протоколсемпе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле 728900 тенкĕлĕх штраф панă. Çак суммăн 96,9 процентне (ку 706443 тенкĕпе танлашать) шыраса илнĕ ĕнтĕ.
Пĕтĕмпе 11 уйăхра çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснă 2913 тĕслĕх тупса палăртрăмăр. Вăл шутра 1634 тĕслĕх – машинăсем çулсем çинче палăртнинчен пысăк хăвăртлăхпа çÿрени, çуран çÿрекенсем правилăсене пăснин 267 тĕслĕхĕ, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене çыхман 202 тĕслĕх тата ытти те.
Асăннă тапхăрта пирĕн район территорийĕнчи çулсем çинче 56 инкек пулчĕ. Вĕсенче пурĕ 26 çын вилнĕ, 73-ĕн суранланнă.
Аварисем ытларах Мускав – Уфа çул çинче пулса иртрĕç. Пĕтĕмпе çак тапхăрта федераллă трасса çинче 23 инкек пулса иртрĕ, республика пĕл-терĕшлĕ çулсем çинче – 12, вырăнти çулсем çинче – 21.
Çул çинче пулакан инкексен сăлтавĕ тĕрлĕрен. Анчах та ытларах чухне машинăсем пысăк хăвăртлăхпа çÿрени, транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарнине пăхмасрах руль умне ларни, çул урлă çирĕплетнĕ вырăнпа каçманни тата çул хĕррипе машинăсене майлă утни инкек патне илсе çитерет. Палăртса хăвармалли тепĕр самант – çуран çÿрекен ÿсĕр пулни. Çуран çÿрекенсене пула тухнă инкексене тишкерсен вĕсем ÿсĕрри инкексен 77,8 проценчĕн сăлтавĕ пулать.
Водительсем руль умне ÿсĕрле ларса çула тухни те шутлаттарать. Çак тапхăрта пурĕ 82 водителе асăннă сăлтава пула тытса чарнă. Водитель ÿсĕр пулнипе 6 çын суранланчĕ.
Шел пулин те, ачасем хутшăннипе пулнă инкексем пĕлтĕрхипе танлаштарсан икĕ хут ÿсрĕç (4 инкек). Çапла вара виçĕ ачан пурнăçĕ татăлчĕ, тăваттăшĕ суранланчĕ. Çавăнпа та водительсене те, кашни ашшĕ-амăшне, кашни ачана çул-йĕр çинчи тимлĕх пирки тепĕр хур аса илтерес килет. Хамăрăн тимсĕрлĕхе пула хамăр кăна мар, ыттисем те инкек тÿсме пултараççĕ.
В. ВОЛКОВ,
районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ.